Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аван сăмах пирĕн базăра пур.
Аван (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та 7. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван; 8. Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ; 9. анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.

6. И Иисус, сын Навин, и Халев, сын Иефонниин, из осматривавших землю, разодрали одежды свои 7. и сказали всему обществу сынов Израилевых: земля, которую мы проходили для осмотра, очень, очень хороша; 8. если Господь милостив к нам, то введет нас в землю сию и даст нам ее - эту землю, в которой течет молоко и мед; 9. только против Господа не восставайте и не бойтесь народа земли сей; ибо он достанется нам на съедение: защиты у них не стало, а с нами Господь; не бойтесь их.

Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.

17. Но тесть Моисеев сказал ему: не хорошо это ты делаешь: 18. ты измучишь и себя и народ сей, который с тобою, ибо слишком тяжело для тебя это дело: ты один не можешь исправлять его; 19. итак послушай слов моих; я дам тебе совет, и будет Бог с тобою: будь ты для народа посредником пред Богом и представляй Богу дела [его]; 20. научай их уставам [Божиим] и законам [Его], указывай им путь [Его], по которому они должны идти, и дела, которые они должны делать; 21. ты же усмотри [себе] из всего народа людей способных, боящихся Бога, людей правдивых, ненавидящих корысть, и поставь [их] над ним тысяченачальниками, стоначальниками, пятидесятиначальниками и десятиначальниками [и письмоводителями]; 22. пусть они судят народ во всякое время и о всяком важном деле доносят тебе, а все малые дела судят сами: и будет тебе легче, и они понесут с тобою бремя; 23. если ты сделаешь это, и Бог повелит тебе, то ты можешь устоять, и весь народ сей будет отходить в свое место с миром.

Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13. виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн; 14. хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15. мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.

12. И сказал ему Иосиф: вот истолкование его: три ветви - это три дня; 13. через три дня фараон вознесет главу твою и возвратит тебя на место твое, и ты подашь чашу фараонову в руку его, по прежнему обыкновению, когда ты был у него виночерпием; 14. вспомни же меня, когда хорошо тебе будет, и сделай мне благодеяние, и упомяни обо мне фараону, и выведи меня из этого дома, 15. ибо я украден из земли Евреев; а также и здесь ничего не сделал, за что бы бросить меня в темницу.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Авраама ҫакӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн [Измаилшӑн] питех те аван мар пек туйӑннӑ.

11. И показалось это Аврааму весьма неприятным ради сына его [Измаила].

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, ашаксем те, арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ.

16. И Авраму хорошо было ради ее; и был у него мелкий и крупный скот и ослы, и рабы и рабыни, и лошаки и верблюды.

Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Египет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑйӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; 12. сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; 13. эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ.

11. Когда же он приближался к Египту, то сказал Саре, жене своей: вот, я знаю, что ты женщина, прекрасная видом; 12. и когда Египтяне увидят тебя, то скажут: это жена его; и убьют меня, а тебя оставят в живых; 13. скажи же, что ты мне сестра, дабы мне хорошо было ради тебя, и дабы жива была душа моя чрез тебя.

Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар, тенӗ.

18. И сказал Господь Бог: не хорошо быть человеку одному; сотворим ему помощника, соответственного ему.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31 Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван.

31. И увидел Бог все, что Он создал, и вот, хорошо весьма.

Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилес тата ҫӗнетес ӗҫ аван пурнӑҫланса пырать.

Реставрируются и восстанавливаются объекты культурного наследия.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858

Вӑл аван пулсан чылай ҫитӗнтерӗччӗҫ, лаптӑка пысӑклатӗччӗҫ, техника туянӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗртӑванӑрсем те музыкӑна аван чухлаҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакна эпӗ питӗ аван тесе шухӑшлатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл ҫӗршыври экономика лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑл маррине пӑхмасӑр регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫленине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Вӗсем, хулара пурӑнаканскерсем, ӑна-кӑна аван чухлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫӗрулмине кӑмакара е духовкӑра чӑмӑрла пӗҫерсен аван.

Картофель лучше готовить в печке или в духовке целиком в мундире.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Хурӑн, йӑмра, ҫӑка, ӑвӑс, тирек, вӗрене, акаци турачӗсенчен ҫыхсан аван.

Можно заготовить из веток березы, ветлы, липы, осины, тополя, клена, акации.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Кунта пурте аван ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар.

Не ошибкой будет сказать, что здесь все хорошо успевают.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Халӗ артист профессийӗ чи йывӑр ӗҫсенчен пӗри иккенне питӗ аван пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Уйрӑмах ҫулла, симӗс апат ура айӗнче чухне, укҫа аван тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех