Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултӑр сăмах пирĕн базăра пур.
пултӑр (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Ырӑ каҫ пултӑр.

– Добрый вечер.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

— Асӑну хӑмине ҫакни — Геннадий Николаевич ятне асра хӑвармалли малтанхи утӑмсенчен пӗри пултӑр.

- Открытие доски памяти - первый шаг воспоминаний о Геннадии Николаевиче.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ертсе пыраканни ҫеҫ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Апла пулсан хӗрлӗ диплом уншӑн парне вырӑнне пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Эпӗ унта-кунта ҫитнӗ чухне «укҫа-тенке сапаласа ҫӳрет» тенине илтсе намӑс курмалла ан пултӑр.

Когда я куда-либо выезжаю, чтобы обо мне не говорили, что я не умею экономить деньги.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

— Ҫак сӑмахсенчен пахи мӗн пултӑр, — тет Лариса Ивановна. — Ӑнланатӑр-и: мӗнпур япалана укҫапа хаклаймӑн.

- Что есть дороже этих слов, - говорит Лариса Ивановна. - Понимаете: не все деньгами измеряется.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Атте ача чухнех: «Кӑмӑла тивӗҫтерекен вырӑн тупмалла. Ирпе тӑрсан «каллех ӗҫе каймалла» тесе ассӑн сывламалла ан пултӑр», — тетчӗ, — хӑйне тупнине палӑртать маттур каччӑ.

Папа с детства говорил: "Работу надо искать по душе. Чтоб по утрам не пришлось с сожалением говорить "опять на работу", - говорит подчеркивая нашедший себя молодчина парень.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Кунта сортсене уйӑрма ҫӑмӑл пултӑр тесе ячӗсене ҫырса ҫакнӑ: «Вернисаж», «Гибрия», «Кураж» тата ытти те.

Чтобы легко ориентироваться в сортах, здесь везде висят таблички: «Вернисаж», «Гибрия», «Кураж» и так далее.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Кӑштах укҫа-тенкӗ пултӑр тесе усратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Пултӑр вӑл манӑн анне!

Пусть она будет моей мамой!

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Мӗн моди пултӑр вӑл?

А чего там модного?

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Урӑхран «реформаторсен» хурри ан пултӑр вӑл.

Чтобы он дальше не был посмешищем "реформаторов".

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Мӑшӑр атте пек пултӑр.

- Пусть супруг будет как отец.

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Мӑшӑрӑн хваттер пултӑр, гаражра машина лартӑр, кӗсьере укҫа чӑштӑртаттӑр — ҫапла ӗмӗтленеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Путенесене те ачишӗн усӑллӑ ҫимӗҫ пултӑр тесе ӗрчетет Сергей.

Сергей разводит перепелов ради полезной еды для ребенка.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ылтӑн алӑллӑ Сергей Валерийӑна ӳсме хӑтлӑ пултӑр тесе пӳртрех туалетпа ваннӑй пӳлӗмне хута янӑ.

Чтоб Валерии было удобно, Сергей смастерил туалет и ванную в доме.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫыннӑн ӗҫлес кӑмӑлӗ кӑна пултӑр.

Было бы у человека только желане работать.

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Чӑннипех - ҫӗнӗ йышши техника, механизаторсемшӗн меллӗ пултӑр тесе кондиционерсем те вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫитменнине тата вӑл пӗр харӑсах ҫӗр ҫын килнине кӑна мар, пин-пин ҫын килнине те ҫӑмӑллӑнах чӑтса ирттерме пултаракан инфратытӑм пултӑр.

Причем такой инфраструктуры, которая легко бы выдержала наплыв не сотен, а тысяч туристов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Сывӑ пултӑр футбол!

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех