Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑпӑклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑпӑклӑ (тĕпĕ: кӑпӑклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ӑна лаша ӑмрипеле ҫитсе ҫапрӗ те, вӑл ҫавӑнтах кӑпӑклӑ хӑйӑр ҫине вӑркӑнса ӳкрӗ.

И упал на пенистой отмели, сбитый с ног лошадиной грудью.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урлӑн-урлӑн выртакан хумсем ҫийӗн каҫа-каҫа кайса, кимӗ те вылянать: шыв тӗпӗнченех ҫӗкленнӗ кӑпӑклӑ сулхӑн сирпӗнчӗкӗсем Елизаветӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫине пӗрхӗнеҫҫӗ, юхса анаҫҫӗ тата тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе куҫ тӗкӗсем тӑрӑх тумласа тӑраҫҫӗ.

Плясал, перелезая через поперечные волны, баркас, и пенистые студеные брызги поднятой с глубин воды обдавали выпитое бледностью лицо Елизаветы, стекали и висли на ресницах и прядях выбившихся из-под косынки волос.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен йӗп-йӗпе кӑпӑклӑ ҫурӑмӗ ҫинчи ҫивиттийӗсем ҫил чӳхентернипе ҫапкаланса, алчӑраса пыраҫҫӗ.

И попонки над взмыленными, мокрыми спинами хлопали, рябились, полоскаемые ветром.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Черня куҫӗсене чарса пӑрахса, чӗлхине кӑларса, кӑпӑклӑ сурчӑк сирпӗнтерсе, пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнать, пылчӑк ҫинче йӑвана-йӑвана илет, юлашки вӑйне пухса, малти урисемпе тапса каялла туртӑнать, хырӑмӗпе ҫӗре сӑтӑрать…

С вытаращенными глазами, блестя языком, брызгая пенистой слюной, Черня бросался в стороны, переворачивался в грязи, из последних сил упирался передними лапами, бороздил по земле брюхом…

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Яшшӑн пуҫне хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса, кӑпӑклӑ сӗркӗҫпе вӑл пӗрре унӑн мӑйне, тепре хӑлхине тӗрткелесе илчӗ, е тата ӗнсине ытлашшипех кӑпӑкласа хӑтланчӗ.

Прижимая голову Яши к своей груди, она часто тыкала помазком то в шею, то в ухо, а то излишне долго взбивала пену на затылке.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лашасем тулашаҫҫӗ, ҫӑварлӑх кӑшлаҫҫӗ, Кӑпӑклӑ, туртӑшуллӑ хӑйсем-м-м…

Бесятся кони, бренчат мундштуками, Пенятся, рвутся, храпя-а-ат…

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тинӗс ахӑрса кайрӗ, кӑпӑклӑ хумсем ҫырана урнӑ пекех пыра-пыра ҫапаҫҫӗ.

Море запенилось, закипело и стало с бешеным ревом биться о берега.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шурӑ кӑпӑклӑ тинӗс хумӗсем ҫырана ҫапӑнса шӑмпӑртатаҫҫӗ; тӗмсем ҫилпе пӑшӑлтатаҫҫӗ, кӑнтӑрларан иртнӗ хӗвел хаваслӑн йӑлкӑшать.

Плескалось и шуршало море, все в белых кружевах стружек; шептались кусты, сияло солнце, перейдя за полдень.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Кӑпӑклӑ тинӗс хумӗ иксӗмӗре те хаваслӑн сирпӗнсен, вӑл пушшех хаяррӑн та хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; кайран, эпӗ унӑн кӑкӑрӗпе ҫурӑмне лӑпкаса ҫума пуҫласан, вӑл куҫӗсене хупрӗ те, тапкаланса, ҫари! ҫухӑрса ячӗ; хумсем ӑна пӗрин хыҫҫӑн тепри пыра-пыра чӳхерӗҫ.

Особенно серьезно и громко крикнул он, когда его впервые обдало пенной волной моря, весело хлестнувшей обоих нас; потом когда я стал нашлепывать грудь и спинку ему, он зажмурил глаза, забился и завизжал пронзительно, а волны, одна за другою, всё обливали его.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.

Приятные думы, пестро одетые воспоминания, ведут в памяти тихий хоровод; этот хоровод в душе — как белые гребни волн на море, они сверху, а там, в глубине, — спокойно, там тихо плавают светлые и гибкие надежды юности, как серебряные рыбы в морской глубине.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Сарӑхнӑ лавровишня ҫулҫисем шурӑ кӑпӑклӑ Кодор шывӗнче пӗчӗк ҫеҫ ҫивӗч лосось-пулӑсем евӗр ҫаврӑнса, пӗтӗрӗнсе ишеҫҫӗ; эпӗ шыв хӗрринчи вӗтӗ чул ҫинче шухӑшласа ларатӑп: чайкӑсемпе баклансем те ҫав ҫулҫӑсене пулӑ теҫҫӗ пулас та — йӑнӑшаҫҫӗ, акӑ мӗншӗн вӗсем сылтӑм енче, лере, тинӗс хумӗсем ҫырана ҫапӑннӑ тӗлте, кӳренсе кӑшкӑраҫҫӗ.

В белой пене Кодора кружились, мелькали желтые листья лавровишни, точно маленькие, проворные лососи, я сидел на камнях над рекой и думал, что, наверное, чайки и бакланы тоже принимают листья за рыбу и — обманываются, вот почему они так обиженно кричат, там, направо, за деревьями, где плещет море.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

… Халӑх малтанхи ҫил-тӑвӑл тапхӑрӗ кӑшт ҫеҫ вӑратса янӑ океанӑн хура хумӗ пек туйӑннӑ; вӑл малалла хуллен юхнӑ, ҫынсен кӑвак сӑн-пичӗсем кӑпӑклӑ, пӑтранчӑк хум тӑрри пек пулнӑ.

…Толпа напоминала тёмный вал океана, едва разбуженный первым порывом бури, она текла вперёд медленно; серые лица людей были подобны мутно-пенному гребню волны.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Аслати кӗрлет те вӑйлӑн, сарӑ кӑпӑклӑ хумсем тытӑҫма пуҫлаҫҫӗ ҫилпе.

Гром грохочет, в пене гнева стонут волны, с ветром споря.

Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.

Вӗсем пӑрахут хыҫҫӑн юлса пыракан шурӑ кӑпӑклӑ «ҫула» чылайччен сӑнаҫҫӗ.

Они смотрят на белую пенистую дорожку, что стелется сзади парохода.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Пароходран чылай аяккарах, пӑтратса кӑларнӑ кӑпӑклӑ хум ҫинче ишсе пыракан ҫын пуҫӗ курӑнать.

Уже довольно далеко от парохода, среди взбитого белка пены, на волне качалась, как поплавок, голова плывущего человека.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ту пек капланса килекен кӑпӑклӑ хумсем, ҫыран хӗррине перӗнсе, аслати ҫапнӑ пек кӗрлесе саланаҫҫӗ.

Малахитовые доски прибоя, размашисто исписанные беглыми зигзагами пены, с пушечным громом разбиваются о берег.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тинӗс хӗрринче кӑпӑклӑ хумсем халех ӑна шыва путарас пек явӑнаҫҫӗ.

У берега сверкала пена валунов, ежеминутно грозящих его потопить.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑмла тутиллӗ кӑпӑклӑ сӑрапа, техӗмлӗ шӳhпепе йыхравларӗҫ кӗрекене.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Сӑвакан сӗт сирпӗнчӗкӗ пек ӑшӑ тумламсем тӗтреллӗ шӑплӑхра пытанса выртакан ҫӗр ҫине тӳп-тӳрӗ анаҫҫӗ, типме ӗлкӗреймен кӑпӑклӑ кӳлленчӗксенче шурӑ хӑмпӑсем пулса хӑпараҫҫӗ; питӗ лӑпкӑ та йӑваш ҫуллахи вӗтӗ ҫумӑр: чечексем те пуҫне усмаҫҫӗ, кил картисенче чӑхсем те унтан хӳтлӗх шырамаҫҫӗ.

Теплые, словно брызги парного молока, капли отвесно падали на затаившуюся в туманной тишине землю, белыми пузырями вспухали на непросохших, пенистых лужах; и так тих и мирен был этот летний негустой дождь, что даже цветы не склоняли головок, даже куры по дворам не искали от него укрытия.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех