Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вадя та чупать, чупнӑ ҫӗртех перет.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Кусене эсир пӗри юлмиччен пӗтерӗр! — кӑшкӑрчӗ вӑл окопри салтаксене чупнӑ ҫӗртех.— А этих вы добивайте! — крикнул он на ходу оставшимся в окопе солдатам.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Малалла, малалла кайӑр, унта вӗсем туллиех! — терӗҫ вӗсем утнӑ ҫӗртех.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Корпус ҫапла пынӑ ҫӗртех ҫапӑҫать, ҫавӑнпа пирӗн пулӑшу кирлӗ те мар пулас вӗсене.Корпус вел бой с хода, и наша помощь ему, видно, не требовалась.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Шопен маршӗ, — терӗ Саша утнӑ ҫӗртех.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе ҫулпуҫӗн ҫирӗп аллинчи кимӗ хытӑ пынӑ ҫӗртех пӗр тавар хушӑкалла кӗрсе кайрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вилессе те вӑл таҫта, райкомран суда чупнӑ ҫӗртех, вилет пулмалла.Он и умрет-то, наверное, где-нибудь на бегу из райкома в суд…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗлӗрсе выртнӑ ҫӗртех Павел такам пынине туйрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Салтак шӑрпӑк коробкине вӗҫсе пынӑ ҫӗртех ярса тытать те шӑрпӑкӗсене хуҫа-хуҫа сӗркелет, юлашкинчен чӗртет.Солдат ловит ее на лету и, часто ломая спички, наконец закуривает.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫак юпасем тӳрем ҫӗртех лараҫҫӗ пулин те, вӗсем уйӑракан икӗ тӗнче хушшинче тӗпсӗр выран тӑсӑлса выртать.Меж двумя мирами пролегла пропасть, хотя столбы врыты на ровной земле.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫӑкӑр чӗллине тытнӑ алли ҫӑварӗ патне пынӑ ҫӗртех чарӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хывса хунӑ шинельсемпе кӗрӗк пиншаксем ӗҫленӗ ҫӗртех юр ҫинче выртаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Географ ҫапла хавхаланса пынӑ ҫӗртех сасартӑк шикленсе кайрӗ, ӑна хӑйӗн юлташӗсем лашипе пӗрле ҫӗр ҫине михӗ пек ӳкнине асӑрхарӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пынӑ ҫӗртех пӗр ҫӗре ҫавӑрӑнса кӗрсен, ҫулҫӳревҫӗсен умне ӑнсӑртран пӗр юхӑннӑ хупах тухса тӑман пулсан, тӳрех калас пулать, Айртона ҫул кӑтартса пыма питӗ йывӑр пулатчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Йӑрӑ ача, аппӑшӗ темӗн чул каласа тӑнӑ ҫӗртех, пӗрмаях пуринчен малтан вӗҫтерсе пырса, пуринчен малтан персе ярать.Смелый мальчик, вопреки просьбам сестры, всё время мчался впереди всех и всегда стрелял первым.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Морилене хӑйӗн «Перувианка» карапӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ ҫӗртех тыткӑна илнӗ.Мориль был взят в плен на берегу, в том самом месте, где его корабль «Перувианка» потерпел крушение.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах бумерангӑн нимрен тытӑнса тӑмалли те ҫук; ҫӗре перӗнмест вӑл, ҫапах та вӗҫсе пынӑ ҫӗртех тепӗр май ҫавӑрӑнса каять.Но у бумеранга нет никакой точки опоры, он не касается земли и всё же меняет направление полета.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Географ пынӑ ҫӗртех ҫывӑрать-мӗн.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ученый шӑтӑкран йӑраланса тухрӗ, ҫывӑрнӑ урисене пынӑ ҫӗртех тӳрлеткелесе, Гленарван хыҫӗнчен ҫыран хӗрринелле утрӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Часах вӗсенчен ҫур миль кӑнтӑралла хартлатнисем, мӗкӗрсе ҫухӑрнисем илтӗнме пуҫларӗҫ, ухмаха ернӗ чӗрчунсен темӗн пысӑкӑш кӗтӗвӗ курӑнчӗ, вӗсем меслетсӗр хытӑ ӗрӗхеҫҫӗ; чупнӑ ҫӗртех пӗрне-пӗри сирпӗтсе яраҫҫӗ те, ҫӗре ӳкнисене таптасах каҫса каяҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.