Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наталья ӑна алӑк патне ҫитиччен куҫӗпе пӑхса ӑсатрӗ те нимӗн шарламасӑр стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.Наталья до дверей проводила его взглядом и молча повернулась к стене.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лешӗ, Григорий еннелле ҫаврӑнса, сӑмах шарламасӑр пуҫ тайрӗ те алӑк патнелле утрӗ.Тот повернулся лицом к Григорию, молча поклонился ему, пошел к двери.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрарӑмсем шӑпӑрт шарламасӑр ӗҫлерӗҫ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья ним шарламасӑр куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта пычӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пантелей Прокофьевич Аникушка арӑмӗн сӑмахӗсене ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑнса итлесе пӗтерчӗ те, ним шарламасӑр, тӳрех ҫенӗке тухрӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Силантипе пӗрле ним шарламасӑр пӳрт никӗсӗ тавра пӑхса ҫӳрерӗ, пушар вӑхӑтӗнче шӑранса ирӗлнӗ, мерчен пек йӑлтӑртатакан кантӑк чӑмаккине чӑпӑркка вӗҫӗпе тӗртсе пӑхрӗ те тарӑхнипе хӑйӑлтатма тытӑннӑ сасӑпа каларӗ:
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Вӗсем, атьсемӗр, ним шарламасӑр пыраҫҫӗ, ҫут тӗнчере ҫавӑн йышши йӑх-ях ӑҫтан тупӑннинчен хӑйсем те тӗлӗнеҫҫӗ пулас…
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй те ура ҫине сиксе тӑрать, ӗнтӗ тӑнӑ ҫӗртех хӑй ҫинелле нимӗн шарламасӑр чупса килекен кӗре сӑн-питлӗ ҫамрӑк мар хӗрлӗармееца юлашки хут тӗллесе перет те курать: лектереймерӗ, Хӗрлӗармеецӗ тилӗрсе кайнӑ пек пӑрван та теветкел пит-куҫлӑ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, шухӑша путса, ним шарламасӑр ларчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Натальйӑна темле ӑшӑ, ачаш сӑмахсем каласшӑн пулчӗ, анчах сӑмахӗсем чӗлхе ҫине килмерӗҫ те, ӑна шӑпӑрт шарламасӑр хай ҫумне чӑмӑртаса, шуррӑн курӑнакан сӗвек ҫамкипе хурлӑхлӑ куҫӗсенчен чуптуса илчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӗмсӗр тарӑху капланса тулнипе, сӑнӗпе кӑвакарса-хӗрелсе кайса, карса хунӑ ҫӑварӗпе шӑкӑрт шарламасӑр анасласа (ҫак самантра вӑл шывран туртса кӑларнӑ шӑла пулӑ майлӑ туйӑнчӗ), вӑл пӗр ҫеккунт хушши кинӗ ҫине пӑхса ларчӗ, унтан хӑр-хар сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ:
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан хӑюлӑх ҫитерсе курницӑна кӗчӗ, шалт тӗлӗнсе хытнипе, ним шарламасӑр ҫӑварне карса хучӗ: Григорий Астаховпа пӗр сӗтел хушшинче, ним пулман пек, стаканри симӗсрех тӗслӗ пӑтранчӑк сӑмакуна сӑрӑхтарса ларать.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья ним шарламасӑр чей чашӑк ванчӑкӗсене пуҫтарчӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл кӑштах ним шарламасӑр ларчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, ним шарламасӑр йӑл кулса, Аксинья ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, кӑкӑрӗ ҫинчи винтовка ҫаккине типтерлӗн тӳрлетсе, лашине хӑвӑрт юрттарса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Федор Тимофеич хӑйне ухмах ӗҫсем тума хушассине кӗтсе, ним шарламасӑр унталла-кунталла пӑхкаласа тӑрать.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Хуҫи ун умӗнче пӗр минута яхӑн ним шарламасӑр ларчӗ те: — Иван Иваныч! Мӗн пулчӗ сана? Эсӗ вилетӗн-и мӗн? Ах, халь тин астурӑм! — тесе пуҫне вӑл аллипе тытрӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Халлӗхе паллӑ пулмарӗ-ха — ӳпкелени пырса тиврӗ-и ӑна е, пачах урӑхла, заместителӗ те, йӗркеллӗ пулас тесе, хӑйне хумхантарнӑ ыйту пирки шарламасӑр тӑманнипе, тавлашӑва вара яр уҫҫӑн татса пама май килнипе кӑмӑллӑ пулчӗ-и вӑл?
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Корней, хӗрӗ мӗншӗн тилмӗрсе, пӑлханса пӑхнине тавҫӑрса илме тӑрӑшса, хӑй те ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, унтан нимӗн шарламасӑр аллине илчӗ те, хулпуҫҫисене ҫӗклентерсе, вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхекен нӳрӗ ҫиле хирӗҫ малалла утрӗ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ан хӑрат, пурпӗрех шарламасӑр лармастӑп!..
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.