Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрех сăмах пирĕн базăра пур.
тӳрех (тĕпĕ: тӳрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те, аллӑмсемпе сулкаласа, кайса пӑхма чармастӑп тесе ӑнлантартӑм, вӑл вара тӳрех чупса кайрӗ.

Я, тоже при помощи знаков, постарался дать понять, что не запрещаю ему исполнить это желание, и он сейчас же побежал туда.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пытармасӑрах калатӑп; ҫав ҫын тӳрех ман паталла чупнине курсан, манӑн чӑннипех те сехрем хӑпрӗ.

Признаюсь, я страшно испугался, когда заметил, что он бежит прямо ко мне.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Малтан, хӗвелтухӑҫнелле каякан юхӑм ҫине тухиччен, эпӗ кимме уҫӑ тинӗселле, тӳрех ҫурҫӗр еннелле тытса пытӑм.

Сначала я взял курс в открытое море, прямо на север, пока не попал в струю течения, направлявшегося на восток.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах, тӳрех калатӑп, ман ҫак ҫӗр хӑвӑлӗнчен питӗ хӑвӑрт тухса тарма лекрӗ.

Но сознаюсь, что вылез я оттуда гораздо скорее, чем влез.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Леш ҫыран патӗнче ҫынҫиенсем тапӑнма пултараҫҫӗ, вӗсем мана, тыткӑнри ытти ҫынсене таткаласа тӑкнӑ пекех, тӳрех таткаласа тӑкӗҫ, кун пирки ним иккӗленмелли те ҫук».

Там на меня могут напасть дикари-людоеды, и, без сомнения, они растерзают меня, как и других своих пленников».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллах, вӗсем ман кимме асӑрхайман; ӑна курнӑ пулсан, вӗсем, утрав ҫинче ҫынсем пурӑннине пӗлсе, шырама тытӑннӑ пулӗччӗҫ, ҫапла вара тӳрех мана тупнӑ пулӗччӗҫ.

Конечно, они не заметили моей лодки, иначе догадались бы, что на острове живут люди, стали бы их разыскивать и несомненно нашли бы меня.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кимӗпе ишсе халран кайнӑскер, эпӗ калама ҫук хытӑ ҫывӑрнӑ, тӳрех вӑранма та пултарайман, ҫавӑнпа та мана ҫав сасӑ тӗлӗкре илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.

Измученный продолжительной греблей, я спал таким крепким сном, что не сразу мог проснуться, и мне долго казалось, что я слышу этот голос во сне.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑн чухне хама хам ҫапла каларӑм: «Пӗтӗм вӑрлӑха тӳрех акмасан, лайӑхрах пулӗ, кунти ҫанталӑка эпе пӗлсе ҫитмен вӗт, ҫавӑнпа та хӑҫан тырӑ акмаллине, хӑҫан вырса пухмаллине те пӗлейместӗп пулмалла», — терӗм.

Я так и сказал себе: «Лучше не высевать всех семян; ведь здешний климат мною еще не изучен, и я не знаю наверное, когда следует сеять и когда собирать урожай».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӗ манӑн тӳрех тухмалли шӑтӑк пур.

Теперь у меня был сквозной ход.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ытлашши савӑннипе ӑсран кайрӑм, тӳрех ҫапла шухӑшласа илтӗм: тӗлӗнмелле хӑват пулчӗ ку, ҫак хӑрушӑ пуш-хирте мана пурӑнма пулӑшас тесе, урпа хӑйне хӑй, вӑрлӑхсӑр-мӗнсӗр ҫитӗнсе ларнӑ!

От радости у меня помутился рассудок, и я в первую минуту подумал, что произошло чудо: ячмень вырос сам собой, без семян, чтобы поддержать мою жизнь в ужасной пустыне!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах тискер кайӑксем хура ӳтлӗ ҫынсене пӗрне те тивмерӗҫ, вӗсем тӳрех тинӗселле чупса пычӗҫ.

Но звери неслись прямо к морю и никого из чернокожих не тронули.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пысӑк пӑшала илтӗм те, лайӑхрах тӗллесе, тискер кайӑка петӗм; эпӗ тӳрех унӑн пуҫне тӗлленӗччӗ, анчах вӑл маншӑн майлӑ мар выртнӑран (малти урипе пуҫне хупланӑран) етре ҫав урине тиврӗ те шӑммине ватрӗ.

Взяв первое ружье и тщательно прицелившись, я выстрелил в зверя; я метил ему в голову, но он лежал в такой позе (прикрыв голову лапой на уровне глаз), что заряд попал в лапу и раздробил кость.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хальхинче тӑшмансем, тепӗр енчен пырса, пирӗн карап бортне пакурсемпе ҫаклатрӗҫ; утмӑл ҫынна яхӑн пирӗн карап ҫине пырса кӗчӗҫ те тӳрех мачтӑсене, парӑс ҫыххи-каррисене касма тытӑнчӗҫ.

На этот раз враги подошли к нам с другого борта и взяли нас на абордаж, то есть зацепились за наш борт баграми; человек шестьдесят ворвались на палубу и первым делом бросились рубить мачты и снасти.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Куккӑшпе Христофор аттене курнӑ-курманах Егорушкӑн чи малтан тӳрех хӑйӗн инкекӗсем ҫинчен ӳпкелешсе каласа парасси килчӗ.

При первом взгляде на деда и отца Христофора Егорушка почувствовал непреодолимую потребность жаловаться.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Иртен-ҫӳренсен ҫурчӗн хапхине ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр те тӳрех тӗпсакайне…

Сломали мы это в постоялом дворе ворота и сейчас в подвал…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫав питӗ хитре мар мӑкӑльсӗр пуҫне, ку ҫыннӑн тепӗр уйрӑм палли те тӳрех куҫа тӑрӑнать: сулахай аллине вӑл пушӑ тытнӑ, сылтӑммипе куҫа курӑнман темле хор дирижерӗ пек вӗҫсӗр сулласа утать; хушӑран вӑл пушшине хул хушшине хӗстерет, ун чухне вара икӗ аллипе те дирижер пек сулкалама тытӑнать те сӑмси витӗр юрлать.

Кроме этой, очень некрасивой шишки, у него была еще одна особая примета, резко бросавшаяся в глаза: в левой руке держал он кнут, а правою помахивал таким образом, как будто дирижировал невидимым хором; изредка он брал кнут под мышку и тогда уж дирижировал обеими руками и что-то гудел себе под нос.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл мана тӳрех салтӑнтарчӗ те шаккаса итлесе пӑхрӗ, ытти япаласене унта… хырӑма пускаларӗ, юлашкинчен ҫапла пӗлтерчӗ: «Сирӗн, аттеҫӗм, хӗстернӗ сывлӑшпа сипленес пулать».

Он сейчас меня раздел, постукал, послушал, разные там штуки… живот помял, потом и говорит: «Вам, папаша, надо, говорит, лечиться сжатым воздухом».

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӑшт ҫеҫ ӗҫ ан тухтӑр — тӳрех хунӗм, унччен вара хунӗшӗсӗр те лайӑхах пурӑннӑ.

Как что, так сейчас и папаша, а прежде и без папаши можно было.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хуҫисем пӑрӑнччӑр кӑна е ҫывӑрса кайччӑр кӑшт, вӑл тӳрех хӑрах уран сиккелеме, аллисем ҫинче чул сиктерме тытӑнать.

Нужно было только хозяевам уйти или уснуть, чтобы он занялся чем-нибудь вроде прыганья на одной ножке или подбрасыванья камешков.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Огнянов ун пиҫиххинчен ятаган туртса кӑларчӗ те, армантан чупса тухрӗ, тӳрех тӗрӗксен ушкӑнӗ ҫинелле ыткӑнчӗ, хаяр тӑшманӗсене сылтӑмалла та сулахаялла сулса чике-чике тухрӗ…

И, выхватив у него из-за кушака длинный ятаган, Огнянов выбежал из мельницы и ринулся в толпу, нанося страшные удары направо и налево…

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех