Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типсе (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсен ӗнерхи куҫҫулӗ те типсе ҫитменччӗ-ха, вӗсем каллех малтанхинчен те хытӑрах хӳхлеме тытӑнчӗҫ.

У баб еще слезы с вчерашнего не просохли, а они уже завопили вновь, да еще сильнее.

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл хӑйӗн куҫҫульне шӑлмарӗ: куҫҫулӗ хӑех типсе пычӗ.

Слез своих она не утирала: они высохли сами.

XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Алла лекнӗ темиҫе ҫырӑва уҫса (вӗсенчен пӗринчен типсе кайнӑ, шупкаланнӑ лентӑпа ҫыхнӑ чечек тухрӗ,) вӑл хулпуҫҫийӗсене ҫеҫ сиктерсе илчӗ, камин ҫине пӑхса, вӗсене айккинелле ывӑтса ячӗ, ҫак ниме кирлӗ мар ҫырусене ҫунтарса ярасшӑн пулчӗ пулмалла.

Развернув наудачу несколько писем (в одном из них оказался засохший цветок, перевязанный полинявшей ленточкой), — он только плечами пожал и, глянув на камин, отбросил их в сторону, вероятно, сбираясь сжечь весь этот ненужный хлам.

Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Вӗсем нӳрӗ-ха, куҫҫульпе йӗпеннӗ пичӗ ҫеҫ типсе ҫитнӗ.

И ресницы ее были влажны, а лицо уже высохло от слез.

XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Кунти лавккасемпе ҫуртсем пӗтӗмпе пекех кивӗ, типсе шултӑрканӑ, вӗсене ӗмӗртенпе те сӑрламан; ҫӗрӗшнӗскерсем аран лараҫҫӗ.

Почти все лавки и дома здесь были старые, рассохшиеся и испокон веку некрашеные; все это едва держалось от ветхости.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Машинӑсем ҫинчи сӑрсем типсе ҫитме те ӗлкӗреймерӗҫ, команда янӑраса та кайрӗ: «Ларӑр!»

Краска еще не высохла на наших машинах — команда: «Садись!»

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Алӑ пуснисем типсе ҫитмен вӗт хучӗсем ҫинче…

Подписи под бумажками не высохли…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Санпа хӗрсем интересленеҫҫӗ, а эсӗ кӗнеке ҫинче типсе ларатӑн.

Тобой девочки интересуются, а ты над книгой сохнешь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эй, ҫӳлти аттемӗр, санӑн яту хисеплентӗр, — пӑшӑлтатма тытӑнчӗ карчӑк хӑйӗн типсе кайнӑ тутисемпе.

 — Отче наш, иже еси на небеси, да святится имя твое… — зашептала она высохшими губами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫакна тумашкӑн, — Жухрайӑн сасси типсе кайнӑ пырӗнчен хӑйӑлтатса тухма тытӑнчӗ, — виҫҫӗр аллӑ рабочи тата икӗ инженер кирлӗ.

Для этого нужно, — голос Жухрая в пересохшем горле заскрипел, — триста пятьдесят рабочих и два инженера.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ытлашши тиесе тултарнӑ, аманса пӗтнӗ вагонсем рельс сыпӑкӗсем тӗлӗнчен халтӑртатса, хӑйсен типсе кайнӑ кӗлеткисене чӗтретсе ирте-ирте каяҫҫӗ.

Перегруженные, расхлябанные вагоны, скрипя и потрескивая сухими кузовами, вздрагивали на стыках.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫынсем выҫӑпа ҫеҫ мар, тата шывсӑр типсе асапланаҫҫӗ.

Люди страдали не только от голода, но и от жажды.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Тӑм типсе ҫитсен, фургона кӑларма тата та йывӑртарах пулӗ.

— Когда глина высохнет, будет ещё трудней вытащить фургон.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та ҫулҫӑсем, типсе ларасран хӑраса, хӗвеле хӑяккӑн тӑнӑ.

Поэтому листья, защищаясь от излишнего испарения, обращают к солнечным лучам ребро своей поверхности.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунта сывлӑш типӗ, ҫумӑрсем сайра пулаҫҫӗ, тӑпра типсе кайнӑ.

Здесь воздух сух, здесь дожди редки, почва иссушена.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малалла темӗн сарлакӑш лакӑмсем, хӗвелӗн тӳрӗ пайӑркисен айӗнче хӑвӑрт типсе пыраканскерсем, пылчӑкпа кӳлленсе выртаҫҫӗ.

Далее дорога проходила мимо обширных лагун, быстро высыхающих под прямыми лучами солнца.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав шӑрӑхра вӗсем январӗн 7-мӗшӗнче тропик урлӑ каҫса кайнӑ; час-часах вӗсене миражсем улталанӑ, кунтан та ытларах вӗсем шывсӑр типсе ҫитнӗ, аслатиллӗ ҫумӑр пулнӑ кунсенче анчах ӑна тӑраниччен ӗҫме май килнӗ.

7 января они пересекли тропик при нестерпимо палящем зное; часто их обманывали миражи, ещё чаще мучила жестокая жажда, утолить которую удавалось только в дни больших гроз.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӗтӳ шывсӑр типсе асапланать, ҫапах та вӑл вырӑнтан та хускалмасть.

Стадо страдало от жажды и всё-таки не двигалось с места.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Материк, унӑн юханшывӗсем кунран-кун ытларах та ытларах типсе пыраҫҫӗ.

Материк, реки которого пересыхают день ото дня всё больше и больше.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирвайхи хаваслӑ самантсем иртсен, Паганель, Аустин, Вильсон тата Мюльреди, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен килнисем пурте хӑйсем шывсӑр типсе вилессине сисрӗҫ.

После первых излияний Паганель, Аустин, Вильсон и Мюльреди — словом, все вновь прибывшие, почувствовали, что они умирают от жажды.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех