Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пурӑнас (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана, тет, каярахпа, пирӗнпе пурӑнас темесен, ҫурт туянса парӑпӑр.

А тебе, мол, потом купим, если с нами жить не захочешь.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ирсӗр те йӗрӗнчӗк тата пӑчӑ ҫуртсенче те пурӑнас килмест манӑн.

Не хочу больше жить в этих проклятых душных домах.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо ҫынсенчен аякри ҫер шӑтӑкне пӗчченех кайса типӗ ҫӑкӑр хыттисемпе тӑранса пурӑнас, вара асап курса, тӳссе шӑнса вилес, терӗ.

Джо собирался стать отшельником, жить в пещере, питаться сухими корками и в конце концов умереть от холода, горя и нужды.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Кала татӑклӑн: вилес килет-и сан е пурӑнас килет-и?» — терӗ ҫиреппӗн.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Кун пек сывлӑхпа эпӗ нумаях пурӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Халӗ цивилизациллӗ, культурӑллӑ, аталаннӑ текен тӗнчере (уйрӑмах Америкӑра) ҫӗр ӗҫне парӑнса пурӑнас йӑла (мода) сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Тӑнлӑ-пуҫлӑ этемӗн камӑн япӑхрах пурӑнас килтӗр-ха?

Разумному человку разве хочеться жить хуже?

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Чӑваш Енре тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑн та килӗштерсе пурӑнас енӗпе, чӗлхесене, йӑла-йӗркене тата хӑйне евӗрлӗ наци мешехисене сыхласа упрас тӗлӗшпе сайра йышши паха опыт йӗркеленнӗ.

В Чувашии сложился уникальный опыт дружбы и сотрудничества народов, бережного отношения к языкам, национальным обычаям и традициям.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пирӗн тӗллев – Чӑваш Ене вӑйлӑ, хальхи вӑхӑтпа тан утакан, унта ӗҫлес тата пурӑнас килсе тӑракан республика туса хурасси!

Наша цель — сделать Чувашию сильной, современной республикой, в которой хочется жить и работать!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӑй ҫитнӗ-и, ҫитмен-и - ӗҫлес, пурӑнас тесе тӑрӑшнӑ, - куҫҫульпех аса илет ватӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ачасемпе, мӑнуксемпе татах та савӑнса пурӑнас килет, - сӑмах хушрӗ Мария Авдеевна.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Шухӑшламасӑр, малалла аталанмасӑр пурӑнас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Арҫын ӳсӗрле шӑнса вилес мар тӑк Санька аппа ку таранччен пурӑнас та ҫукчӗ пулӗ, Михала ӑна тахҫанах ҫапса пӑрахӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Манӑн пӗр хушӑрах ялта та, хулара та пурӑнас килет, мӗнле професси суйламалла-ши?», — ыйтнӑччӗ эпӗ ача чухне Ҫемен пиччерен.

«Мне хочется в одно и тоже время жить и в городе, и в деревне, какую профессию мне выбрать?» — спросил я однажды старшего брата Семена.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Ҫулсене малашне те ҫӗнетӗпӗр, ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑхне ҫине тӑрсах аталантармалла, ҫамрӑксен ялта пурӑнас килтӗр, — палӑртрӗ М.Игнатьев.

— И впредь будем обновлять дороги, в это же время усердно будем развивать сельское хозяйство, чтобы молодежи хотелось там жить, — подчеркнул М. Игнатьев.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Шкул ачисемпе вӗрентекенсем тата ял ҫыннисем умӗнче тухса калаҫнӑ чухне Н. В. Федоров Президент «лайӑх пурӑнас тесен, пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшӑр, пӗр-пӗрне хисеплӗр, юратӑр», терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Кинемей ватӑлсан та ӗне усрас ӗмӗчӗпе ҫунатланнӑ пулсан унӑн пурӑнас хевти, ӗҫри хавхаланӑвӗ вӑйлӑ ҫӑл пек тапса тӑнӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Эпӗ, паллах, унпа пурӑнас ҫук.

Я, конечно, с ним жить не буду.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

1960 ҫул вӗҫӗнче — 1973 ҫул пуҫламӑшӗнче Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ «Аслӑ йыш», «Пурӑнас килет» кӗнекесем кӑларма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ахаль ҫын пек пурӑнас килет.

Хочется пожить обыкновенным человеком.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех