Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бондаренко тӳп-тӳрӗ тӑракан пусма тӑрӑх хӑюллӑн хӑпарма пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тахҫантанпах вӑл парти членӗ пулнӑ, ҫынсем ӑна сума-сунӑ: Зябрев пек, тен, ӗҫе хӑвӑрт тавҫӑрса илсе, ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑюллӑн тума пӗлмен пулӗ те…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шухӑшлама хӑрушӑ: ӗнер ҫеҫ унпа тимлӗн те ӑшӑ кӑмӑлпа сӑмахланӑ, ҫӗр айӗнчи тӑвӑр хушӑксенче ним иккӗленмесӗр, хӑюллӑн ҫӳрекен чипер командир, халӗ, чул пек, сивӗ, хускалми пулнӑскер, паянтан пуҫласа ҫакӑнта, ҫак сӑрӑ чулсем хушшинче юлать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Апла-тӑк, мӗн каланине ту! — хаяррӑн каларӗ те Володя, хӑюллӑн пӳрт еннелле утрӗ.Значит, делай, что тебе говорят! — сердито добавил Володя и решительно зашагал в сторону домика.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах Шустовпа ҫамрӑк разведчиксем чул коридорсен анлӑшӗнче хӑюллӑн утаҫҫӗ.Однако Шустов и его юные разведчики уверенно шагали в безмолвии каменных ходов.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗрре Володя, бомба пӑрахнӑ вӑхӑтра хӑй урамӗнчи пӗчӗк ачасене убежищӗне ӑсатнӑ хыҫҫӑн, отбоя аран кӗтсе илчӗ те: «Ӗҫе хӑюллӑн тытӑнас пулать, урӑхла каласан — фронта каймалла. Унта вилмелле пулсан та, вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилетӗп» — терӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӑк пысӑках мар удостоверение тытакан ҫын тӗнчене ӑслӑ та хӑюллӑн ҫӗнтерекен аслӑ халӑхӑн хастар гварди ретӗнче тӑракан, ӗҫҫыннисен чи малта пыракан отрячӗн — урӑхла каласан Пӗтӗм Союзри Коммунистсен (большевиксен) Парти членӗ иккенне пӗлтерет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хӑюллӑн юлташӗсем еннелле ҫаврӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Никифор Семенович Кавказ большевикӗсем Сталин заданине ӑслӑн та хӑюллӑн пурнӑҫлани ҫинчен — ҫӗре тарӑн алтса тунӑ Авлабар типографин тӗлӗнмелле историйӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хӑюллӑн малалла утрӗ те кантрине карӑнтарса, хӑй хыҫҫӑн Ваньӑна сӗтӗрчӗ.И Володя решительно зашагал вперед, натянул веревку и потащил за собой Ваню.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Портрет ҫинчен пысӑк ҫамкаллӑ, хаваслӑ та кӑшт кутӑнланса тутине мӑкӑртнӑ, пысӑк куҫлӑ ача сӑнӗ пӑхать; унӑн йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсем, пурне те пӗлес тесе, хастаррӑн, хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ, ҫут тӗнчере ман умра пурте уҫӑлма тивӗҫ, тенӗн туйӑнаҫҫӗ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫылӑхлӑ! — тет вӑл, хӑй аллисемпе хӑюллӑн сулкалать тата урам икӗ енӗпе те пӳрт чӳречисем ҫине пӑха-пӑха илет.Мой грех! — приговаривал он, бойко размахивая руками и поглядывая в окна хат по обе стороны улицы.
XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫыннисем унта, суйласа илнӗ тейӗн, пурте чӑп-чӑмӑрччӗ, чӗп-чӗрӗ, кирек мӗнле начальствӑна та куҫран ӑстӑнпалан та хӑюллӑн пӑхӑҫҫӗ; мундирсемпе кӗпесем те пулин вӗсем ҫинче, ытти ротӑрисемпе танлаштарсан, темле чипертерех, илемлӗрех ларнӑн курӑнаҫҫӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Мӗнлерех хӑюллӑн ыйтрӗ вӑл: аван-и эпӗ?
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Таракан тискер этемсене вӑл калама ҫук хӑюллӑн хӑваласа кайса, ҫавӑнтах вӗлерсе пычӗ.Он с героической смелостью преследовал бегущих дикарей и тут же убивал.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чун патӗнчи хирӗҫӗвне уҫҫӑн та хӑюллӑн кӑтартаканӗ пӗртен пӗр ҫак ӑсран кайнӑ ҫын кӑна пулчӗ.Этот помешанный оказался единственным человеком, который осмелился выразить протест.
XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл тӳрех хӑюллӑн, паҫӑр арӑмне мӗн каланине Аврама кӗскен каласа пачӗ.
XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӗнле вилнине пӑхсах тӑччӑр, вара чи хӑравҫӑсем те вилӗм ҫине хӑюллӑн пӑхма тытӑнӗҫ…Пусть посмотрят на смерть, тогда и самые робкие будут смелее глядеть ей в глаза…
XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах нимӗнле тӗрме те, чӑтса ирттернӗ асап та ӑна хӑй тытнӑ ӗмӗтӗнчен сивӗтеймен, унтан та ытларах калас пулсан, вӑл тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ хыҫҫӑн, ӑсран каяс пек хӑюллӑн та хӑй вилме хатӗр пек тӳрӗ ҫын пулса, пусмӑрҫӑсемпе хӗрсе кӗрешме таврӑнчӗ, тӑван Болгарине вӑл фанатизмла юратать.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫамрӑк ҫыннӑн тертпе асап курса шурӑхнӑ сӑнарӗ хӑюллӑн ҫуталнӑ пек пулса тӑчӗ, Огнянов халӑх чӗрине хӑй еннелле ҫавӑрчӗ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.