Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулман сăмах пирĕн базăра пур.
пулман (тĕпĕ: пулман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑшалпа патронсене ҫырмари шыва путартӑм, вӗсем мана текех кирлӗ пулман

А ружье и патроны утопил в речке; все это мне стало уже не нужным…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑмӑлах пулман пулӗ ӑна, э?

Должно быть, ему не легко было, а?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла пуҫланчӗ ҫак тӗлӗнмелле, нихҫан пулман юрату, Макар уншӑн кӗҫех пуҫне хумарӗ.

Так зародилось это удивительное и необычайное увлечение, за которое вскоре Макар едва не поплатился жизнью.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мороженӑй, паллах, ман асра та пулман, анчах тӗлӗнессе тӗлӗннӗ: мӗн тума ҫавӑн чухлӗ автан кирлӗ пулнӑ-ха ӑна, тетӗп, тата мӗншӗн автансем ҫеҫ кирлӗ?

— За мороженое я, конечно, не думал, а диву давался: к чему, думаю, ему столько петухов понадобилось, и почему именно петухи?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑн та, пулас уйрӑлура лайӑххи те пулнӑ: пӗр енчен, Макар Нагульновпа йывӑр калаҫу пуҫлама кирлӗ пулман, тепӗр енчен, халӗ Давыдовӑн хурҫӑ пек ҫирӗп авторитечӗшӗн нимле хӑрушлӑх та юлман, хӑйне килӗшӳсӗртерех тытнине пула ҫав авторитет кӑштах хавшанӑ ӗнтӗ.

Правда, в намечавшемся разрыве были и свои положительные стороны: во-первых, тогда отпадала бы необходимость идти на тяжелое объяснение с Макаром Нагульновым, а во-вторых, с той поры уже ничто не грозило бы железному авторитету Давыдова, несколько поколебленному его до некоторой степени безнравственным поведением.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку ӗнтӗ пӗчӗк хирӗҫӳ пулман.

Размолвка оказалась нешуточной.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ку хутӗнче Давыдовӑн савӑнас кӑмӑл пулман.

Но на этот раз Давыдов вовсе не склонен был веселиться.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— …Турӑ ҫынсене намӑс валеҫнӗ чух, ӑна пайӑн-пайӑн уйӑрса панӑ чух, эпӗ килте пулман, вӑйӑра пулнӑ, каччӑсемпе ҫӳренӗ, чуп тунӑ, савнӑ.

— …Когда бог раздавал людям совесть, делил ее на паи, меня дома не было, я на игрищах была, с парнями гуляла, целовалась-миловалась.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов енчӗкрен васкаса табак кӑларса панине вӑл нимӗн те пулман пек лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ, ҫавӑн пекех лӑпкӑн каларӗ:

Спокойно смотрела она, как торопливо отсыпает Давыдов табак из кисета, так же спокойно сказала:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах сӑпса пек ҫыпҫӑнакан ачасенчен тарса хӑтӑлма ҫӑмӑлах пулман.

Но не так-то просто было отделаться от преследования назойливых ребят.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй сисмесӗрех Давыдов тирпейсӗртерех ҫӳре пуҫларӗ, кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ унӑн: час-часах шӑртланма пӑхать — халиччен ун пек нихҫан та пулман, сӑнран пӑхма та вӑл Шырланпуҫа килнӗ малтанхи кунсенчи пек маттур та патвар курӑнмасть ӗнтӗ.

Как-то незаметно для себя самого Давыдов чуточку опустился, в характере его появилась никогда ранее не свойственная ему раздражительность, да и внешне выглядел он далеко не таким молодцеватым и упитанным, как в первые дни после приезда в Гремячий Лог.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич арӑмӗ, килте нимле офицер та ҫук, пулман та тесе, карчӑксене кӑлӑхах ӳкӗтленӗ.

Тщетно жена Якова Лукича заверяла их, что никаких офицеров в доме не было и нет.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич ҫӗрле вӑрӑ пек килсе кӗрекенсене кашнинех, пӑлтӑрта шӑрпӑк ҫутса, хӑвӑрт тинкерсе пӑхнӑ, анчах паллакан ҫынна пӗрре те тӗл пулман; пурте ют, ахӑртнех инҫетрен килекенсем пулнӑ ахӑр.

Каждого из тех, кто воровски приходил по ночам, Яков Лукич бегло осматривал, зажигая в сенцах спичку, но еще ни разу он не встречал знакомого лица; все были чужие и, как видно, издалека.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чух вӗсем ҫут тӗнчере те пулман вӗт-ха.

Ведь их тогда еще на свете не было.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Шурӑ пулнӑ Суламифь пичӗ, кунашкалах хитре вӑл унӑн хӑй чӗрӗ чух та нихӑҫан пулман.

Лицо ее было бело, и никогда оно не было так красиво при ее жизни.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Манран телейлӗрех хӗрарӑм нихӑҫан пулман, пулмӗ те.

Никогда не было и не будет женщины счастливее меня.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унӑн тути хӗррисем ҫинче тин кӑна выляса тӑнӑ илӗртӳллӗ кулӑ пулман та темелле.

Словно и не было на губах ее недавней бесовской улыбки.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кайӑк-кӗшӗксемпе выльӑх-чӗрлӗх пирки райкомран директивӑсем пулман, — терӗ шӑппӑн Нагульнов.

— Про птицу и скотину не было директив райкома, — тихо сказал Нагульнов.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тара тытнӑ ӗҫ вӑйӗпе унашкал усӑ курма ун чухне совет саккунӗ енчен чару пулман.

Советским законодательством такое использование наемной рабочей силы не возбранялось.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Гаевӗ пачах та раскулачить тума тивӗҫлӗ ҫын пулман, мӗншӗн тесен, хӑйӗн пурлӑхӗ енчен илсен, ӑна ниҫтан та кулаксен шутне кӗртме май ҫук.

Гаев совершенно раскулачиванию не подлежит, так как он по имущественному положению ни в коем случае не может быть причислен к кулакам.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех