Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Медицина сăмах пирĕн базăра пур.
Медицина (тĕпĕ: медицина) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Министр медицина ӗҫченӗсем пациентсене вӑл е ку процедурӑна патшалӑх учрежденийӗсенче мар, хӑйсем вӑй хуракан уйрӑм ҫын клиникисенче тума хистени ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Министр остановился на том, что медицинские работники выполняют различные процедуры не в государственных учреждениях, а в частных клиниках.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пациентсене анкетӑсене хутшӑнма, вӗсем медицина пулӑшӑвне, тухтӑрсен ӗҫне мӗнле хакланине пӗлес тӗллевпе ыйтусене хуравлама сӗннине палӑртрӗ.

Отметил, что с целью оценки работы медиков, медицинской помощи предложил заполнить анкету.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ ҫинчен калас пулсан, хутлӑхра ҫакӑн пирки хӑрамалли ҫук.

Если говорить о пожарной безопасности и скорой медицинской помощи, то в поселении нет причин беспокоиться по этому поводу.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Медицина факультетӗнчен вӗренсе тухакан Елена Соленова чи лайӑх 100 студент ячӗпе тӑван республика ырлӑхӗшӗн вӑй хума шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Медицина тытӑмӗнче ӗҫленӗскер, шел, хӑйӗн сывлӑхне упрайман — йывӑр чирленӗ.

Работала в медицинских структурах, жаль, не смогла сберечь свое здоровье - болела тяжело.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ирина Владимировна 2004 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ та тӑван тӑрӑхне ӗҫлеме таврӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах неврологи енӗпе интернатурӑра ӑсталӑха туптанӑ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫав вӑхӑтрах сывлӑх сыхлавӗнчи кӑтартусене лайӑхлатасси медицина ӗҫченӗсенчен те нумай килет — тен, техникӑран та ытларах?

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Медицина енӗпе вӗренме каякан мӗншӗн сахалланчӗ?

Почему стало меньше поступающих по медицинскому направлению.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Ҫӗлен сӑхнӑ ҫынна хӑвӑртрах ҫывӑхри медицина учрежденине илсе каймалла.

Пострадавшего от укуса змеи как можно быстрее нужно доставить в ближайшее медицинское учреждение.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Эпӗ те медицина училищи пӗтернӗскер, хам ирӗкпе Кабултаччӗ.

Я, окончив медицинское училище, добровольно пошла в Кабул.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ку списокра хӗрарӑм та пулнӑ – медицина службин старшини Елена Михайловна Варшавская.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Эстонири судпа медицина экспертизин бюровӗ Таллинри тӑванлӑх вилтӑпринчен кӑларнӑ 12 совет салтакӗн шӑммисене тӗпчес ӗҫе вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Конкурсанткӑсем ӗҫлекен ФАПсене ун чух ятарлӑ эксперт комиссийӗ тӗрӗсленӗ: медицина учрежденийӗ мӗнле шайра пулнине, ӗҫ вырӑнӗнчи тирпее, препаратсене тӗрӗс упрассипе усӑ курассине, пӗлтӗрхи кӑтартусене тата ыттине пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Пичче вӑрҫӑчченех медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, фашистсем пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫине тапӑннӑ кун тӗлне чаплӑ хирург пулнӑ ӗнтӗ вӑл, Ленинградра пурӑннӑ.

Дядя до войны выучился в медицинском институте, к тому дню, когда фашисты напали на нашу Родину, был хорошим хирургом, жил в Ленинграде.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Тӑван тӑрӑхӗнчи сакӑр ҫуллӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ хыҫҫӑн Ӗпхӳри медицина училищине вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Шурӑ халатлӑ пур медицина ӗҫченне уяв ячӗпе саламлатпӑр.

Всех медицинских работников в белых халатах поздравляем с праздником.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

«Урал сасси» хаҫат тусӗсем хушшинче те медицина ӗҫченӗсем ҫук мар.

И среди друзей газеты "Голос Урала" есть работники медицины.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Кашни ҫулах, июнь уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче, пирӗн ҫӗршывра медицина ӗҫченӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ежегодно, в третье восктесенье июня, в России отмечается День медицинского работника.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Вӗсем медицина правилисене асра тытаҫҫӗ.

Они держат в памяти правила медицины.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Республикӑра юн ҫитет пулин те медицина организацийӗсенче юн ямалли тӗслӗх тӑтӑшах тупӑнать.

Хоть в республике и хватает крови, но в медицинских организациях часто встречаются примеры переливания крови.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех