Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗсене уйӑрса лартмалли йӗрке ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗсене уйӑрса лартмалли йӗрке ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №12 от 01 марта 2019 г.
б) 6-мӗш пайра «килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен тата общественность представителӗсене» сӑмахсене «ҫавӑн пекех килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен территори органӗсен тата общественность представителӗсене» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Сунар ӗҫӗ тата сунар ресурсӗсене упраса хӑварасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №50 от 10 июля 2019 г.
Тата чӗлхе проблеми ҫинчен калаҫнӑ чухне Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӑваш республикисен, Ульяновск облаҫӗн чӗлхепе ӗҫлекен представителӗсене уйрӑм пуҫтармалла.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
МИХсен представителӗсене хайхи урӑлтаркӑчсен ыйтӑвӗ пушшех кӑсӑклантарчӗ.
Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Улшӑнусем федераци шайӗнчи хӑшпӗр полномочие, пысӑк ҫитӗнӳсен спорчӗн представителӗсене хатӗрлессипе ҫыхӑннӑскерсене, субӗектсене параси пирки.
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май парламентари массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене депутатсен ӗҫ-хӗлне ҫутатнӑшӑн тав турӗ, хӑйне журналистсен пӗрлӗхӗн пайӗ пек туйнине пӗлтерчӗ.
Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
«Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыва юратассипе, ӗҫлекенсене хисеплессипе ҫыхӑннӑскер, вӑл ҫӗр ӗҫченӗсене мухтать, йӑла-йӗркесен ҫыхӑнулӑхне йӗркелет, халӑхсене пӗрлештерет. Палӑртса хӑварар, пирӗн тӑрӑхра 128 национальноҫпа 8 этника ушкӑнӗ килӗштерсе, хӑйӗн пӗтӗмӗшле пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӗн - Чӑваш Енӗн тивлечӗшӗн ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш Ен халӑхӗн культури Раҫҫей халӑхӗн нумай енлӗ культурин хӑйнеевӗрлӗ уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ. Йӑлана кӗнӗ пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи этнокультура автономийӗсен представителӗсене, тӗрлӗ регионсенчи пултарулӑх коллективӗсене пухать, наци культурине пуянлатма пулӑшать», - тесе пӗлтерчӗ Михаил Игнатьев.
Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Пире пысӑках мар пӳлӗм уйӑрса пачӗҫ, пӗрремӗш тӗлпулӑва 20-е яхӑн ҫынна /Оборона министерствин представителӗсене/ пухрӑмӑр.
Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
А.Ладыков вара ҫапла тунӑ та — маларахах МИХсен представителӗсене тивӗҫлӗ комментари панӑ.А. Ладыков так и сделал - до этого откомментариовался представителям СМИ.
Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Коррупцие хирӗҫ комитетӑн 2016 ҫулхи планӗпе тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗсене тӗллевлӗн усӑ курнине тӗрӗслес тӗллевпе ЧР пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ ведомство ҫумӗнчи общество канашӗн представителӗсене явӑҫтарнипе куллен тӗрӗслевсем ирттерет.
Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Малта пире хӗрӳ политика кӗрешӗвӗ кӗтет, ҫавӑнпа та эпӗ республикӑри мӗнпур политика вӑйӗсен представителӗсене чӗнсе калатӑп: суйлавсене тӳрӗ кӑмӑлпа йӗркелесе ирттерме тата яваплӑхлӑ ӗҫе хатӗр пулӑр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Кунта Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн заместителӗ Ю.Золотарев РФ Президенчӗн Тав ҫырӑвӗсемпе федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен шырав ушкӑнӗсен Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявлама хатӗрленнӗ чи тӑрӑшуллӑ представителӗсене чысланӑ.
Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
Алла Салаева, «Чӑваш Ен чӗрӗ урокӗсем» программӑн модераторӗ, пурнӑҫлама пуҫӑннӑ проект ҫитӗнекен ӑру представителӗсене чӑн-чӑн патриот пулма, тӗрлӗ предметпа пӗлӗве тарӑнлатма, пулас професси тӗлӗшпе шухӑш-ӗмӗте уҫӑмлатма, тӑван халӑх пуянлӑхне хаклама ырӑ витӗм кӳрессе ҫирӗп ӗненет.
Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева, Шупашкар хулинчи хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ирина Клементьева этемлӗхӗн черчен ҫуррин маттур представителӗсене ҫурхи уявпа саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Эпӗ тӗн тата наци диаспорисен представителӗсене тав тӑватӑп, вӗсем тӗрлӗ наци ҫыннисем тата тӗрлӗ тӗне ӗненекенсем хушшинче пӗр-пӗрне хисеплеме, пӗртан диалога тӗп вырӑна хума кирлине шута илекен хутлӑх йӗркелес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945