Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ют кӗпе ҫумастӑп-ҫке-ха, хамӑн, тӑван ҫыннӑн… — таз ҫинелле пӗшкӗнсе, сасӑпа макӑрса ярасран аран тытӑнкаласа каларӗ хӗр.

— Так ведь не чужую рубаху стираю, а своего, родного… — склонив над тазом голову и сдерживая сдавленные рыдания, сказала девушка.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна ӗнтӗ вӗренсе ҫитнӗ, вӑл килнӗшӗн чунтан савӑннӑ, тӑван пек кӗтсе илнӗ.

С ним успели крепко сжиться, его приезду были искренне рады, встречали его как родного.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ытти хӑш-пӗр ҫынсемшӗн вӑл ирсӗр этем пулнӑ пулсан, пирӗншӗн, ачасемпе аннешӗн, хамӑр ҫын, тӑван ҫын пулнӑ: вӑл пире тӑрантарнӑ, тумлантарнӑ, пирӗншӗн вӑл ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрччен хирте пилӗкне авнӑ.

Для кое-каких других он был поганым человеком, а нам, детишкам и матери, — свой, родной: он нас кормил, одевал и обувал, из-за нас он с весны до осени в поле хрип гнул…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атте еркӗнӗн упӑшки вара хӑйӗн икӗ тӑван пиччӗшне хӗтӗртнӗ.

Тогда муж отцовой любушки подговорил двух своих родных братьев.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ман тӑван атте пулин те, усал ҫын пулнӑ, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! йӑкӑс ҫын, вӗҫкӗн казак пулнӑ…

Хоть он и родной отец, а вредный человек был, царство ему небесное! задатный был человек, форсистый казачок…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич, ҫенӗх урлӑ йӑпшӑнса иртнӗ май, амӑшӗ ӑша кайнӑ сасӑпа, аран-аран пӑшӑлтатса: — Яшенька! Тӑван ывӑлӑм! Мӗншӗн?! Шыв та пулин парӑр-ха! — тенине илтрӗ.

И Яков Лукич, крадучись проходя по сенцам, слышал ее задавленный и почти немой шепот: — Яшенька мой! Сыночек родимый! За что же?! Хучь воды-то дайте!

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑван хуняму каларӗ пире: офицерсем сирӗн кайри пӳлӗмре хӗллеренпех пурӑнаҫҫӗ.

Твоя же родная свекровь говорила нам, что офицерья ишо с зимы проживают у вас в горнице.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑван аннеҫӗм пӗтерчӗ!

Погубила родная мамаша!

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сюань Тун пуҫпулса тӑнӑ вӑхӑтри Маньчжурин юлашки императорӗ патшана ларнӑ ҫулхине эп тӑван хулара вӑтам вӗренӳ заведени инспекторӗччӗ.

— В первый год Сюань-туна я служил инспектором средней школы в моем родном городе.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Тӑван пичче пирки те элек сармастӑп эп.

Да и на родного брата я не возвожу напраслины.

V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ чухне вара ҫула май вӗсем патне кӗтӗм те пӗрине тӗл пултӑм, вӑл мана чирлесе ӳкекенӗ хӑйӗн кӗҫӗн шӑллӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Когда я ездил на родину, то по пути завернул к ним и застал лишь одного из братьев, он и рассказал мне, что его младший брат был болен.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Вӑл вырӑссен классикӑлла тата совет литературине юратса тишкернӗ, юратса куҫарнӑ, вӗсене хӑйӗн халӑхне тӑван чӗлхепе вулама май туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ун произведенийӗсенче автор тӑван халӑха, тӑван ҫӗршыва юратни уҫҫӑнах палӑрать.

В его произведениях ясно чувствуется, что автор любит родной народ, родную землю.

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

1909 ҫулта Лу Синь тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ, Ханчжоури педучилишӗре вӗрентме тытӑннӑ, тепӗр ҫулӗнче Шаосиньри вӑтам шкула куҫнӑ, 1911 ҫулхи революцилле событисем хыҫҫӑн ҫав шкулта директор пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Тӑван ҫӗр-шывсӑр патриот, ҫарсӑр ҫарпуҫӗ, Ытах та ҫак танлаштарусене эсир ытлашши ҫӗклентерсе ярса пӗтӗмӗшлетсе калани тесе шутлатӑр пулсан, тата тӗрӗсрех калам.

Патриот без отечества, полководец без армии и, если эти сравнения вы находите слишком высокими и отвлеченными, скажу еще правильнее.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑван вырӑнсене курас килнипе вилеслех тунсӑхласа ҫитрӗм! — терӗ те айӑплӑн кулса ячӗ.

Скучился по родным местам до смерти! — И виновато улыбнулся.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!

Он покуривал, уронив на луку поводья, оглядывал раскинувшуюся округ Гремячего Лога степь, где каждый ярок, каждая балочка и сурчина с детства были знакомы и родны его сердцу, любовался рыхлыми, набухшими влагой пашнями, омытыми, наклоненными ливнем хлебами, с великой досадой и огорчением думал: «Напророчил дождя, черт щербатый!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурнӑҫ вӗҫнех ҫитрӗм-ҫке, тусӑмсем: тӑван ывӑлӑм — вӑл та пулин усалланса кайрӗ, мӗншӗнне — хам та пӗлейместӗп.

Дожилася, мои болезные: родной сын — и то остервился, а за что — сама не ведаю.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн тӑван кум, кивӗ прижим чухне, Филимонов генерал патӗнче денщик службинче тӑнӑ та, ҫавӑ каласа паратчӗ, генерал выҫӑ варлах ҫӗршер вустрица хыпса ҫӑтатчӗ, тет!

Мой родный кум при старом прижиме у самого генерала Филимонова в денщиках служил и рассказывал, что генерал их даже натощак сотнями заглатывал!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫ ҫапӑҫусӑр иртмерӗ: Любишкинӑн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗш ывӑлӗ, Захар Любишкин, колхозран тухнӑскер, виҫӗ ҫынпа вӑкӑрсене хураллать.

Дело не обошлось без драки: двоюродный брат Любишкина, Захар Любишкин, стерег вместе с тремя другими выходцами быков.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех