Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшт сăмах пирĕн базăра пур.
кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтӗнче вӗренме кайма тӑрӑшманшӑн Татьяна Владимировна кӑшт ӳпкелешсе те илет: – Самани ҫаплаччӗ ун чух, шкул пӗтерсен колхоза юлма хистетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Тата кӑшт ҫӳрерӗмӗр те витресем тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Эпир ывӑнсан кӑшт вӑй илме «шур пуҫлине» илсе каятпӑр.

Для отдыха, чтобы набрать сил берём с собой "крепкого".

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Телее, иккӗмӗш ҫур ҫулта вулакансен йышӗ кӑшт хушӑнчӗ: К.Герасимова, Т.Яганева, Т.Краснова, Ф.Стратонов, Н.Курзаева, А.Кузнецова пирӗн хаҫата ҫырӑнчӗҫ.

К счастью, во втором полугодие число читателей прибавилось: К.Герасимова, Т.Яганева, Т.Краснова, Ф.Стратонов, Н.Курзаева, А.Кузнецова выписали нашу газету.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Кӑшт вӑй илсен района чӗнтерчӗҫ.

Немного окрепнув, позвали в район.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

«Малтанхи кӑтарту кӑшт япӑхрахчӗ манӑн, ҫавӑнпа хумханнӑччӗ те. Финалта кӑтарту лайӑхланни кӑмӑла ҫӗклерӗ. ИААФ йышӑнӑвӗ савӑнтармарӗ пулин те шанӑҫа ҫухатмастӑп-ха. Доклада вуласа тухрӑм та — пирӗншӗн пит начарриех ҫук иккен унта. Вӗсем пирӗн ҫунатсене хуҫасшӑн кӑна. Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн сӑмахӗ витӗмлӗрех пуласса кӗтетӗп. Ырри усала ҫӗнтеретех», — яланхи пекех хаваслӑ йӑл кулӑ ҫиҫрӗ спортсменӑн питӗнче.

"Мои первые показатели были чуть хуже, поэтому и волновался. Улучшение результата в финале подняло настроение. Решение ИААФ хоть и не обрадовало, надежды не теряю. Прочел доклад - такого плохого там для нас нет оказывается. Они только хотят сломать наши крылья. Жду, что слова Международного Олимпийского комитета окажутся весомей. Добро все же побеждает зло", - как обычно сияло лицо спортсмена улыбкой.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Шалу ҫумне кӑшт хушӑнни пӑсмасть паллах.

Конечно, прибавка к зарплате не помешала бы.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Административлӑ ҫурт умӗнче таса пулсан — вӑрмана кӑшт шаларах кӗрсен тирпейсӗрлӗх вӑйлӑрах.

Если перед зданием администрации чисто — когда же входишь глубже в лес беспорядок ощутимее.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

Амӑшӗ килсен ҫеҫ кӑшт ачашланать.

Только по приходу матери чуть нежится.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ку мӑшӑрлану та инкеке кӑшт кӑна каярах чакарнӑ.

Хотя этот союз чуть-чуть отодвинул беду подальше.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ытлашшипех дисциплинӑллӑскерсем пирӗншӗн, ҫулпа аслӑраххисемшӗн тата салтакра пулнисемшӗн, вӗсем кӑшт мӗскӗнтереххӗн те пекчӗ.

Очень дисциплинированные нам, по-старше и тем кто был в армии, они казались немного жалкими.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫакӑн ҫинчен каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ыйтнине Геннадий Анатольевич йӑлт тивӗҫтернӗ, унашкал тӗслӗ сӑррине кӑна шыраса тупайман, кӑшт урӑхлараххипе улӑштарнӑ.

Просьбу Геннадий Анатольевич полностью выполнил, не нашёл только такого цвета, заменил немножко другим.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Апата кӑшт ӳстерсе «сӑмсалантарнӑ» тулӑна кӗртме юрать, пӗрчӗллӗ культурӑсенчен кунсерен пӑтӑ пӗҫерсе ҫини усӑллӑ.

В меню можно добавить пророщенную пшеницу, также полезно ежедневно употреблять кашу из цельных культур.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен кӑшт пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ун чухне вӗсем кӑшт урӑхларах пулнӑ ҫеҫ.

Тогда они только были чуть другие.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗрремӗш таймра вӗсенчен хӑшӗ вӑйлӑрах пулни кӑшт анчах сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӗттисем, кӑшт пысӑкраххисем, чи аслисем — пӗрле вылятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ача сахал пулнӑ тееймӗн: 100-тен кӑшт кӑна сахалрах.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӗ ку енчен кӑшт ирӗклӗрех.

Сейчас посвободнее на счет этого.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех