Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗле (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир юханшывӑн пысӑк кукрине ҫитнӗ тӗле пӗлӗт туртса лартрӗ те, ҫанталӑк пӑчӑланчӗ.

Нас донесло течением до большой излучины, и тут набежали облака и ночь сделалась душная.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сулӑ патне ишсе ҫитнӗ тӗле хӗвелтухӑҫ ҫуталма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ; эпир утрав ҫумне пырса чарӑнтӑмӑр, сулла пытартӑмӑр, кимме шыва путартӑмӑр, унтан выртрӑмӑр та вилнӗ пек ҫывӑрса кайнӑ.

Когда я доплыл до плота, небо начинало уже светлеть на востоке; мы причалили к острову, спрятали плот, потопили лодку, а потом легли и заснули как убитые.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Леш тӗле ҫитсен, пӗрене ҫине ларса, ҫулҫӑсем витӗр сӑнама тытӑнтӑм.

Там я сел на бревно и стал смотреть сквозь листву.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кӗҫех пӑрахут ман тӗле ҫитрӗ; вӑл утрав ҫумӗпех ишет, пусмине хурсанах ун ҫинчен ҫырана тухма пулать.

Скоро пароходик поравнялся с берегом; он шел так близко от острова, что можно было перекинуть сходни и сойти на берег.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ тавҫӑрса илтӗм: манӑн шыв юххи ҫыран хӗрнех пыракан тӗле тӑмалла-мӗн.

Конечно, я стал там, где течение ближе всего подходит к берегу, — настолько-то я смыслил.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Акӑ кимӗ ҫывхарсах килчӗ, часах вӑл ман тӗле ҫитрӗ, унта пӗр ҫын кӑна ларать.

Вот лодка приблизилась, и скоро оказалась рядом со мной, а в ней только один человек сидит.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ кимме анаталла, хӑва тураттисем шыв ҫинех усӑнса аннӑ тӗле ҫитиччен, илсе антӑм та уйӑх тухасса кӗтме тытӑнтӑм.

Я спустил челнок вниз по реке до такого места, где ивы нависли над водой, и стал ждать, пока взойдет луна.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Япаласене пӳрте йӑтса пӗтернӗ тӗле тӗттӗм пулса ларчӗ.

Пока я перетаскивал вещи в хибарку, почти совсем стемнело.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗррехинче Том пӗр ачана ҫунакан патак йӑттарса пӗтӗм хула тӑрӑх чупма кӑларса ячӗ, патакне вӑл «пароль» тет (пӗтӗм ушкӑна пӗр тӗле пухӑнма чӗнекен паллӑ), кайран пире акӑ мӗн каларӗ: хӑйӗн лазутчикӗсем ӑна вӑрттӑн пӗлтернӗ пулать, — ыран пирӗн ҫӗр хӑвӑлӗ тӗлӗнче пуян арабсемпе Испани купсисен пысӑк караванӗ чарӑнмалла, вӗсем икҫӗр слонпа, ултҫӗр верблюдпа тата пин вӑкӑрпа алмаз турттарса килеҫҫӗ, хуралҫисем пӗтӗмпе те тӑватҫӗр салтак ҫеҫ.

Раз Том послал одного мальчика бегать по всему городу с горящей палкой, которую он называл «пароль» (знак для всей шайки собираться вместе), а потом сказал нам, что он получил от своих лазутчиков тайное сообщение, будто завтра около пещеры остановится целый караван богатых арабов и испанских купцов, с двумя сотнями слонов, шестью сотнями верблюдов и тысячей вьючных мулов, нагруженных алмазами, а охраняют их всего-навсего четыреста солдат.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Н. Мранька ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пилӗк кӗнекеллӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» романа виҫӗ тома пӗрлештерсе кӑларма йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ тус хӑйсен хваттерӗсене таврӑннӑ тӗле тӳпери шурӑмпуҫ хӗрелме пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ.

Заря уже занималась в небе, когда оба приятеля возвратились на свою квартиру.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсеневпа Зоя кӑна мар, Анна Васильевна та хутшӑнчӗ (Инсаров юрлама пӗлмест), анчах юрӑ тӗрлӗ сасӑллӑ тухнипе юрлакансем виҫҫӗмӗш йӗркерех арпашса кайрӗҫ; пӗр Берсенев ҫеҫ малалла юрлама хӑтланса хулӑн сассипе: «Ничего в волнах не видно» тенӗ тӗле ҫитрӗ, анчах вӑл та вӑтанса часах шӑпланчӗ.

Берсенев, Зоя и даже Анна Васильевна подхватили (Инсаров не умел петь), но вышла разноголосица; на третьем стихе певцы запутались, один Берсенев пытался продолжать басом: «Ничего в волнах не видно», — но тоже скоро сконфузился.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫамрӑк ҫынсем ҫутӑ ӳкекен тӗле ҫитрӗҫ…

Молодые люди вступили в полосу света…

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпир вӑлтасене пӗр тӗле ывӑтатпӑр та — тинкерсе ларатпӑр вара.

Мы закидываем удочку на одной точечке, да и караулим.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Каҫ пулнӑ тӗле эшелона пӗтӗмпех тиесе пӗтертӗмӗр.

К вечеру мы закончили погрузку эшелона.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Шӑпах ман тӗле ҫитсен чарӑнчӗ те вӑл, тупӑкӗн хупӑлчине ҫӗклесе пӑхрӗ, вара, лӑпланнӑ пек пулса, малалла уҫӑмлӑн утрӗ.

Как раз возле меня она остановилась, судорожно приоткрыла крышку гробика, посмотрела и опять пошла дальше, будто успокоенная — с просветленным лицом.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мӗн чухлӗн юлӑпӑр-ши вӑрҫӑ пӗтнӗ тӗле?

А сколько будет потом, когда все закончится?

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тепӗр сехетрен, эпир чи кирлӗ япаласене пуҫтарса пӗтернӗ тӗле, машина та ҫитрӗ.

Машина пришла через час, когда мы собрали самое необходимое.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Трамвай чарӑнакан тӗле ҫитсен, вӑл хӑй мана: — Малалла кайӑпӑр-и? Хӗрлӗ площадь урлӑ? — тесе сӗнчӗ.

Дошли до остановки трамвая, и она сама предложила: — Пройдем дальше? Через Красную площадь?

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак тӗле бриз лӑпланчӗ.

В это время бриз утих.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех