Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухнӑ (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ экзаменра пухнӑ балсенчен килет.

Это зависит от набранных балов на экзамене.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Шкулта ӑс пухнӑ чухне асаттепе юнашар тӑрса кӑмака тума вӗрентӗм.

— Когда обучался в школе, помогая дедушке, научился класть печи.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Мӑн Канаш пайташӗсене пухнӑ май ЧНК вӗсене ҫыру валеҫсе панӑ.

В связи со сбором членов Большого Совета ЧНК им высланы письма с приглашениями.

Чӑваш чӗлхи пирки калаҫма ЧНК вырӑсла йыхравлать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12625.html

«Чикӗсӗр поэзи» номинацире 2014 ҫулшӑн Валентина Таравата ҫитекенни пулман, унӑн «Распахнутое сердце» кӗнеки чи нумай сасӑ пухнӑ, 2015 ҫулшӑн вара Лидия Филиппова журналистӑн, поэтессӑн «Пульсация — Чун таппи» сӑвӑсен пуххи ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫлесе пуян опыт пухнӑ специалист вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ялти пуҫламӑш, Штанашри 6 ҫул, Хӗрлӗ Чутайри 8 ҫул вӗренмелли шкулсенче ӑс пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пирӗн Раҫҫейре экономикӑри, политикӑри, халӑх хуҫалӑхӗнчи йӗркесӗрлӗхсене тӳрре кӑларас енӗпе пуян опыт пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Винтовкӑран тӗл перекенсен тупӑшӑвӗнче Александр Семенов пуринчен те ытларах очко пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Офицер пулма ӗмӗтленекенсене курсант акӑ мӗн каларӗ: «Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищине вӗренме кӗрес шухӑшлисене летчик пулма сӗнетӗп. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама талпӑнӑр. Спорта юратӑр, кӗлеткене пиҫӗхтерме вӑхӑт тупӑр. Шкулта ӑс пухнӑ чухне физика предметне уйрӑмах лайӑх вӗренӗр».

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Виталий Владимировичӑн документацийӗ пӗтӗмӗшле 3,359 балл пухнӑ, ытти фермерсен балсем сахал пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Анчах конкурс документацийӗсене тимлӗ тишкерсе хакланӑ хыҫҫӑн комисси пысӑк балсем пухнӑ хресченпе фермер хуҫалӑхӗн 33 пуҫлӑхне кӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ушкӑнри йӗркелӳ ҫирӗп пулнине ҫакӑ та кӑтартать: уголовлӑ ӗҫ пуҫарсан йӗркелӳҫӗсем вӑйӑ заведенийӗсен персоналне тӗп хулари пӗр ресторанта пухнӑ, следователь патне допроса хӑйсен представителӗсемпе пӗрле кӑна каймалли е кӑтартусем памалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсене ӗҫлеттерме персонал пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Раҫҫей Вӗренӳ министерствин хаклавӗ тӑрӑх, республикӑн ку тӗлӗшпе пухнӑ опычӗ чӑннипех те сайра йышшискер.

По оценке Минобразования России, опыт республики уникален.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кашниех пысӑк опыт пухнӑ, хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал шутланать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Тӑван ен ҫинчен мӗн чухлӗ материал пухнӑ эпир, тӗпчемелли татах та нумай.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Университетри пултаруллӑ вӗрентекенӗсен ырӑ тӗслӗхӗпе хавхаланса педагог каҫалӑкӗнче ӗҫлеме ӑсталӑх пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Айӑплӑ ҫынсене йӗркене кӗртессинче тата ҫитменлӗхсене пӗтерессинче ҫак ӑслӑ хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпе пухнӑ ӑсталӑхӗпе тата вӑрттӑнлӑхӗпе усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

47. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем канаш пухнӑ: мӗн тӑвар-ши?

47. Тогда первосвященники и фарисеи собрали совет и говорили: что нам делать?

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер, 25. ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр; 26. акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ.

24. ибо некто серебряник, именем Димитрий, делавший серебряные храмы Артемиды и доставлявший художникам немалую прибыль, 25. собрав их и других подобных ремесленников, сказал: друзья! вы знаете, что от этого ремесла зависит благосостояние наше; 26. между тем вы видите и слышите, что не только в Ефесе, но почти во всей Асии этот Павел своими убеждениями совратил немалое число людей, говоря, что делаемые руками человеческими не суть боги.

Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех