Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗсене уйӑрса лартмалли йӗрке ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №12 от 01 марта 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.16 22:01

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 358

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗсене уйӑрса лартмалли йӗрке ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗсене уйӑрса лартмалли йӗрке ҫинчен» 2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2002, 50 №; 2012, 92 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) кӳртӗмре «Раҫҫей Федерацийӗнчи» палӑртать» сӑмахсене «Раҫҫей Федерацийӗнчи» (малалла – Федераци саккунӗ) палӑртать» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 2 статьяна ҫакӑн пек ҫырса абзацсем хушса хурас:

«автобиографи;

хӑйӗн персоналлӑ даннӑйӗсене тишкерсе тухнипе килӗшни ҫинчен Федерацин «Персоналлӑ даннӑйсем ҫинчен» 2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 152-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫырса пӗлтерни.»;

3) 3 статьяра «2 статйипе тӑратнӑ» сӑмахсене «2 статйин иккӗмӗш–тӑваттӑмӗш абзацӗсемпе тӑратнӑ» сӑмахсемпе улӑштарас;

4) 5 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«5 статья. Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗсен полномочийӗсен вӑхӑчӗ

Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представительне Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегине полномочисем панӑ вӑхӑтлӑха уйӑрса лартаҫҫӗ.»;

5) ҫакӑн пек ҫырса 51 статья хушса хурас:

«51 статья. Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗн полномочийӗсене срокчен вӗҫлемелли йӗрке

1. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗн полномочийӗсене вӑл хӑй пуҫарнипе, е тата саккунлӑ йӗркепе вӑя кӗнӗ суд приговорӗпе палӑртнӑ преступлени тунӑ чухне, е тата Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗн ларӑвӗсенче тӑватӑ уйӑх хушши витӗмлӗ сӑлтавсемсӗр пулман чухне, е тата Федераци саккунӗн 11 статйин 8-мӗш пунктӗнче кӑтартнӑ должноҫа йышӑннӑ е ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн йышӑнӑвӗпе срокчен вӗҫлеме пултараҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественность представителӗн полномочийӗсене срокчен вӗҫлени ҫинчен калакан йышӑнӑвне ҫак статьян 1-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ сӑлтавсем пур чухне тӑваҫҫӗ. Асӑннӑ йышӑнӑва палӑртнӑ йӗркепе постановлени евӗрлӗ тӑваҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗн членӗн – общественность представителӗн полномочийӗсене срокчен вӗҫленӗ чухне Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественноҫӑн ҫӗнӗ представительне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне полномочиллӗ органран представлени пырса ҫитнӗ кунран пуҫласа виҫӗ уйӑхран кая юлмасӑр ҫак Саккунпа палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх уйӑрса лартаҫҫӗ.

Полномочиллӗ орган представленине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗн общественность представителӗн полномочийӗсене срокчен вӗҫленӗ кунран пуҫласа пӗр уйӑхран кая юлмасӑр тӑратаҫҫӗ.

4. Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗнчи общественноҫӑн ҫӗнӗрен уйӑрса лартнӑ представителӗн полномочийӗсен вӑхӑтне Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегийӗн (представителе ҫав коллегие уйӑрса лартнӑ) полномочийӗсен вӑхӑчӗпе килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ.».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех