Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрех сăмах пирĕн базăра пур.
тӳрех (тĕпĕ: тӳрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлемен компьютер тӳрех манӑҫа тухрӗ.

Компьютер, который отказывался работать, тут же был забыт.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргарита лӑш пулчӗ, анчах Федор тӳрех халь ҫеҫ илтнӗ номерпе шӑнкӑравлама пуҫларӗ.

Маргарита отключилась, но Федор тут же набрал новый только что выясненный номер.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Кунта улшӑнусем пулса иртнине Женя тӳрех асӑрхарӗ.

Женя сразу увидела, что здесь произошли изменения.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Такамсем паҫӑрах килсе кӗтсе тӑнӑ пек алӑк тӳрех уҫӑлса кайрӗ.

Дверь открылась, потому что за ней уже давно стояли и прислушивались.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ачасем хваттертен тухсан тӳрех аялалла чупса анмарӗҫ-ха.

Ребята выскочили из дома, причем не просто побежали вниз по лестнице,

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тем ӑнӑҫмаллах шухӑшласа пычӗ пулас-ха вӑл, мӗншӗн тесен вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те тӳрех ман пата пычӗ.

Очевидно, он успешно решил её, потому что вдруг встал и смело подошёл ко мне, коснувшись рукой шляпы:

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл утравсен ҫыранӗ хӗррипе тинӗс енчен, май килейсен, тӳрех те ҫул тытнӑ пулмалла-ха…

Он шёл мористой стороной прибрежных островов, по возможности — прямо…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тата вӑл мӗнле тӳрех тинӗсе сикнине те-и?

— И как он прыгал прямо в море?

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Старик укҫана илнӗ те, нимӗн тума пултарайман ҫиллипе тӳрех эрех лавкине чупса, хӗрлӗ пуҫлӑ ҫутӑ кӗленчеллӗ шкалик эрех илсе тухнӑ.

Дедушка взял деньги и тут же, весь клокоча от бессильного гнева, пошел в монопольку и купил за шесть копеек голубой шкалик с красной головкой.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав ҫынна лартсанах, вӑл чарӑнмасӑр малалла, тӳрех Люстдорф еннелле кайрӗ те кайрӗ.

Она его как подобрала, так сразу тем же ходом и пошла и пошла прямо на Люстдорф.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пуринчен ытларах ӑна хула больницине яма юрамасть, унта пырсан тӳрех паспорт ыйтаҫҫӗ.

Тем более не следует отправлять его в городскую больницу, где обязательно спросят паспорт.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Электричество подъемникӗ хуллен чӗриклетсе нӳхрепрен снаряд илсе тухать, снаряд сӑнчӑрсем ҫинче сулланать, вара тӳрех Родион аллине пырса лекет.

Электрический подъемник с медленным лязгом выносит из погреба снаряд — он качается на цепях — прямо в руки Родиона.

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ ӑна тӳрех куҫран пӑхрӑм, пӑхрӑм та — тӗлӗнсе кайрӑм.

Я взглянул ему прямо в глаза — и поразился.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурнӑҫ вӗҫсе пынӑ ҫӗртен чарӑннӑ пекех пулса тӑчӗ, хам пынин инерцине вӑхӑтра шута илеймерӗм пек те ҫамкампа тӳрех стенана пырса ҫапӑннӑ пек туйрӑм хама, — ҫакӑн пек кӑмӑлпа пӑхрӑм эпӗ ҫак хӑйне кура ӑслӑ старик ҫине, хамӑн Катьӑна шырас ӗҫе Ромашов та тунине пӗлсен.

Как будто жизнь остановилась с разбегу и, не рассчитав инерции движения, я крепко стукнулся лбом о воображаемую стену, с таким чувством смотрел я на старого, в общем нормального человека, стоявшего передо мной в светлой, тоже нормальной комнате и сообщившего, что Ромашов разыскивает Катю, то есть делает то же, что я.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аэродромран тӳрех Садовой урамне тухрӑм, Воротниковски урамӗпе Кораблев патнелле ҫул тытрӑм, — юрать-ха, пӗтӗм багажӑм та аллӑмри пӗчӗк чемоданӑм кӑна.

Прямо с аэродрома я поехал на Садовую, в Воротниковский переулок, к Кораблёву, — благо весь мой багаж составлял маленький чемоданчик.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паҫӑр инҫетре ӳксе ҫурӑлнӑ снарядсен сассисем сасартӑк ҫывхара пуҫларӗҫ — сылтӑмран сулахаялла, квартӑлсем урлӑ майсӑр пускаласа тӳрех ҫак ҫурт патнелле, ҫак эпӗ хамӑн «юрӗ» е «килӗшейместӗп» тенӗ пӗр-пӗринчен вӗҫӗмсӗр инҫетре тӑракан сӑмахсен хушшинче аташса ҫӳренӗ ҫӗре ҫывхарчӗҫ.

Разрывы, прежде далёкие, вдруг стали приближаться — справа налево, грубо шагая между кварталами прямо к этому дому, к этим пустынным комнатам, но которым я бродил между «да» и «нет», находившимися так бесконечно далеко друг от друга.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ача тӳрех ман ҫине тӗллесе пӑхрӗ, хӑрах куҫне хӗснӗччӗ вӑл, питҫӑмартийӗпе приклад ҫумнерех хӗсӗннӗччӗ.

Он целился прямо в меня, даже зажмурил глаза и крепко прижался щекой к прикладу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна систермесӗр кӑштах сикмеллеччӗ те, тӳрех тӑнлавӗнчен ҫапас тесен, хӑяккӑнтарах тӑмаллаччӗ.

Нужно было незаметно отодвинуться от неё и ударить сбоку, чтобы вернее попасть в висок.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушшӑмӑрсем виҫӗ утӑмран ытла марччӗ, костылӗмсемпе ӑна тӳрех пуҫӗнчен яра панӑ пулсан минрететтӗмччӗ ӑна эпӗ.

Между нами было не больше трёх шагов, и, если удачно бросить костыль, возможно, я мог бы оглушить его.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн пирки? — асӑрханса ҫеҫ ыйтрӗ вӑл, мана паллаймасӑр тӳрех куҫӑмран пӑхса.

— В чём дело? — глядя прямо на меня и не узнавая, осторожно спросил он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех