Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсе (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм тар пӗтсе ҫитсен, эпӗ мӗн тӑвӑп-ши?

Что же я буду делать, когда у меня выйдет весь порох?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Карап ҫинчен илнӗ ҫимӗҫсем те пӗтсе ҫитрӗҫ.

А корабельные запасы провизии уже подходили к концу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Ман уй-хире тата темиҫе кун ҫакӑн пек хурах пусас пулсан, пӗтӗм шанчӑкӑм пӗтсе ларать, — терӗм эпӗ хама хам, — урӑх вӑрлӑх ҫук, ҫавӑнпа тырӑсӑр тӑрса юлма пултаратӑп».

«Еще несколько дней такого грабежа — и прощай все мои надежды, — говорил я себе, — у меня нет больше семян, и я останусь без хлеба».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку командӑна илтсен, хӑранипе чӗрем тапми пулчӗ: хама халь-халь вилсе каясла туйрӑм, ура вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ, эпӗ вара койка ҫине ӳпне персе антӑм.

Когда я услыхал эту команду, у меня от ужаса замерло сердце: мне показалось, что я умираю, ноги мои подкосились, и я упал навзничь на койку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ан ырат тесе хушма та пултараймасть ӑна, пӗтӗмпех пӗтсе ҫитрӗ-ҫке, каҫару та, килӗшӳ те ҫук, ун пӗрремӗш юратӑвне сиктерсе ӳстернӗ Бяла Черква та урӑх ҫук.

Но он не может приказать сердцу не болеть, когда все уже кончено и нет ни прощения, ни примирения, когда нет для него больше Бяла-Черквы, колыбели его любви.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пирки сӑмах вакламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пӗтсе кайнине Огнянов хӑех асӑрхарӗ.

Незачем было и говорить об этом, — Огнянов сам видел, как измождены их лица, как ввалились щеки.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрарӑмсем ҫак пӗтсе кайнӑ ҫынна курсан ахлатса илчӗҫ, палламан ҫыннӑн тумтирӗ те темле урӑхлаччӗ, хӑй ҫара пуҫӑнах.

Женщины взвизгнули при виде незнакомого человека с запавшими глазами, с непокрытой головой, облаченного в какое-то странное одеяние.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех юлашки шанчӑкӗ те пӗтсе ларчӗ.

Исчезла последняя его надежда.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн пӗтсе кайнӑ, салхуллӑ шухӑша пула ҫамки ҫинче пӗркеленчӗксем палӑраҫҫӗ.

Лицо у него осунулось, мрачные мысли избороздили морщинами его лоб.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара эпӗ нимсӗрех пӗтсе ларатӑп…

Тогда я пропал ни за что ни про что…

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Гинка Генки йӑлт пӗтсе кайнӑ, лӑпчӑнса-хутланса кӗнӗ, темле аптрасах ӳкнӗ пек курӑнать, йӗрекен кӑкӑр ачине алла илнӗ те, ача пӑхакан пек ӑна сиктерсе, картишӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет.

Генко Гинкин, совсем отощавший, съежившийся и какой-то растерянный, бродил по двору с плачущим грудным ребенком на руках, убаюкивая и укачивая его, как нянька.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сывлӑхӑрсем мӗнле сирӗн, Кандов господин? — ыйтрӗ Соколов, студент кӑштах аптранӑ пуль тесе шухӑшласа, вӑл пӗтсе кайнӑ ҫамрӑк ҫыннӑн сӑнарне тинкерсе пӑхса илчӗ.

— Как ваше здоровье, господин Кандов? — спросил Соколов, полагая, что студент занемог, и пристально всматриваясь в его плохо выбритое, осунувшееся лицо.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет хӑй тӗллӗнех пӗтсе ларчӗ.

Комитет распался сам собой.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑтӑмлӑх та пӗтсе киле пуҫларӗ.

Нетерпение их нарастало и становилось все более мучительным.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара Фракипе Дунай таврашӗнчи Болгари хушшинче ҫыхӑну йӑлтах пӗтсе ларать, Троян ҫулӗн лавҫисем тем пек асапланса кунта юр ҫийӗн аран тӑвӑр сукмак хывкалаҫҫӗ.

Тогда всякая связь между Фракией и Придунайской Болгарией прекращается, пока троянские возчики ценой нечеловеческих усилий не протопчут узкую дорожку в снегу.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урӑх уралантарма ҫуках пӗтсе ларчӗ-ши вара вӗсен ӗҫӗ?

Неужели дело его погибло безвозвратно?

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Утнӑ май, ӑна пӑхрӑм-пӑхрӑм та, — пӗтсе кайнӑ хӑй, начарккаскер, ура ҫинче те аран тытӑнкаласа тӑрать мӗскӗн, тумтирӗ те ҫукпа пӗрех…

По дороге я к нему присмотрелся, — худой, слабый, едва держится на ногах, бедняга, и почти раздетый…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Н. Г. Чернышевский тӑшманӗсем савӑнма пуҫланӑ; ӑна тӗрмене хупнӑ май революци юхӑмӗ пӗтсе ларӗ тесе шутланӑ, анчах патша правительствин Чернышевский «айӑпне» кӑтартса паракан документсем пулман.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Виҫӗмҫул та, иртнӗ ҫул та вӗсен ҫапла иртсе кайрӗ, кӑҫалхи хӗлле те ҫаплах иртсе кайрӗ темелле ӗнтӗ, юр ирӗлме тытӑнчӗ, Вера Павловна вара: «Хуть тата пӗр хӗллехи пикник тума пӗр сивӗ кун пулӗ-ши?» — тесе ыйтать, ун ыйтӑвӗ ҫине вара никам та ответлеме пултараймасть, кунӗсем ҫеҫ пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ, ӑшӑтсах пырать, пикник тума май пулас шанчӑк вара кунсерен пӗтсе пырать.

Так прошло у них время третьего года и прошлого года, так идет у них и нынешний год, и зима нынешнего года уж почти проходила, снег начинал таять, и Вера Павловна спрашивала: «Да будет ли еще хоть один морозный день, чтобы хоть еще раз устроить зимний пикник?» — и никто не мог отвечать на ее вопрос, только день проходил за днем, все с оттепелью, и с каждым днем вероятность зимнего пикника уменьшалась.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Теккерей пӗтсе пынишӗн кулянчӗҫ, тата ҫур сехет ҫавӑн пек ытти япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ.

Пожалели о падении Теккерея, поговорили с полчаса о других вещах в том же роде.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех