Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Сунар ӗҫӗ тата сунар ресурсӗсене упраса хӑварасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №50 от 10 июля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.13 07:51

Пуплевӗш: 23; Сӑмах: 301

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Республикин «Сунар ӗҫӗ тата сунар ресурсӗсене упраса хӑварасси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Сунар ӗҫӗ тата сунар ресурсӗсене упраса хӑварасси ҫинчен» 2011 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 15 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2011, 89 №; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 12 №; 2016, 12 №; 2017, 11 №; «Республика» хаҫат, 2018, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 3 статьяра «федераци саккунӗсемпе» сӑмахсене «Федераци саккунӗпе, федерацин ытти саккунӗсемпе» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 7 статьяра:

а) 5-мӗш пунктра «Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене пурнӑҫлакан» сӑмахсене «Федераци саккунӗн 33 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене пурнӑҫлакан» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 6-мӗш пунктра «Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене пурнӑҫлакан» сӑмахсене «Федераци саккунӗн 33 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене пурнӑҫлакан» сӑмахсемпе улӑштарас;

б) 8-мӗш пунктра «Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене» сӑмахсене «Федераци саккунӗн 33 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене» сӑмахсемпе улӑштарас;

в) 9-мӗш пунктра «Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене» сӑмахсене «Федераци саккунӗн 33 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн панӑ полномочисене» сӑмахсемпе улӑштарас;

3) 10 статьян 1-мӗш пайне «панӑ» сӑмах умӗн «Федераци саккунӗн
33 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн» сӑмахсем хушса хурас;

4) 15 статьяра:

а) 2-мӗш пайӑн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш абзацӗсене ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«70 процент – чӗрнеллӗ чӗр чунсене тытмалли сунар сезонӗ умӗнхи календарлӑ ҫулталӑк хушшинче пурте усӑ куракан сунар вырӑнӗсенче кашкӑрсем тытнӑ физически сӑпатсем хушшинче;

30 процент – пурте усӑ куракан сунар вырӑнӗсенче сунар ӗҫне пурнӑҫлакан мӗнпур физически сӑпатсем хушшинче.»;

ӑ) 3-мӗш пайӑн 1-мӗш пунктне «ашшӗ ятне» сӑмахсем хыҫҫӑн «(юлашкине – пур пулсан)» сӑмахсем хушса хурас;

б) 6-мӗш пайра «килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен тата общественность представителӗсене» сӑмахсене «ҫавӑн пекех килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен территори органӗсен тата общественность представителӗсене» сӑмахсемпе улӑштарас;

в) 10-мӗш пайра:

1-мӗш пункта «хушамачӗсене» сӑмах хыҫҫӑн «, ячӗсене, ашшӗ ячӗсене (юлашкине – пур пулсан)» сӑмахсем хушса хурас;

2-мӗш пункта «хушамачӗсене» сӑмах хыҫҫӑн «, ячӗсене, ашшӗ ячӗсене (юлашкине – пур пулсан)» сӑмахсем хушса хурас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех