Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӑсл 11

Пай: Библи –> Соломонӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:32

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 371

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Вӑл вӗсенӗн ӗҫӗсене сӑваплӑ пророк аллипе йӗркене кӗртнӗ: 2. вӗсем ҫын пурӑнман пушхирпе иртнӗ, иртсе ҫӳрейми вырӑнсенче чатӑрсем лартнӑ; 3. хӑйсене усал сунакансене хирӗҫ тӑнӑ, тӑшманӗсене тавӑрнӑ; 4. шывсӑр антӑхса Сана йӑлӑннӑ, вара вӗсене чул хысакран шыв кӑларса панӑ, ҫирӗп чулран тухнӑ шывпа ӑша кантарнӑ. 5. Ӗнтӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗн тӗлӗшрен айӑпланӑ, 6. йывӑрлӑхра вӗсене шӑпах ҫав тӗлӗшрен ырӑлӑх кӳнӗ: 7. тӑшманӗсен шӑршӑллӑ юнпа пӑтраннӑ ялан юхакан юханшывӗ вырӑнне, 8. тӑшманӗсем ҫуралакан ачасене вӗлерме хушнине питлесе, Эсӗ вӗсене кӗтмен ҫӗртен тулӑх шыв панӑ, 9. ҫавӑн чухне хӑйсене те шывсӑр антӑхтарса, Эсӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗнле хаса панине кӑтартнӑ. 10. Хӑйсене ырӑ кӑмӑлпа ӑс парса сӑнанӑ чухне вӗсем усал ҫынсем сут умӗнче тарӑхса мӗнле асап тӳснине пӗлнӗ: 11. Эсӗ вӗсене ашшӗ пек вӗрентсе тӗрӗсленӗ, лешӗсене вара хаяр патша пек айӑпласа хаса панӑ. 12. Унта пулнисем те, пулманнисем те пӗр пекех асап тӳснӗ: 13. вӗсене икӗ тӗрлӗ асап ҫитнӗ, иртнине аса илни те вӗсене хурлӑх кӳнӗ. 14. Вӗсем, хӑйсене хаса парса лешӗсене ырӑлӑх кӳнине илтсессӗн, ҫакна Ҫӳлхуҫа тунине ӑнласа илнӗ: 15. малтан Ӑна йышӑнман пулсассӑн, хӑртнӑ-мӑшкӑлланӑ пулсассӑн, йӗркепӗрӗн пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн, хӑйсем шывсӑр антӑхнине тӳрӗ ҫынсенчен урӑхла тӳссессӗн, Унран тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ вӗсем.

16. Хӑйсен йӗркесӗрлӗхне пула ӑссӑрла шухӑшласа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗлхесӗр чӗрчунсемпе ирсӗр ҫамсене пуҫҫапнӑшӑн Эсӗ вӗсем ҫине шутсӑр-сумсӑр чӗрчун, чӗлхесӗр чӗрчун, янӑ, 17. ӗнтӗ вӗсем кам мӗн тӗлӗшпе ҫылӑха кӗрет, ҫав тӗлӗшпех хаса курасса пӗлччӗр тенӗ. 18. Санӑн пурне те пултаракан аллу, ӗренкесӗр япаларан тӗнче тунӑ аллу, вӗсем ҫине имсӗр-сумсӑр упа е хаяр арӑслан, 19. е халиччен пулман, ҫӗнӗрен пултарнӑ усал тискер кайӑк, е вут-ҫулӑм вӗрсе кӑларакан, е аслатиллӗ тӗтӗм явӑнтаракан, е куҫӗнчен хӑрушӑ хӗм сирпӗтекен чӗрчун та яма пултарнӑ, 20. ҫав чӗрчунсем вӗсене амантса-суранлатса кӑна мар, хӑйсен хӑрушӑ сӑнӗпех пӗтерме пултарнӑ. 21. Вӗсем ӗнтӗ, тӳрӗ сут аллине лекесскерсем, унсӑрӑнах, пӗрре вӗрнипех, Санӑн хӑватун сывлӑшӗ сапаласа янипех пӗтме пултарнӑ; анчах Эсӗ пурне те виҫине, хисепне, йывӑрӑшне кура йӗркеленӗ. 22. Эсӗ яланах аслӑ хӑватлӑ, Санӑн хӑватна кам хирӗҫ тӑрайӗ? 23. Санӑн умӑнта пӗтӗм тӗнче — тараса ҫатми анни-хӑпарни пек е ҫӗр ҫине ӳкекен ирхи сывлӑм тумламӗ пек. 24. Эсӗ пурне те хӗрхенетӗн, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех тӑваятӑн, ӳкӗнччӗр тесе ҫынсен ҫылӑхӗсене те каҫаратӑн.

25. Эсӗ мӗн пуррине пурне те юрататӑн, ху пултарнинчен нимӗнрен те ютшӑнмастӑн: мӗне те пулин курайман пулсассӑн, ӑна пултарман та пулӑттӑн. 26. Эсӗ тӑвас темен пулсассӑн, мӗн те пулин епле пулма пултарайтӑр? Е тата Эсӗ пурӑнтарас теменни епле упранса юлайтӑр? 27. Анчах Эсӗ пурне те хӗрхенетӗн, мӗншӗн тесессӗн пурте — Санӑн, эй чуна юратакан Ҫӳлхуҫамӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех