Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӑвар (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Заикин, флягӑна илсе, темиҫе ҫӑвар сыпрӗ те, «фу, путсӗр япала!» тесе, мана каялла тыттарчӗ.

Заикин взял фляжку, сделал несколько глотков, сказал: «Гадость!» — потом возвратил мне:

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

 — Тата тепӗр ҫӑвар сыпам-ха…

 — Еще глоточек…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Иккӗмӗшӗ вӑл (ку та пӗрремӗшӗнчен каях мар) — салтак кухни, пирӗн ҫӑвар тутине пӗрпеклентерсе яраканскер, кӑтӑклантарса тӑраканскер, пирӗн сӗлекесене юхтараканскер, пӗрмай хӑй патнелле илӗртекен пулчӗ.

Второй удар, и не менее существенный, — солдатской кухней, которая начисто стирала все вкусы, будила аппетиты и ежедневно манила нас.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ вара Вадьӑна тата ӑна ҫӑвар карса итлесе ларакансене тӗлӗнтерсе пӑрахмалли калаҫу пуҫласа ярасси пирки асаплансах шухӑшлама тытӑнтӑм.

Я стал мучительно думать, о чем бы мне заговорить, чтоб поразить и Вадю, и всех слушавших его с раскрытыми от удивления ртами.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл ҫӑвар уҫмасӑр итлесе ларчӗ.

Он слушал, плотно сжав губы.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Акӑ ал хӗрсе кайнӑ чухне арӑмна ҫӑвар урлӑ ҫатлаттар ҫеҫ, — унсӑрӑн пурӑнма ҫуках ӗнтӗ, ӗлӗк пулсан, вӑл пит-куҫне шӑлса илетчӗ те чӗлхине ҫыртатчӗ, — халь акӑ вӗсене пырса та ан тӗкӗн ӗнтӗ, ҫавӑнтах сас-чӳ тухать, хӑтӑлас та ҫук.

Хрястнешь под горячую руку бабу по морде, — без этого нельзя, раньше, бывало, утрется да смолчит, а нынче их хоть не трогай, а то крику не оберешься.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кай хӑв ҫулупа, ҫӑвар уҫсанах — пуля лекӗ.

Крой, откуда пришел, а пикнешь — пуля в глотку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хаҫат тӗркисем хушшинчи ансӑр хушӑкра ларакан Павелпа Рита, нумай та пулмасть пулса иртнӗ пит хаваслах мар ӗҫ ҫинчен калаҫкаласа, ҫӑвар туллин панулмипе ҫӑкӑр ҫисе лараҫҫӗ.

Сидя в узеньком пространстве, отгороженные тюками от соседей, Рита и Павел уписывали за обе щеки хлеб с яблоками, весело вспоминая недавний не совсем веселый эпизод.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пичӗсене илсен, Европӑри илемсен идеалне кунтан та ытларах пӑсаканни тата пур-ши: пысӑк ҫӑвар, лаптак сӑмса, питҫӑмартисем путса кӗнӗ, янахӗ шурӑ шӑлӗсене кӑтартса малалла тӑсса тӑрать.

Трудно представить себе лица, менее отвечающие европейскому идеалу красоты: огромный рот, плоский нос, вдавленные щеки и выступающая вперёд нижняя челюсть, с блестящими белыми зубами.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурте каҫса кайсах темиҫешер ҫӑвар вӗри кофе ӗҫрӗҫ.

Все с огромным наслаждением выпили по нескольку глотков горячего кофе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мана маузерпа ҫӑвар урлӑ ҫатлаттарчӗ.

Маузер мне в зубы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр сехетрен пичкесем, михӗсем тиенӗ икӗ тоннӑллӑ грузовик, пухӑнса ҫӑвар карса тӑракан ҫынсем умӗнчен, трактир хуҫи килӗнчен, тухса кайрӗ.

А час спустя двухтонный грузовик, нагруженный бочками и мешками, отъезжал от дома трактирщика, окруженного толпой зевак.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пур ҫӗрте те тенӗ пекех хӑлха чиккинчен те ҫӑвар урлӑ параҫҫӗ.

И почти всюду шел мордобой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Артём паровоз кӑмакине кӑмрӑк тултарса, урипе тапса тимӗр алӑкне хупрӗ те ещӗк ҫинче ларакан кӗске сӑмсаллӑ чейникрен пӗр ҫӑвар шыв сыпрӗ, унтан вата машинист Политовский ҫине пӑхса: — Сӗтӗрттеретпӗр пулать, мучи? — тесе ыйтрӗ.

Артем, набросав в топку угля, захлопнул ногой железную дверцу, потянул из стоявшего на ящике курносого чайника глоток воды и обратился к старику машинисту Политовскому: — Везем, говоришь, папаша?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

(Ҫӑвар купӑсӗ калать.)

(Запевает песню.)

Тӑххӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

(Кӗсйинчен ҫӑвар купӑсӗ кӑларать.)

(Достает из кармана губную гармошку.)

Тӑххӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ку ҫӑвар купӑсӗн кӗвви пулчӗ.

Это оказалась мелодия губной гармошки.

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Пӗр-икӗ хутчен ҫӑвар туллин ӗмсе илчӗ те сӳнтерчӗ.

Делает две-три затяжки и тушит цигарку.

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ахӑртнех сӑмахӗсем текех тупӑнмарӗҫ пулмалла та, пӗр вӑхӑт ҫӑвар хуппи ӗнӗрлев ҫеҫ янӑрать.

Больше, видимо, ему не удается ничего сочинить, и он просто мычит что-то вроде песни.

Улттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Юрӑ вырӑнне темле уҫӑмсӑр ҫӑвар хуппи ӗнӗрлев ҫеҫ тӑрса юлать.

Вместо песни остается какой-то неопределенный мотив.

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех