Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пурӑнас (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасемпе, мӑнуксемпе татах та савӑнса пурӑнас килет, - сӑмах хушрӗ Мария Авдеевна.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Шухӑшламасӑр, малалла аталанмасӑр пурӑнас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Арҫын ӳсӗрле шӑнса вилес мар тӑк Санька аппа ку таранччен пурӑнас та ҫукчӗ пулӗ, Михала ӑна тахҫанах ҫапса пӑрахӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Манӑн пӗр хушӑрах ялта та, хулара та пурӑнас килет, мӗнле професси суйламалла-ши?», — ыйтнӑччӗ эпӗ ача чухне Ҫемен пиччерен.

«Мне хочется в одно и тоже время жить и в городе, и в деревне, какую профессию мне выбрать?» — спросил я однажды старшего брата Семена.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Ҫулсене малашне те ҫӗнетӗпӗр, ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑхне ҫине тӑрсах аталантармалла, ҫамрӑксен ялта пурӑнас килтӗр, — палӑртрӗ М.Игнатьев.

— И впредь будем обновлять дороги, в это же время усердно будем развивать сельское хозяйство, чтобы молодежи хотелось там жить, — подчеркнул М. Игнатьев.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Шкул ачисемпе вӗрентекенсем тата ял ҫыннисем умӗнче тухса калаҫнӑ чухне Н. В. Федоров Президент «лайӑх пурӑнас тесен, пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшӑр, пӗр-пӗрне хисеплӗр, юратӑр», терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Кинемей ватӑлсан та ӗне усрас ӗмӗчӗпе ҫунатланнӑ пулсан унӑн пурӑнас хевти, ӗҫри хавхаланӑвӗ вӑйлӑ ҫӑл пек тапса тӑнӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Эпӗ, паллах, унпа пурӑнас ҫук.

Я, конечно, с ним жить не буду.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

1960 ҫул вӗҫӗнче — 1973 ҫул пуҫламӑшӗнче Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ «Аслӑ йыш», «Пурӑнас килет» кӗнекесем кӑларма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ахаль ҫын пек пурӑнас килет.

Хочется пожить обыкновенным человеком.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫапах та нихӑшӗ те: «Мӗнле пурӑнас кунта?» – тесе ӳпкелешмерӗ.

Однако никто не стал роптать: "А как здесь жить?"

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Манӑн унпа ӗлӗкхи пек шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пӗрле пурӑнас, ӗҫлес килетчӗ.

Мне, как и раньше, хотелось вместе с ним в согласии жить, работать.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫынсем пек пурӑнас тесе тӑрӑшатӑп, ҫав-ҫавах усал ят кӑна илтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пурӑнас кун-ҫуллӑ ашшӗ-амӑшӗсене е ачисене ҫухатнисем вӗсен ҫӗнӗ тӑприсем ҫинче выртса макӑрнине те курма пулать…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Экономикӑра вӑй хуракансен кашни уйӑхри ӗҫ укҫи чакнӑ, ҫемьесен бюджетне тупӑш иртнӗ ҫулсенчипе танлаштарсан сахалрах кӗрет пулин те ытларах пурӑнас туртӑм куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫирӗппӗн аталанакан республикӑра, вӑйлӑ ҫӗршывра пурӑнас ӗмӗт – пирӗн тӗп тӗллев.

Желание жить в процветающей республике, сильной стране – это объединяющая нас цель!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ыттисен телейӗпе савӑнса, тӑвансемпе килӗштерсе тата ҫывӑх ҫынсене ырӑ сунса пурӑнас вырӑнне ватса ҫӗмӗрме хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— ЮНЕСКО эксперчӗсем чӗлхесен пурӑнас пултарулӑхне сакӑр енпе хакланӑ, ҫав шутра унпа калаҫакансен йышне, чӗлхе ӑруран ӑрӑва куҫса пынине, вӗрентӳ хатӗрӗсем ҫителӗклине, обществӑра чӗлхене мӗнле вырӑн панине.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

13. Эппин, эпир те Ун патне тапӑр тулашне тухар, Вӑл курнӑ мӑшкӑла тӳсер; 14. пирӗн кунта ялан пурӑнас хула ҫук — эпир ҫитес ӗмӗрти хулана шыратпӑр.

13. Итак выйдем к Нему за стан, нося Его поругание; 14. ибо не имеем здесь постоянного града, но ищем будущего.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унччен эпир хамӑр та нимӗн те ӑнланмастӑмӑр, пӑхӑнмастӑмӑр, аташаттӑмӑр; ӳт кӗленине, киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑр, вӗчӗхеттӗмӗр, ӑмсанаттӑмӑр, эпир йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗрне-пӗри кураймастӑмӑр.

3. Ибо и мы были некогда несмысленны, непокорны, заблуждшие, были рабы похотей и различных удовольствий, жили в злобе и зависти, были гнусны, ненавидели друг друга.

Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех