Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вӑхӑтра эпир Военно-революционнӑй комитет пире кашнине пӗрер наган парӗ тесе те шаннӑччӗ.

Одно время мы надеялись, что военно-революционный комитет выдаст нам по нагану.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Зиночка сана хӑвӑн чӗрӳне заказной пакетпа ярса тавӑрса парӗ!

Зиночка вернет тебе твое сердце заказным пакетом…

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эсӗ хӑвӑн чӗрӳнтен ыйт — вӑл санӑн вырӑс чӗри, каласа парӗ.

Сердца своего спроси, оно у тебя русское, оно подскажет.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Архипушка, — йӑлӑнса ыйтать Егоровна, — ҫӑл, вутран тухма пулӑш ҫав эсрелӗсене, уншӑн сана турӑ ырӑ кунҫул парӗ.

– Архипушка, – говорила ему Егоровна, – спаси их, окаянных, бог тебя наградит.

VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑхӑчӗпе, значӑт, правительство та тен пулӑшу парӗ.

А там, глядишь, и помощь нам будет от правительства, значит.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тен сасӑ парӗ.

Может, отзовётся.

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ку ыйтӑва Коля хӑй те татса парӗ, текех пӗчӗк ача мар вӑл, — терӗ те Вера тулли витрисене алла илчӗ.

Пусть Коля сам решит этот вопрос, он уже не маленький, — сказала Вера и взяла в руки полные ведра.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Апла вӑл пурне те каласа парӗ, пӗрре те чӗлхине тытма пӗлмест Николай.

Он сразу же все расскажет, Николай не умеет держать язык за зубами.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ман шутпа, кил хуҫине кӗтсе илмелле, вӑл вара тавлашӑва татса парӗ те.

Мне кажется, надо дождаться хозяйку, она и разрешит наш спор.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Шкула уҫнӑранпа 120 ҫул ҫитнине ҫак кун пурте пӗрле паллӑ туни уява тата савнӑҫлӑрах та сумлӑрах ирттерме май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Ӑнсӑртран ҫавӑн пек телейлӗ япала пулни чӑнах та кам вӗлернине кӑтартса парӗ, тесе шухӑшларӗҫ ачасем.

Мальчики подумали было, что это счастливое обстоятельство направит подозрения по верному пути.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Францири тӗрлӗ регион чӗлхисем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен каласа парӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хавал» уйлӑха йыхравлаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22164.html

Ертӳҫӗ ҫакна пысӑк хак парӗ.

Руководитель этому даст высокую оценку.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Халӑхсене ҫывӑх тӑракан, вӗсен кун-ҫулӗпе, пурнӑҫӗпе тӳрреммӗнех кӑсӑкланакан организаци республикӑри чылай наци ҫыннине хӑйсем ҫине ҫӗнӗлле, тишкерӳллӗ куҫпа пӑхма май парӗ, вӗсен культурине, йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса малалла аталантарас ӗҫре ҫаврӑнӑҫуллӑрах пулма хистӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Виҫҫӗмӗш черет пире производствӑна виҫӗ хут ӳстерме май парӗ, — ӗмӗчӗпе паллаштарчӗ гендиректор.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Хупӑ системӑсен термодинамикин никӗсӗсем» теори ҫеҫ ҫак тӗллеве пурнӑҫлама май парӗ.

Только теория "основ термодинамики закрытых систем" даст нам выполнить эту цель.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Апат хуранӗн парӗсене, вар-хырӑма, ӳпкене, ар органӗсене пулӑшу парӗ.

Окажет помощь желудочной железе, желудку, легким, половым органам.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫав йӑласем, уйрӑмах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчисем, мӗнлерех йӗркеленсе кайнине пӗлни халӑхӑмӑрӑн аталану ҫулне, унӑн хӑй евӗрлӗхне лайӑхрах курма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Унсӑр пуҫне шалча пӑрҫин хутаҫне ярса хатӗрленӗ шӗвексем хырӑм ай парӗ шыҫнине /панкреатит/ тата пӳре шыҫнине /пиелонефрит/ ирттереҫҫӗ, шӑк хӑвалаҫҫӗ, ӳт тӑртаннинчен, циститран, шыв чирӗнчен /водянка/ сиплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Хырӑм ай парӗ шыҫсан ӑна хатӗрлесси пӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех