Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

приказ сăмах пирĕн базăра пур.
приказ (тĕпĕ: приказ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тӑрӑшнипех полк командирӗ, приказ ҫырса, Василий Куприяновича апат-ҫимӗҫ склачӗн заведующине лартса хурать.

И тот добился того, что приказом командира полка Василий Куприянович был назначен заведующим продовольственно-фуражным складом.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Бухар, вырт! — приказ панӑ Тумлам тӗвене, лешӗ, часах мар пулин те, ҫапах та выртнӑ.

— Бухар, ложись! — приказывал Капля верблюду, и тот хоть и не вдруг, но все же ложился.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кил-хушшинче шӑв-шав пуҫланчӗ: Николай Артемьевича илме тесе ятарласах Мускава ҫын ячӗҫ; унпа пӗрлех дворецкий эрехсем, паштетсем тата ытти апат-ҫимӗҫсем туянма чуптарчӗ; Шубина кӳме тара тытма тата лашасем хатӗрлеме приказ тухрӗ (пӗр кӳме вӗсене ҫителӗксӗр пулнӑ); казачок, икӗ хутчен Берсеневпа Инсаров патне кайса, вӗсене малтан вырӑсла, кайран Зоя французла ҫырнӑ чӗнӳ хучӗсем парса килчӗ.

Поднялась тревога в доме: нарочный поскакал в Москву за Николаем Артемьевичем; с ним же поскакал и дворецкий закупать вина, паштетов и всяких съестных припасов; Шубину вышел приказ нанять ямскую коляску (одной кареты было мало) и приготовить подставных лошадей; казачок два раза сбегал к Берсеневу и Инсарову и снес им две пригласительные записки, написанные сперва по-русски, потом по-французски, Зоей.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Иккӗмӗш хута чупса хӑпарсан, Заикин тӳрех хваттер алӑкне уҫса ячӗ, пире васкавлӑн: — Ҫӳлелле! Виҫҫӗмӗш хута! Кунта эп хамах! — тесе приказ пачӗ.

На площадке второго этажа Заикин распахнул дверь квартиры, а нам приказал: — Выше! На третий! Я сам здесь!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫавӑнтах приказ пани те илтӗнчӗ:

И тут же прозвучала команда:

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир приказ пуласса кӗтме тытӑнтӑмӑр.

Мы ждали приказа.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир ҫеҫ нимӗн тумасӑр ларатпӑр: пире ни «малалла» тесе команда паракан ҫук, ни урӑхла приказ паракан тупӑнмасть — кӗскен калас-тӑк, — эпир ҫут тӗнчере ҫук та тейӗн.

Лишь мы, кажется, были сейчас забыты: ни приказа «вперед», никаких других распоряжений.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Выртӑр! — приказ пачӗ комвзвод, унтан хӑй ҫавӑнтах хӑлхине ярса тытрӗ.

— Ложись! — приказал комвзвода и схватился за ухо.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӗмсӗрсене, провокаторсемпе хӑравҫӑсене вырӑнтах персе пӑрахмалли приказ кӑларнӑ.

Есть приказ расстреливать на месте провокаторов, трусов и мародеров.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл виҫҫӗмӗш ротӑн командирӗпе тата политрукӗпе урам варрине тухса, цепь мӗнле тӑрса тухмаллине приказ парать.

Отдавая приказание по расстановке цепи, Корчагин стоял посреди улицы с командиром и политруком третьей роты.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тата: Мускавран приказ килнӗ — пур комсомолецӑн та фронта каймалла, кам хӑрать, вӑл заявлени ҫыртӑр — ӑна киле хӑвараҫҫӗ, терӗм.

Так вот из Москвы приказ — всех комсомольцев на фронт, а кто боится, так пускай пишет заявление — его оставят дома.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Уполнаркомпрод приказ парса пӗтӗм строительство отрядне унта куҫарнӑ.

По приказу уполнаркомпрода весь строительный отряд переброшен туда.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Строительство начальникӗ ҫавӑн пек приказ пачӗ.

Таков приказ начальника стройки…

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Токарев, Клавичёк ятлӑ чех тӗнчере пурӑнни ҫинчен ҫак арсенал ҫынни мӗн пирки аса илнин чӑн-чӑн сӑлтавне пӗлмесӗрех, ӑна строительствӑна илсе килмешкӗн приказ пачӗ.

Токарев отдал этот приказ, не подозревая истинной причины, побудившей арсенальца вспомнить о существовании чеха Клавичека.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпир ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патӑмӑр та, вӑл пире: «Эпӗ сире алӑксемпе чӳречесене парса яма пултараймастӑп. Дзержинский юлташ чугун ҫул пурлӑхне ҫаратакансене ответ тыттарма хушакан приказ кӑларнӑ. Кунта эпӗ станци начальникӗпе уҫлӑрах пурӑнатӑп, вӑрлать вӑл, мерзавец, эпӗ ӑна кансӗрлетӗп. Эпӗ сире парса ярас пулсан, вӑл ман ҫинчен кайса пӗлтеретех, мана вара Ревтрибунала чӗнтереҫҫӗ. Эсир луччӗ манӑн пӑшала туртса илӗр те, яра парӑр. Начальник кайса евитлемесен, ӗҫӗ ҫакӑнпах пӗтет вара», — терӗ.

Мы ему растолковали всё как есть, он и говорит: «Я, ребята, не имею права позволить вам увезти окна и двери. Есть приказ товарища Дзержинского пресекать расхищение дорожного имущества. Тут начальник станции со мной на ножах, ворует, мерзавец, а я мешаю. Отпущу вас — он на меня обязательно донесет по службе, и меня в Ревтрибунал. А вы вот меня разоружите и катитесь. И если начальник станции не донесет, то на этом и кончится».

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав вӑхӑтрах «Дункан» январӗн 16-мӗшӗнче Мельбурнран тухма приказ илчӗ.

Между тем «Дункан» получил приказ выйти из Мельбурна 16 января.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Мӗнле вара апла пулсассӑн, сэр, эсир манӑн помощнике пилӗк кунтан мар, тепӗр вунпилӗк кунтан приказ паратӑр-и?

— Ну что ж, в таком случае, сэр, вы пошлёте приказ моему помощнику не через пять, а через пятнадцать дней.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫамрӑк капитан та ҫавӑн пекех шутлать, Том Аустин патне Туфольд бухтине ҫитсен приказ пама ҫӑмӑлтарах тет, мӗншӗн тесен кунтан каяканӑн икҫӗр миль ытлашшипех никам та пурӑнман тискер вырӑнсемпе иртмелле пулать.

Молодой капитан считал также, что значительно проще послать приказ Тому Аустину из Туфольдской бухты, чем отсюда, где гонцу пришлось бы пройти свыше двухсот миль по совершенно пустынной и дикой местности.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапах та вӑл, ӑна майор кӗтмен ҫӗртен вӗриленсе кайса хирӗҫлемен пулсан, Айртонран приказ парса Мельбурна ӑсатнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Паганель те ҫавӑн ҫинченех хистерӗ.

И, вероятно, всё-таки отправил бы с Айртоном в Мельбурн приказ, на котором так настаивал Паганель, если бы майор не воспротивился этому с неожиданной горячностью.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Айртон Гленарвана крушени пулнӑ вырӑна кайма «Дункана» приказ партарасшӑн ӳкӗтлет.

Айртон уговаривал Гленарвана немедля отправить «Дункану» приказ прибыть к месту крушения.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех