Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Пухура кӑмӑллӑ пулма тӑрӑш, хӑвӑнтан асли умӗнче пуҫна тай; 8. мӗскӗне хӑлхуна тайса итле, ӑна кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн хуравла; 9. хурлӑх куракана хурлӑх кӑтартаканӗн аллинчен хӑтар, сут тунӑ чухне чӗрӳ халсӑр ан пултӑр; 10. тӑлӑх ачасемшӗн ашшӗ вырӑнне, вӗсен амӑшӗшӗн сыхлавҫӑ ар вырӑнне пул: 11. вара эсӗ Ҫӳлти Турӑшӑн ывӑл пек пулӑн, Вӑл сана тӑван аннӳрен те ытларах юратӗ.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫыннӑн ырӑ ячӗ ашшӗ чысӗнчен килет, амӑшне мӑшкӑл туни ачисен ятне ҫӗртет.11. Слава человека - от чести отца его, и позор детям - мать в бесславии.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑхӑтсӑр вилнӗ ывӑлӗшӗн ҫунса кулянакан ашшӗ вилнӗскерӗн сӑнне касса тунӑ та — кайран ӑна турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапма тытӑннӑ, хӑйне пӑхӑнса тӑракансене вӑрттӑн йӑла-йӗркене вӗрентсе хӑварнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑйсене ырӑ кӑмӑлпа ӑс парса сӑнанӑ чухне вӗсем усал ҫынсем сут умӗнче тарӑхса мӗнле асап тӳснине пӗлнӗ: 11. Эсӗ вӗсене ашшӗ пек вӗрентсе тӗрӗсленӗ, лешӗсене вара хаяр патша пек айӑпласа хаса панӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пире ун ҫине пӑхма та йывӑр: унӑн пурӑнӑҫӗ ыттисен пурӑнӑҫӗ пек мар, унӑн ҫулӗ-йӗрӗ те урӑхла: 16. пире вӑл киревсӗр тесе шутлать те пирӗн ҫулран тасамарлӑхран пӑрӑннӑ пекех пӑрӑнать, тӳрӗ ҫынсен вилӗмне телейлӗ вилӗм вырӑнне хурать, чапшӑн ҫунса, Турра хӑйӗн ашшӗ теет.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тӳрӗ ҫыннӑн ашшӗ хӗпӗртесе тӑрать, ӑслӑ ҫынна ҫуратаканӗ калама ҫук савӑнать.24. Торжествует отец праведника, и родивший мудрого радуется о нем.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ухмаха ҫуратакан хуйхӑ тупнӑ, ухмахӑн ашшӗ савӑнса кураймасть.21. Родил кто глупого, - себе на горе, и отец глупого не порадуется.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрри ашшӗ вӗрентсе каланине уямасть; питленине тӑнлакан вара — ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын; [тулли тӳрӗлӗхре пысӑк вӑй упранать, усал ҫынсем вара ҫӗр ҫинчен тӗппипех ҫухалӗҫ.]
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑ ывӑл ашшӗ вӗрентсе каланине итлет, чӑрсӑрри вара питленине итлемест.1. Мудрый сын слушает наставление отца, а буйный не слушает обличения.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 12. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть: 11. ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк; 12. тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ; 13. ашшӗ ачисене хӗрхеннӗ пек, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене ҫапла хӗрхенет: 14. Вӑл эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӑлӑхсенӗн ашшӗ, тӑлӑх арӑмсенӗн хутне кӗрекенӗ — Турӑ — Хӑйӗн сӑваплӑ килӗнче.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иов хӗрӗсем пек хӳхӗм хӗрарӑмсем урӑх тӗнчипе те пулман, ашшӗ вӗсене те ывӑлӗсемпе танах еткерлӗх уйӑрса панӑ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫумӑрӑн ашшӗ пур-и? сывлӑм тумламӗсене кам ҫуратать?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл ман патӑмра мӗн ачаран ашшӗ ҫумӗнчи пек ӳснӗ, мӗн кӗҫӗнрен эпӗ тӑлӑх арӑма та пӑхса-пулӑшса тӑнӑ.18. Ибо с детства он рос со мною, как с отцом, и от чрева матери моей я руководил вдову.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суккӑр ҫыншӑн эпӗ — куҫ, уксаххишӗн ура пулнӑ; 16. мӗскӗнсемшӗн эпӗ ашшӗ пулаттӑм, хам пӗлмен тавӑҫа тимлӗн тишкереттӗм.
Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Гадассӑна, — ку ӗнтӗ Эсфирь пулать, — хӑй тӑванӗн хӗрне, пӑхса ҫитӗнтернӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗн ашшӗ те, амӑшӗ те пулман.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ашшӗ ӗнтӗ: ҫавӑн пек парас та ӑна, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товит вара алӑк патнелле утнӑ, анчах такӑннӑ; ывӑлӗ чупса пырса ашшӗне ярса тытнӑ, 10. вӑл пулӑ вачӗпе ашшӗ куҫне сӗрсе ҫапла каланӑ: аттеҫӗм, ҫитӗ кулянса! тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.