Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шалти вӑрмантан курӑннӑ ракета аслӑ ҫул ҫийӗн аялтан вӗҫсе полковник пит-куҫне ҫутатса илчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тулти тӗнче ишӗлесси шалти тӗнче ишӗлнинчен пуҫланать-ҫке.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Шалти аптрама паман темле туйӑм йӑпатать пек.
Лешкас ачисем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
«Хупса лартаҫҫӗ!» — терӗ ӑна шалти сасӑ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫакса янӑ пичке лагерь еннелле тӳлеккӗн шӑвать; линейка патне ҫитсен пичке тӗпӗ ҫӗре сӗртӗнсе илет те хӑяккӑн выртать — шалти хӑйӑрӗ тӑкӑнма та пуҫлать.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
«…хуйха, шалти пӑлханӑва, тарӑхӑва тарӑннӑн ӑнланнинче ҫынсене кун-ҫулӑн йывӑр сулӑмӗсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерме пулӑшакан ӑс-тӑнӑн пысӑк вӑйӗ пытарӑнса тӑрать».
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
«Хӑвна ху алла ил!» — ҫирӗппӗн пӑшӑлтатать шалти сасӑ; чакать, ҫухалать вара пӑлхануллӑ пӑшӑрхану.«Возьми себя в руки!» — властно шептал внутренний голос, и отчаяние отступало.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Шалти хӑвачӗпе хавхалантаракан, ҫӗклентерекен вӑйлӑ хӗрарӑм.
11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ.
Вӑйӑ салонӗ полици килсен ҫеҫ ӗҫлеме пӑрахнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24798.html
Тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттернипе тӗп ударлӑ ушкӑн командующийӗ Шорин икӗ ҫарӑн шалти флангӗсене пӗрлештерме пултарнӑ-ха, ҫапах та унӑн Мамонтовӑн утлӑ корпусне тытса чарма май килмест.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сехетӗн хӗрӳ хӗвел ҫутине упраса тӑнӑ пек туйӑнакан шалти хуппи ҫине касса вензель ӳкерсе хунӑ пулнӑ, кӑшт аяларах, айккинчен пӑхсан, ют чӗлхепе ҫырнӑ кӗске сӑмах ҫутӑлса тӑнӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл начальнике алӑкран тӗрткелесе кӑларчӗ, тӗрмен шалти картишӗнче такамсем шавланине илтсе, унта чупса пычӗ.Вытолкав начальника и услышав шум на внутреннем дворе тюрьмы, он прибежал туда.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Шалти болтсене ҫирӗплетес-и е кӗтес? — терӗ вӑл, кӑмака патне аллисене ӑшӑтма ларса.— Внутренние болты затягивать или подождать? — спросил он, подсаживаясь к огню и грея руки.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Уринче ун вӗр-ҫӗнӗ атӑ, каллех пуклак сӑмсаллӑскер, анчах халӗ ҫулла тӑхӑнса ҫӳрекен парусинӑран ҫӗленӗ атӑ мар, ҫемҫе тиртен ҫӗленӗскер; ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, анчах кӗпи те леш Украинӑри пек айккинчен тӳмелекен ал тупанӗ сарлакӑш тӗрӗллӗ кӗпе мар, ҫӳллӗ ҫухаллӑ та кӑкӑрӗ ҫинче хутаҫ пек кӗсьеллӗ, пуставран ҫӗленӗ кӗпе; капюшонлӑ, шалти кӗсьеллӗ ҫӗнӗ плащпа, ку плащ ӗнтӗ ҫуллахи тусан тӗслӗ кӑвак плащ мар, ҫутӑ-хӑмӑр, типнӗ каштан ҫулҫи тӗслӗ…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Корпус Российӑн шалти ӗҫӗсене хутшӑнассинчен юри пӑрӑнма тӑрӑшать.Корпус определенно держится того, чтобы не вмешиваться во внутренние дела России.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑрҫа пӗтерер те, эпир те ун чух ҫӗршывӑн шалти ӗҫӗсене хутшӑнӑпӑр, халӗ… ӗ-ӗ-ӗ… юрамасть пире…Кончим войну, тогда и мы примем участие во внутренней жизни, а пока нам… э-э-э… нельзя.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей Платонович стариксем еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, чӗнтӗрлӗ крыльцан эрешлӗ карлӑкӗ урлӑ сурса пӑрахса, террасса тӑрӑх шалти пӳлӗмсем енне таплаттарса кайрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку кабинет шалти тӗсӗпе Кубаньри ялти райкомсен пӗрремӗш секретарӗсен кабинечӗсенчен нимӗнпех те уйрӑм мар.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Анне, — терӗ ҫенӗхрен Ирина, — Сережӑна шалти пӳлӗме вырӑн сарса пар…— Мамо, — отозвалась из сеней Ирина, — постелите ему в моей комнате.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эпӗ полк командирӗ, — терӗ вӑл Листницкий ыйтнине хирӗҫ, унтан, сотник унӑн полкне службӑна килни ҫинчен каласа панине итленӗ хыҫҫӑн, аллипе тӗллесе кӑтартса, шалти пӳлӗме кӗме чӗнчӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.