Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Корней, хӗрӗ мӗншӗн тилмӗрсе, пӑлханса пӑхнине тавҫӑрса илме тӑрӑшса, хӑй те ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, унтан нимӗн шарламасӑр аллине илчӗ те, хулпуҫҫисене ҫӗклентерсе, вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхекен нӳрӗ ҫиле хирӗҫ малалла утрӗ.

Корней пристально посмотрел на дочь, стараясь угадать, что таилось за ео смятенным, просящим взглядом, затем молча отнял руку и, втянув голову в плечи, зашагал дальше навстречу сырому, моросящему ветру.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ Иннокентий Павлович ҫинчен калатӑп, — терӗ Корней малалла, хӗрне шухӑшласа илме памасӑр.

Я об Иннокентии Павловиче говорю, — не давая ей опомниться, продолжал Корней.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тинех ӗнтӗ вӑл пӗтӗм района хӑй аллине илме, хӑйӗн мӗн пур пултарулӑхне кӑтартма пултарать.

Наконец-то он мог взять в свои руки целый район и показать, на что способен!

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӑм илме пуҫласран хӑратӑр-и?

Боитесь, стричь начнут?

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах ун вырӑнне вӑл ыттисене — бригадирсене фермӑ заведующийӗсене, колхозра хӑй пысӑк вырӑнсене лартнӑ ҫынсене пӗрине те — «илме» чарман.

Но зато он позволял «брать» другим — бригадирам, заведующим фермами, всем, кого он поставил на командные посты в колхозе.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шӑпах ҫавнашкал, Аникей каларӑш, «проектлӑ», пуҫлӑхсем пулни ӑна пӗр ҫирӗп йӗрке тытса пыма хистенӗ — саккунпа илме тивӗҫлинчен ытла колхозра ху урӑх нимӗн те ан ил, — пурӑнма вӑл та ытлашшипех ҫитет.

Именно наличие таких «проектных», как их называл Аникей, руководителей, заставляло его нерушимо придерживаться одного железного правила: самому не брать в колхозе ничего сверх того, что ему положено было по закону, — и этого вполне хватало на жизнь.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Темскер асӑрханӑ пулас, — шухӑшларӗ Любушкина, халлӗхе хӑй пӑшӑрханнине нимӗнпе те палӑртмасӑр, Иван Фомич мӗн ыйтса пӗлесшӗн пулнине унӑн пит-куҫӗнчен тавҫӑрса илме тӑрӑшса.

«Видно, что-то приметил, — думала она, ничем пока не выдавая своего беспокойства и пытаясь по выражению лица Ивана Фомича определить, что он хочет у нее выведать.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вӑл хӑйӗн кил-ҫуртӗнче хӑй хуҫа, мӗн те пулин кӑмӑлне каймасан, кӗҫӗн ывӑлне те, кинне те ятласа илме пултарать, хулара вара никама та хӑтӑрса илеймӗн!

В своей родной избе она пока полновластная хозяйка, и если что не по ней, то пошумит и на Тихона и на невестку, а в городе и построжиться будет не на кого!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аран-аран палӑракан хӑш-пӗр енсем тӑрӑх кӑна ҫак ҫын ҫав аркатуллӑ, ҫил-тӑвӑллӑ ҫулсенчи ҫулпуҫ пулнине палласа илме пулать.

Только по едва уловимым чертам можно было признать в нем вожака тех ледоломных и бурных лет.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер Корней — килне хӑвӑртрах ҫитес килнӗрен — хӑйӗн умӗнче нимӗн курмасӑр, сывлӑш ҫавӑрма тата куҫа хупӑрласа илекен куҫҫульне шӑлса илме ҫеҫ сайра хутра чарӑнкаласа, Черемшанкӑ тӑрӑх ыткӑнса чупрӗ.

Вчера, подхлестываемый жгучим нетерпением, Корней опрометью бежал по Черемшанке, ничего не видя перед собой, лишь изредка останавливаясь, чтобы перевести дыхание и стряхнуть застилавшую глаза слезную муть.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пысӑк парӑма тӳлесе татма пӗтӗ ӗнене сутма тата шӑпах вӑй илме тытӑннӑ улма садне пӑрахма тивнӗ.

Чтобы уплатить большой долг, пришлось продать стельную корову и забросить входивший в самую силу яблоневый сад.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна валли, чӑнах, кучченеҫ-мӗн илсе килеймерӗм эпӗ, кучченеҫне ӑна тупса илме ҫук, пӗр те пӗр буржуйсен, купцасен япалисенчен темскер кирлӗ пулас-тӑк, — калӑр: халех сӗтӗрсе килетӗп.

Гостинцу я ей не привез, негде его взять, гостинца-то, а ежели вам что из буржуйского, купецкого имения надо, — говорите: зараз пойду и приволоку.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн халь лару-тӑру питӗ кӑткӑс, ҫавӑнпа хӗрлисене, ку енне каҫма хатӗрленме парас мар тесе, хуйхатса илме шутларӑмӑр.

Положение у нас зараз дюже сурьезное, поэтому и решили им тревоги наделать, не дать приготовиться к переправе.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеец, йӗнерне хывса илме тесе, вӗлернӗ лаша патне пӗшкӗнет.

Красноармеец нагнулся, чтобы снять с убитой лошади седло.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем Дон урлӑ Вешенски патӗнче каҫса хӑтланмаҫҫӗ, ҫакна валли вӗсем майлӑрах вырӑн суйласа илме тӑрӑшаҫҫӗ тесе Григорий тӗрӗс шухӑшлани тепӗр куннех ҫирӗпленчӗ.

Предположение Григория о том, что красные не будут предпринимать попыток к переправе против Вешенской, а изберут для этого более удобное место, подтвердилось на другой же день.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн сарайне те хыпса илме пуҫланӑ та, хӗрлисем хӑйсемех сӳнтернӗ.

Наш сарай было занялся, но они сами затушили.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулнӑччӗ-и пуҫра ҫӗлӗк, ҫук-и? — ниепле аса илме пултараймарӗ.

Никак не мог припомнить: была на нем шапка или нет?

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор Зыков 1-мӗш дивизин утлӑ чаҫӗсем халӗ те килменнине пӗлчӗ те хӑйӗн сотнине Базкинче кӗтсе илме шутларӗ.

Прохор Зыков, узнав о том, что конные части 1-й дивизии еще не прибыли, решил дождаться своей сотни на Базках.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кайтӑрин лазаретпа, сана ак — ҫакӑн пек чиперккене, ҫитменнине тата ҫакӑн пек хӳхӗм утпа — кирек кам та качча илме хатӗр!

Пущай его с лазаретом едет, а тебя — такую раскрасавицу, да ишо с таким конем в приданое, любой в жены возьмет!

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл юнӑхнӑ куҫ улмине ҫилӗллӗн чарса пӑхать, мӑйне пӗкет те, сарӑ шӑл тунине ҫарӑлтарса, хӗрарӑма юбки айӗнчен тухса кайнӑ ҫаврака чӗркуҫҫийӗнчен ҫыртса илме хӑтланать.

Он выворачивал налитое кровью глазное яблоко, изгибал шею и, обнажая желтую плиту оскала, норовил цапнуть бабу за круглое, вылезшее из-под юбки колено.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех