Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗренӗве малалла тӑсма ыйтатӑп, — терӗ те полк командирӗ ҫывӑхри взвод патне пычӗ.

— Прошу продолжать занятия, — сказал командир полка и подошел к ближайшему взводу.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Вӗсем, сэр, ҫав йывӑҫсем айӗнче выртаҫҫӗ, — терӗ капитан, ҫывӑхри вӑрман еннелле кӑтартса.

— Они лежат под теми деревьями, сэр, — отвечал капитан, указывая на ближний лесок.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир, ҫывӑхри вӑрмана кайса, унта ик-виҫ йывӑҫ касрӑмӑр, вӗсенчен наҫилкке турӑмӑр, сывӑ мар ҫынсене наҫилкке ҫине вырттарса, иккӗшне те крепоҫӑн тулашри стени патне илсе ҫитертӗмӗр.

Мы пошли в ближайшую рощу, срубили два-три деревца и на скорую руку смастерили носилки, на которых и доставили больных к наружной стене нашей крепости.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кайӑксем ҫывӑхри йывӑҫсем ҫине пытанса ларчӗҫ, эпӗ каясса ҫеҫ кӗтсе лараҫҫӗ.

Птицы притаились на ближайших деревьях: они ждали, чтобы я ушел.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ҫывӑхри йывӑҫсем ҫинчен пӗр тӗркӗ ҫулҫӑ сӑтӑрса илтӗм те ӑна хӳме урлӑ путеке патӑм.

Я нарезал веток с ближайших деревьев и перебросил ему за ограду.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Бразилире тӑватӑ ҫул пурӑнса, майӗпен ҫӗр ӗҫне вӑйлатса пынӑ май, эпӗ, паллах, Испани чӗлхине вӗренсе ҫитрӗм тата кӳршӗсемпе те ҫывӑх паллашрӑм, тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен ҫывӑхри — Сан-Сальвадорти сутӑҫсемпе те паллашрӑм.

Прожив в Бразилии года четыре и постепенно расширяя свое дело, я, само собою разумеется, не только изучил испанский язык, но и познакомился со всеми соседями, а равно и с купцами из Сан-Сальвадора, ближайшего к нам приморского города.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӑлхарсем хӑйсем вара ҫапла хушнинчен те тарӑнрах тума тытӑнчӗҫ; ҫавӑн пек иртен-ҫӳренсене вӗсем килӗсенчен хӑвала-хӑвала кӑларчӗҫ, ҫинчен тата тӗрӗксен ҫывӑхри ҫар ушкӑнӗсене пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Но сами болгары шли еще дальше: они прогоняли таких путников и оповещали о них карательные отряды.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксен пӗр ушкӑнӗ ун патнелле пере-пере хӑпаратчӗ ӗнте, вӗсен тепӗр ушкӑнӗ ҫывӑхри тӳпе тӑрринчен персе те Огнянов хӑй йӑлтах юнланса пӗтнӗ, тар тӗтӗмӗпе хуралнӑ, тумтирне икӗ ҫӗртен персе шӑтарнӑ, тӑшман пулинчен ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса, ун серепинчен хӑтӑлчӗ…

когда турки уже взбирались на насыпь укрепления, а другой их отряд стрелял с ближайшей высоты, — окровавленный, черный от порохового дыма, с двумя дырками в одежде, он каким-то чудом избежал вражеских пуль и вырвался из рук неприятеля…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аманнисене ҫывӑхри шӑлан тӗмӗсем патне ҫӗклесе кайса вырттарчӗҫ те унтан вӗсем ушкӑнӗпех каялла чакма тытӑнчӗҫ.

Раненых отнесли к оградам ближайших розовых насаждений, и вся толпа стала спешно отступать.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр ушкӑнӗ Тосун-бей хыҫӗнчен пырса ҫапмалла, тепри — ҫывӑхри ялсен халӑхне ҫӗклетмелле…

Одна чета должна ударить в спину Тосун-бею, другая — поднять ближние села…

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑри пӑлхав малтанласа ҫывӑхри ял халӑхне хӑратса пӑрахнӑ, вӗсем Клисурӑна пулӑшма вырӑс ҫарӗ килнӗ тесе шутланӑ-мӗн.

Восстание в Клисуре вначале напугало турецкое население окрестных сел, ибо турки вообразили, что в Клисуру пришли русские войска…

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл мӗнле сӑмахсемпе кӑшкӑрмаллине ыйтрӗ те, сӑмахсене лайӑххӑн ас туса юлма тӑрӑшса, хуларан чи ҫывӑхри ту тӑррине улӑхса кайрӗ.

Он спросил, какие слова надо крикнуть, и, постаравшись запомнить их хорошенько, взобрался на противолежащую высоту, ближе к городу.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй ҫавӑнтах ҫывӑх кӳршисене чӗнсе килме чупса тухрӗ, унтан вара ҫывӑхри ҫынсем темӗн чухлӗн пуҫтарӑнса та килчӗҫ.

Потом побежал сзывать своих ближайших соседей, а за ними во двор сошлись жители со всего околотка.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чернышевский ҫак произведенире «ҫӗнӗ ҫынсен» ҫывӑхри задачисене ҫеҫ мар тата вӗсен малашнехи идеалӗсене те палӑртса пама тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Ҫывӑхри тӑкӑрлӑка пӑрӑнса кӑшт утсан, вӑл ҫатан ҫумне таянса тӑракан Варя Харламовӑна курчӗ.

Свернув в ближайший переулок и пройдя немного, увидел прислонившуюся к плетню Варю Харламову.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсенчен пӗри, ҫывӑхри урапа ҫинче пулнӑскер, кулать, шуйттан:

А один из них, какой на ближней арбе был, смеется, гад:

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл янравлӑн пӑшӑлтатнине вара хуторти ҫывӑхри килсенче те илтрӗҫ пулмалла: — Ку шуйттан ачи итлесе тӑрать пулмалла…

Гулкий шепот его, вероятно, был слышен в ближайших дворах хутора: — Этот чертенок мой не иначе подслушивает…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аннерен вӑрттӑн укҫа пухма пуҫларӑм, кӗркунне вара, тырра ҫывӑхри пункта кайса хывас вырӑнне, эпӗ пӗччен Калача тухса кайрӑм, унта пӗр лав тулӑ сутрӑм та пасарта алӑран пӗр кӗпҫеллӗ пӑшал тата вунӑ патрон туянтӑм.

Потихоньку от матери начал я копить деньжонки, а осенью, вместо того чтобы ехать на ближнюю ссыпку, я один поехал в Калач, продал там воз пшеницы и на базаре с рук купил одноствольное ружье и десять штук патронов к нему.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ҫывӑхри ҫатан патне пынӑ та ҫапӑ хуҫса илем пек тунӑ, хайхи ачасем ҫил вӗҫтерсе салатнӑ пекех ҫухалнӑ.

Давыдов подходил к ближайшему плетню, делал вид, что выламывает хворостину, и тотчас же ребят словно ветром сдувало.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗртен пӗр япала анчах шиклентернӗ Щукарь мучине, — вӑл пӑтӑран йӳҫӗхсе тӑнӑ шыв шӑрши кӗресрен хӑранӑ, мӗншен тесен пӑтӑ пӗҫермешкӗн шывне вӑл ҫывӑхри ӑшӑх пӗверен ӑсса килнӗ, юхмасӑр выртакан пӗвери шыв кӑшт кӑна шапа лӗккипе витӗннӗ пулнӑ.

Единственно, чего опасался дед Щукарь, — это того, что каша будет приванивать стоялой водой, так как воду черпал он в ближнем мелководном пруду, а непроточная вода там уже крылась чуть приметной зеленью.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех