Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулта Димитрий патша хӑйӗн ҫарӗсене пухнӑ та, Трифона хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пулӑшу илесчӗ тесе, Миди ҫӗрне тухса кайнӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫав хушӑра Трифон Ази патши пулма, патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнма, Антиох патшана вӗлерме шут тытнӑ, 40. анчах вӑл Ионафан вӑрҫӑпа хирӗҫ тӑрса хӑйне чӑрмантарасран шикленнӗ; ҫавӑнпа ӑна мӗнле те пулсан ярса илсе вӗлерме май шыранӑ, ҫапла вара ҫар пухнӑ та Вефсан хулине кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӑрҫӑран таврӑнсан, Ионафан халӑх пуҫлӑхӗсене пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнче керемсем тӑвас тесе, вӗсемпе канаш тытнӑ, 36. вӑл Иерусалим хӳмине хӑпартасшӑн пулнӑ, керемпе хула хушшине ҫӳллӗ хӳме хӳсе кереме хуларан уйӑрасшӑн пулнӑ, ҫапла вӑл Иерусалимран уйрӑммӑн лартӑр, унта нимӗнле суту-илӳ те ан пултӑр тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑхӑтра Ионафан, Иерусалим керемне туртса илес тесе, иудейсене пухнӑ, керем умне хӳмене ҫӗмӗрекен темӗн чухлӗ сӑпрай туса лартнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Египет патши тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ карап хатӗрленӗ, вӑл ӗнтӗ, чееленсе, Александр патшалӑхне хӑй патшалӑхӗ ҫумне хушма ӗмӗтленнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Александр патша пысӑк ҫар пухнӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ.48. Царь Александр собрал большое войско и ополчился против Димитрия.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Птолемаида хулипе ун таврашӗнчи ҫӗре эпӗ Иерусалимри сӑваплӑ Ҫурта парнелесе паратӑп, ҫав ҫӗрпе вӑл хӑйӗн тӑкакӗсене саплаштарма усӑ курса пурӑнтӑр; 40. унсӑр пуҫне эпӗ унта хама тивӗҫлӗ ҫӗрсенчен пухнӑ патша укҫинчен ҫуллен вунпилӗк пин сикль кӗмӗл парса тӑрӑп.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ҫӗр утмӑлмӗш ҫулӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗнче, Ионафан священник тумӗ тӑхӑннӑ; вӑл ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ кӑрал хатӗрленӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64. Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав хушӑра керемре тӑракансем Израиле сӑваплӑ Ҫурт таврашӗнче хӗссе пурӑннӑ, ӑна яланах сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ; 19. вара Иуда вӗсене хӑваласа кӑларма шухӑш тытнӑ, вӗсене хупӑрласа илмешкӗн пӗтӗм халӑха чӗнсе пухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Тимофей тепӗр ҫар пухнӑ та юхӑм шыв леш енчи Рафон хули умӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑйӗн ҫарӗ тарнине тата Иудӑн ҫар ҫыннийӗсен харсӑрлӑхне, вӗсем пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫнине курса, Лисий Антиохие кайнӑ, унта ют ҫӗр ҫыннисене темӗн чухлӗ пуҫтарса пысӑк ҫар пухнӑ та каллех Иудейӑна кайма шут тытнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тепӗр ҫулхине вӑл, Израиле ҫӗнтерес-ҫӗнтересех тесе, суйласа илнӗ утмӑл пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пилӗк пин ҫынлӑ утлӑ ҫар пухнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Антиох патша ҫилленсе кайнӑ, вара ҫынсем ярса хӑй патшалӑхӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ, ҫапла унӑн питӗ вӑйлӑ ҫар пухӑннӑ; 28. хыснине уҫса вӑл хӑйӗн ҫарӗсене ҫулталӑклӑх шалу панӑ, вӗсене, кирек хӑш самантра та кирлӗ пулма пултаратӑр тесе, хатӗр тӑма каланӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн чухне Аполлоний Израильпе вӑрҫӑ вӑрҫмашкӑн тесе суя тӗнлӗ ҫынсене тата Самарирен питӗ йышлӑ ҫар пухнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Сион хӗрӗ, тӑр та авӑн ҫап, Эпӗ сан мӑйракуна тимӗртен тӑвӑп, чӗрнӳне пӑхӑртан тӑвӑп, эсӗ вара халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкӑн та вӗсен пухнӑ пурлӑхне, вӗсен пуянлӑхне пӗтӗм ҫӗрӗн Патшине, Ҫӳлхуҫана, парнелӗн.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах вӗсем Ҫӳлхуҫа шухӑшне пӗлмеҫҫӗ, Унӑн ӑсне чухлаймасӑр, Вӑл хӑйсене анкартине кӗлте пухнӑ пек пухнине тавҫӑрса илеймеҫҫӗ.12. Но они не знают мыслей Господних и не разумеют совета Его, что Он собрал их как снопы на гумно.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Навуходоносора, Вавилон патшине, Египет ҫӗрне паратӑп, вӑл унти пӗтӗм пуянлӑха туртса илтӗр, унта тустарса тухтӑр, Египет ҫаратса пухнӑ туприне ҫараттӑр, ҫакӑ унӑн ҫарне парне вырӑнне пултӑр, тет.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ӗнтӗ сана тискерле тавӑрӗҫ, ӗҫлесе пухнӑ мӗнпур мулна туртса илӗҫ, сана ҫарамаслантарӗҫ, нимӗнсӗр пӑрахса хӑварӗҫ, вара намӑссӑр ҫарамасу, шухӑлӑху, аскӑнлӑху пӗтӗмпе курӑнӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.