Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрмантан чупса тухатпӑр та сысна пӑхакансем патне е пахча-ҫимӗҫ сутма пасара каякан хӗрарӑмсем патне ҫӗмӗрттерсе пыратпӑр, анчах никама та тӗкӗнместпӗр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Енчен ҫын хӑйне мӗн кирлине пӗтӗмпех пуҫҫапса илме пултарать пулсан, мӗншӗн-ха Уинн тиечук сысна какайӗ сутнӑ чух тӳснӗ тӑкака пуҫҫапса каялла тавӑраймасть?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хуҫа вара пирӗн сысна аҫи пекчӗ!
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хӑйсен ҫӗрӗнче ҫуралнӑ ҫын какайӗ сысна какайӗ тути калать, анчах унтан пӑртак тутлӑрах.Если верить дикарям, мясо новозеландцев похоже на свинину, но более ароматно.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Апла пулсан, — тесе астутарчӗ Гленарван, — сирӗн шухӑшпа Ҫӗнӗ Зеландире ҫынна ҫын ҫиесси унӑн ҫаранӗсем ҫинче ӗне, сурӑх, сысна кӗтӗвӗсем пулсан тин пӑрахӑҫа тухать?
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Лёльӑн пӗчӗк ывӑлӗ тата старик Кюцам — сысна аҫи майлӑ илемсӗр шыҫмак.Маленький сынишка Лели и старик Кюцам, неприятный толстяк, похожий на борова.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ялтан мӗнпур чӗрчун пӑрахса кайнӑн туйӑнать, ҫӑл патӗнчи ланкашкара ҫеҫ пылчӑк ҫине кӗрсе выртнӑ сысна киленсе, нӑрӑклатса выртать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ваттисем халь те «хушман» япалана ҫимеҫҫӗ-ха, анчах турӑ ылханнӑ сысна ашӗнчен тунӑ кӑлпассинех мӗн чухлӗ кӑна ача ҫимест!Правда, старики еще не едят «трефного», но сколько мальчишек едят проклятую богом колбасу свиную!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сысна юлашкинчен ачана хӑй ҫинчен ывӑтса хӑварать, ҫакна кура кӑмӑлӗ тулнӑ карчӑк каллех турӑшсем еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ.Свинье удалось наконец сбросить наездника, и удовлетворенная старуха опять повернулась к иконам.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ан сысна ҫинчен, мур илесшӗ, ҫӗр ҫӑтман ачи!Слезь со свиньи, холера тебе в бок, а провались ты, таке дитя скаженне!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сысна, ачана хӑй ҫинчен ӳкерсе хӑварма тӑрӑшса, карташ тӑрӑх чупать, анчах хӑнчӑр куҫлӑ куштан ун ҫинче питӗ ҫирӗп ларать.Свинья носилась с мальчишкой по двору, пытаясь его сбросить, но раскосый сорванец держался крепко.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Картишӗнче ача усӑк хӑлхаллӑ сысна ҫине сиксе утланса ларчӗ.На дворе мальчонка с наскока оседлал черную вислоухую свинью.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унталлах патронсем, тин ҫеҫ пуснӑ сысна ашӗсем, чи малтан юхтарнӑ кӑвакрах самогон бутылкисем шӑвӑнаҫҫӗ, тата пӗчӗк атамансене хӑлхаран пӑшӑлтатса каланисем те, темле ҫынсем урлӑ, Орлик патне — хӑй патнех ҫитеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсем хӑйсемпе пӗрле ултӑ тӗве тата виҫ уйӑха ҫитмеллӗх апат-ҫимӗҫ: виҫӗ квинтал ҫӑнӑх, аллӑ кӗрепенке рис, аллӑ кӗрепенке сӗлӗ кӗрпи, пӗр квинтал типӗтнӗ лаша какайӗ, ҫӗр кӗрепенке тӑварланӑ сысна какайӗ, ултҫӗр кӗрепенке сухари — мӗн пурӗ ултҫӗр миль таранччен ҫӳресе килмелӗх илнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ветчина, тӑварланӑ какай касӑкӗсем, сысна ашӗ, пудинг, урпапа сӗлӗ ҫӑнӑхӗсенчен пӗҫернӗ тутлӑ кукӑльсем, пит тутлӑ чей, вискисем, темиҫе бутылка портвейн — акӑ мӗнсенчен пулчӗ ҫав чаплӑ апат.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунта кенгурусен малтипе кайри урисем тан мар, кунта сурӑхсем сысна пек сӑмсаллӑ; кунта тилӗсем пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе ҫӳреҫҫӗ; кунта акӑшсем хура; кунта йӗкехӳресем йӑва ҫавӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ҫапла, майор, пӗлессӳ килсен, кунта ҫитмӗл тӑхӑр пин те ултҫӗр ҫирӗм пилӗк пуҫ сысна шутланать.— Да, майор, с вашего позволения, здесь семьдесят девять тысяч шестьсот двадцать пять свиней.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Час-часах pig'faces кӗтӗвӗсем — Австралинче ҫеҫ пурӑнма пултаракан сысна сӑмсилле сурӑхсен кӗтӗвӗсем тӗл пулаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эсир мӗн пӗтӗ сысна амисем пек йӑванса выртатӑр? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл выртакансем ҫине.— Вы что развалились, как поросные свиньи? — налетел он на лежавших.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Никам нимӗне пӗлмесӗр пӗрне-пӗри хӗҫпе касать, ҫӳҫрен е карланкӑран ҫавӑра-ҫавӑра тытать, хӗрарӑмсен сехрисем хӑпнӑ, вӗсем сысна ҫурисем пек ҫухӑра-ҫухӑра ҫапӑҫакансем енчен сирпӗнеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.