Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем вӗлтлетеҫҫӗ, вагонсем, автомобильсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Куҫ умӗнчен стенасем ирӗлнӗ пек юхса иртеҫҫӗ, вӗсем куҫа хирӗҫ пӑтранчӑк юхӑм пулса килеҫҫӗ, ҫав хӑвӑрт юхӑмра чӗмсӗр ҫынсем асаплӑн кӗшӗлтетеҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫынсем, пӗчӗк те хураскерсем, монументсем умӗнчен хыпаланса чупа-чупа иртеҫҫӗ, анчах пӗри те герой сӑн-питне пӑхса илмест.Люди, маленькие, черные, суетливо бегут мимо монументов, и никто не бросит взгляда на лицо героя.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫавӑн пеккисем, чӗррисемех, урампа теҫеткен ҫӳреҫҫӗ-и, тен, эсӗ вӗсене куратӑн, анчах та хӑйсем ҫинчен нимӗн те пӗлместӗн… вӗсем ҫумӗнче санӑн ним ӗҫ те ҫук… иртеҫҫӗ те иртеҫҫӗ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ, карчӑк хӑйӗн кукӑр пӳрнеллӗ, чӗтревлӗ аллине тӑсса кӑтартнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та акӑ мӗн куртӑм: унта мӗлкесем шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ, питӗ нумаййӑн вӗсем; вӗсенчен пӗри, ыттисенчен хулӑнтараххи, шӑвасса та хӑйӗн тӑванӗсенчен аяларах пырса, хӑвӑртрах шӑвать, — вӑл мӗлке, ыттисенчен ытларах ҫӗре ҫывӑх пырса, васкавлӑрах юхакан пӗлӗт татӑкӗнчен ӳкет-мӗн.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Акӑ, уйӑхӑн кӑвак ҫутипе витӗр курӑнакан пулнӑ пӗлӗт мӗлкисем ҫеҫенхир тӑрӑх пирӗнтен сулахаялла шӑвӑнса иртеҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫынсем юрла-юрла, кула-кула утса иртеҫҫӗ, арҫынӗсем — пӑхӑр ӳт-тирлӗ, кӑпӑшка та йӑм-хура мӑйӑхлӑ, ҫӑра та кӑтра ҫӳҫӗсем хулпуҫҫи таран, кӗске пиншаклӑ, шалпар шӑлаварлӑ; хӗрарӑмӗсемпе хӗрӗсем — хаваслӑ, тӑп-тӑп пӳ-силлӗ, тӗксӗмрех кӑвак куҫлӑ, арҫыннисем пекех пӑхӑр ӳт-тирлӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пӑх-ха акӑ: клевер ҫулҫӑ пуҫтарать, чӗкеҫсем те шыв ҫумӗнченех вӗҫсе иртеҫҫӗ.Смотри вот: клевер листочки складывает, ласточки над самой водой летают.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тулӑ пуссипе кӑвак хумсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри, васкамасӑр чупа-чупа иртеҫҫӗ.Медлительные сизые волны бесконечной чередой плыли по пшеничному полю.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен хушшинче шӑрӑх ҫулла хуҫаланать: тепӗр чухне пӗлӗтсем капланса килеҫҫӗ те шуса иртеҫҫӗ.И у них царствует жаркое лето: набегают иногда облака и проходят.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан ун умӗнче пурнӑҫӑн хаваслӑ та хурлӑхлӑ вак пайӗсем пулса иртеҫҫӗ: ачана тӗне кӗртнисем, менельниксем, ҫемье праҫникӗсем, типӗ тытас умӗнхипе ун хыҫҫӑнхи эрнесем, шавлӑ апатсем, хурӑнташсене пуҫтарса тунӑ ӗҫкӗсем, сывлӑх суннисем, тав тунисем, чӑнласах макӑрнисем, ӑшшӑн кулнисем.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ ӗнтӗ, ҫывӑракан Илья Ильич умне ҫавӑн пекех черетлӗн, чӗрӗ картинӑсем евӗр, малтанах пурнӑҫӑн виҫӗ тӗп саманчӗ тухса тӑма пуҫларӗҫ: ача ҫурални, туй туни, виле пытарни, — ҫаксем вӗсен ҫемйинче те, тӑванӗсемпе паллакансем патӗнче те пӗр евӗрлех пулса иртеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫынпа хӑйӗнпе те тем чухлех ӑнланмалла мар япаласем пулса иртеҫҫӗ: чылайччен аванах пурӑнать ҫын — ним те ҫук, унтан сасартӑк ӑнланса илмелле мар палкама пуҫлать е ют ҫын сассипе кӑшкӑрма тытӑнать, е каҫсерен ыйхӑ тӗлӗшпе аташса ҫӳрет; тепри кӗтмен ҫӗртенех кукӑрӑлса ӳкет те, ҫӗр ҫинче тапкалашма тапратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран Обломов тӗлӗкре урӑх вӑхӑта курчӗ: вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗллехи каҫ, Илья няни ҫумне именчӗклӗн лӑпчӑнать, няня ӑна темле паллӑ мар ҫӗршыв ҫинчен пӑшӑлтатса калать; унта каҫ та, сивӗ те пулмасть, яланах тӗлӗнмелле япаласем пулса иртеҫҫӗ, пылпа сӗт ҫырмисем юхса выртаҫҫӗ, унта ҫулталӑк хушшинче никам та нимӗн те ӗҫлемест, Илья Ильич пек паттӑр каччӑсем кунӗ-кунӗпе выляса-кулса ҫӳреме ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, ҫав тери чипер вӗсем, халапра каласа пама та, перопа ҫырса кӑтартма та май ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тин кӑна пӗрремӗш гудок янӑранӑ-ха, тӗрлӗ енчен килекен ӗҫ ҫыннисем заводӑн уҫӑ алӑкӗ умӗнче пӗр пысӑк юхӑма пӗрлешсе кайса шалалла иртеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Палӑртнӑ расписани тӑрӑх унта уроксем иртеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Сайра хутра кӑна пасссажирсене турттаракан пӑрахут килкелесе каять, ҫынсене бухтӑн пӗр енчен тепӗр енне куҫаракан кимӗсем ишсе иртеҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Масар хӗррипе пӗр-пӗринпе перӗнкелесе пӑрсем юхса иртеҫҫӗ, хӑшӗсем хуллен ишеҫҫӗ, хӑшӗсем хӑвӑртрах.Льды идут мимо неё, сталкиваясь и кружась, — одни медленно, другие быстрее.
Эпилог // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ эп «ӑнтартӑм-ха» — пӗр кун хушшинчех аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр тӑшман, ҫирӗмшерӗн тӑрса тухнӑ ретпе ман умран иртеҫҫӗ, хӑшӗсем Мускав ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, Мускавӗ тата ҫав кунхине уйрӑмӑнах ытла капӑрччӗ, хӑшӗсем пуҫӗсене пӗксе, урисене аран ылмаштарса салхуллӑн пыраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951