Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кӑштах курпунне кӑларнӑ, пуҫне усса, сайра хутра пысӑк та сарлака ал лаппине кӑкӑрӗн сулахай енне тыта-тыта утать..
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сайра хутра аса илкеле хӑв чуруна, хӗвелпе ҫуннӑ хӑв Суламифьне.Вспоминай изредка о твоей рабе, о твоей обожженной солнцем Суламифи, —
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Плугне лайӑх майлаштарса панӑ, касӑран сайра хутра кӑна тухкаласа каять, вӑл хӑй пӗччен те сухалама пултармалла.Плуг настроенный, выскакивает редко, ей и одной бы можно пахать…
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑмӑр-кӑвак пӗлӗт татӑкӗсен ҫӑрах мар картлӑ-картлӑ капланчӑкӗ хӗвеле карса илнӗ, анчах ҫапах та сывлӑш халран ямалла пӑчӑ, картиш варринчи кӗл купи ӑшне чӑмса кӗнӗ ҫерҫисем те пулин, кӗске мӑйӗсене тӑсса, саркаласа пӑрахнӑ пӗчӗкҫеҫ ҫунаттисене сайра хутра вӑр-вӑр варкӑштаркаласа, пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сайра хутра Половцев патне кӗркелесе пӑхнӑ чухне Яков Лукич лешӗ мӑн ҫамкаллӑ пуҫне пӗчӗк сӗтел умне пӗшкӗнтерсе хытанка тути хӗррисене пӗр сасӑсӑр хускаткаласа вуласа ларнине курать.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав хутра: партин районри комитечӗ, Райполеводсоюзпа килӗшсе, колхоз правленин председательне суйласа лартма районри комитет уполномоченнӑйне, ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗ Давыдов юлташа сӗнет, тесе ҫырнӑччӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сайра хутра ҫеҫ киле таврӑнакан пултӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лури сайра хутра пирӗн пата килкелесе каять — уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, мухтанчӑк, ют ҫӗршыв ҫыннин сӑнарне кӗртекен сухалпа.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951