Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тух 18

Пай: Библи –> Тух 17

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.28 11:04

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 539

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ, 2. Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере — 3. тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ; 4. тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ]. 5. Моисей хунӗ Иофор унӑн ывӑлӗсемпе, унӑн арӑмӗпе пӗрле Моисей патне пушхире, Турӑ тӑвӗ патӗнче тапӑрӑн ларса тухнӑ ҫӗре, ҫитнӗ те 6. Моисее хыпар тунӑ: эпӗ, Иофор хуню, сан патна пыратӑп, арӑму та, унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ те пыраҫҫӗ, тенӗ. 7. Моисей хӑйӗн хуньӑшне хирӗҫ тухнӑ та [ӑна] ӳксе пуҫҫапнӑ, ӑна чуптунӑ, вара пӗр-пӗрне саламланӑ хыҫҫӑн вӗсем чатӑра кӗнӗ. 8. Моисей хӑйӗн хуньӑшне Ҫӳлхуҫа фараонпа [мӗнпур] Египет халӑхне Израильшӗн мӗн-мӗн кӑтартни ҫинчен, ҫул ҫинче хӑйсене тӗл пулнӑ мӗнпур йывӑрлӑх ҫинчен тата Ҫӳлхуҫа вӗсене [фараон аллинчен, Египет ҫыннисен аллинчен] епле хӑтарни ҫинчен каласа панӑ. 9. Египет ҫыннисен аллинчен [тата фараон аллинчен] хӑтарнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Израиле кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхсемшӗн Иофор пӗтӗм чӗререн савӑннӑ.

10. Иофор каланӑ: сире Египет ҫыннисен аллинчен, фараон аллинчен хӑтарнӑ, ҫакӑ халӑха Египет ҫыннисен пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ; 11. халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа пур турӑран та аслӑ, хӑйсене Израиль ҫыннисенчен асла хуракансене Вӑл ҫакна кӑтартрӗ, тенӗ. 12. Вара Моисей хунӗ Иофор пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Турра парне кӳнӗ, ытти парне те кӳнӗ; Аарон тата Израилӗн пӗтӗм аслӑ ҫынни Моисей хунӗпе пӗрле Турӑ умӗнче ҫӑкӑр ҫиме пынӑ.

13. Тепӗр кунне Моисей халӑха сут тума ларнӑ, халӑх Моисей умӗнче иртен пуҫласа каҫчен тӑнӑ. 14. Моисей хунӗ [Иофор] вӑл халӑха мӗн тунине пурне те курнӑ та каланӑ: эсӗ халӑха капла мӗн тӑватӑн? мӗншӗн эсӗ ху анчах ларатӑн, пӗтӗм халӑх сан умӑнта иртен пуҫласа каҫчен ура ҫинче тӑрать? тенӗ. 15. Моисей хӑйӗн хуньӑшне каланӑ: халӑх ман патӑма Турӑ сутне ыйтма килет; 16. вӗсен мӗнле те пулин ӗҫ сиксе тухсассӑн, вӗсем ман патӑма килеҫҫӗ, эпӗ вара пӗринпе тепӗри хушшинчи тавӑҫа татса паратӑп тата [вӗсене] Турӑ йӗркисене, Унӑн саккунӗсене пӗлтеретӗп, тенӗ. 17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.

24. Моисей хунӗн сӑмахӗсене итленӗ те йӑлтах [хӑйне] каланӑ пек тунӑ; 25. Моисей вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ хушшинчен пултаруллӑ ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене халӑх пуҫлӑхӗсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] — туса лартнӑ; 26. вӗсем ӗнтӗ халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑнӑ; [пӗтӗм] пысӑк ӗҫ ҫинчен Моисее пӗлтерсе тӑнӑ, вак ӗҫсене пурне те хӑйсемех татса панӑ. 27. Моисей вара хуньӑшне ӑсатнӑ, лешӗ хӑйӗн ҫӗрне кайнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех