Шырав
Шырав ĕçĕ:
Старик, картла вылянипе пӗтӗм пурлӑхне салатса ярса, юхӑнса ҫитнӗ; унтан ҫӗнӗрен ура ҫине тӑма тытӑннӑ пулнӑ, анчах пушар мӗнпур пурлӑха тӗтӗме вӗҫтернӗ пирки, Сергей Платоновича пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫласа яма тивнӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ленино ялӗн хӗвелтухӑҫ вӗҫӗнче, «катюшӑсен» дивизионӗ кӑларса янӑ снарядсем уйрӑммӑнах ытларах ҫурӑлнӑ ҫӗрте, ҫуртпа сарай хӗмленсе ҫунаҫҫӗ: ҫил тӗтӗме ҫавӑрать, ҫӳлелле ҫӗклесе пӗтӗм ял тӑрӑх салатса ярать.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫанталӑк мӗнлине пӗлме урама тухсан Наталья Павловна йӗпеннӗ урамсене, ҫаралса юлнӑ садсене, сӑрӑ ҫатансене, мӑрьесенчен площаде йывӑррӑн ӳкекен тӗтӗме курчӗ — кирек ӑҫталла пӑхсан та, пур ҫӗрте те тарӑн кӗркуннен салхуллӑ палли выртать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Картлашка ҫинче такӑна-такӑна, станица Советӗнчен чупса тухакан Савва Остроуховӑн ҫилленчӗклӗ сӑн-питне курсан, Дорофей кунта ӗҫ ятлаҫусӑр иртес ҫуккине чухласа илчӗ, анчах вӑл ҫаплах мӑнаҫлӑн, тӗтӗме вӗре-вӗре кӑларса, сура-сура ларчӗ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Мӗн те пулсан урӑххипе пулӑшма юрать, — ҫемҫенрех каларӗ Тимофей Ильич, тӗтӗме усси витӗр вӗре-вӗре кӑларса, — электричество енӗпе ашкӑнтарма юрамасть.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Хисеплесе, — ответлерӗ Татьяна, тӗтӗме аллипе сирсе ярса.— От уважения, — ответила Татьяна, отмахиваясь рукой от дыма.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хворостянкин туртса ячӗ, вара, таҫталла, тӗттӗмленнӗ ҫеҫенхирелле пӑхса, тӗтӗме усси витӗр вӗрсе кӑларчӗ.Хворостянкин закурил, и, поглядывая куда-то в темную степь, выпустил дым сквозь свои усы.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ерофей Кузьмич аллине сулса умӗнчи тӗтӗме сирсе ячӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Итем патне ҫывӑха пыма та ҫук: ун тӑррине пӗтӗмӗшпех вут-ҫулӑм ярса илнӗ, капансенчен вӗри ҫапса тӑрать, ҫилӗ вӗсем тавра шурӑрах ҫӑра тӗтӗме мӑкӑрлантарса ҫавӑрать.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Унччен-и? — Вӑл кӗсйинчен сигарета кӑларчӗ те шӑрпӑкӗпе чӗртрӗ, туртма пуҫларӗ; ҫӑварӗнчен тӗтӗме ункӑланса тухать.— До этого? — Он вытащил из кармана сигарету, сунул в рот и зажег, начал пускать кольца дыма.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Комиссар хӑйӗн хунарӗпе ҫӑра тӗтӗме сирме тӑрӑшса малта пырать.Теперь комиссар шел впереди, пытаясь светом своего фонаря пробить густой слой дыма.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вучахран вутпа тӗтӗме ҫапса кӑларчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун аллинчи ҫатӑрласа тытнӑ факел ак халь йӑлкӑшса илес пек те, кӑвак тӗтӗме сирсе, йӗри-таврана хӗрӳллӗ те хаваслӑ ҫулӑмпа ҫутатса ярас пек туйӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Батраксем, фермӑра ӗҫлеме пӑрахса, ҫыран хӗррине тухнӑ, инҫетри тӗтӗме курасшӑн тинкерсе пӑхнӑ.Батраки бросали работу на фермах и выходили к обрывам, старались разглядеть далекий дымок.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлместӗп ӗнтӗ, ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре эпӗ таврӑнтӑм та вӗсен иккӗшин те куҫӗсем хӗрелнӗччӗ — тӗтӗме пула пулӗ, пӗтӗмпех туртса тултарнӑччӗ, чӳречине темшӗн уҫманччӗ вара.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та, пӳлӗме тулнӑ тӗтӗме пула, ман тӑшман хӑй ҫумӗнчи хӗҫне шыраса тупаймарӗ.Но дым, наполнивший комнату, помешал моему противнику найти шашку, лежавшую возле него.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗр урай варринче вучах ҫатӑртатса ҫунать; маччари тӗнӗ витӗр тухакан тӗтӗме ҫил каялла вӗрсе кӗртет те, шалта нимӗн курӑнми пулса тӑрать, пайтах вӑхӑт ирттермелле пулчӗ манӑн мӗн те пулин куриччен: вут умӗнче икӗ карчӑк тата темӗн чухлӗ ача-пӑча ларса тухнӑччӗ, вӗсемпе пӗрле ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ пӗр типшӗмрех кӑна грузин ларатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вучахран тухакан тӗтӗме те, хӗрарӑмсем калаҫнине тата Варя аллисем хӑйне сӗртӗннине те ним сисмесӗрех ҫывӑрчӗ вӑл: Алексей шӑп выртнинчен шикленсе, Варя час-часах пӗшкӗнсе унӑн чӗрине итлерӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитан Енакиев пирус тӗтӗмне шалалла туртса илчӗ те, тӗтӗме ҫӑварӗнчен ерипен кӑларма пуҫларӗ, хӑй тарӑн шухӑша кайса ҫав тӗтӗм витӗр пӑхса ларчӗ.
23 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня хӑйӗн ҫӑварне тар тӗтӗме кӗнине туйрӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948