Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑн сăмах пирĕн базăра пур.
сӑн (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗре тӗпне ҫитичченех йӗпетме тӑрӑшнӑ пек, ҫумӑр ҫаплах пӗрӗхсе тӑрать; хӑмӑр та салхуллӑ ир килсе ҫитрӗ те пӗтӗм инҫелӗхе тӗксӗм сӑн хупласа илчӗ: йӗп-йӗпе станица ҫинче пӗлӗтсем аялта-аялта ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Дождик все еще моросил, стараясь промочить землю насквозь, утро выдалось хмурое, даль была скрыта, над станицей низко-низко нависли тучи.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫав вӑхӑтра кӑнтӑр тӗсӗ пӗтсех пырса пӗтӗм ҫӗре тӗксӗм сӑн хупӑрласа илчӗ — хӑш тӗлте тӗксӗмлӗх шупка-сӑрӑ, хӑш тӗлте — вӑл хура-тӗттӗм.

Между тем дневные краски гасли — в некоторых местах серость темно-желтая, в других — она черно-серая.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Улыбышева военфельдшертан пӗчӗк тӗкӗр ыйтса илсе нумайччен ун ҫине пӑхнӑ, хӑйӗн пит-куҫне савӑнӑҫлӑ тата тарӑн шухӑшлӑ сӑн пама тӑрӑшса ларнӑ, — герой савакан хӗрӗн пит-куҫӗ ҫакнашкал пулмалла та ӗнтӗ, — тесе хунӑ вӑл сасӑпах.

Выпросив у военфельдшера Улыбышевой зеркальце, она смотрелась в него, стараясь придать своему лицу выражение торжественной серьезности, как подобает — это слово она даже произносила вслух — невесте героя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Кӳлӗ ҫине хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ.

По озеру пошли красноватые блики.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ыратнипе асапланакан сӑн-питӗнче вара, вилес умӗнхи сӑн витӗрех, эпӗ вӑл мана унчченхи пекех сиввӗн те выльӑхла кураймасӑр пӑхнине куртӑм.

И в лице ее, сквозь физические страдания и даже близость смерти, выразилась та же старая, знакомая мне холодная животная ненависть.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Тен, пулса иртнӗ хыҫҫӑнхисем пуласси умӗнхи минутсене кайран ҫавӑн пек тӗксӗм сӑн ҫаптарчӗҫ пулӗ.

Может быть и то, что после того, что случилось, все предшествующие минуты в моем воспоминании получили мрачный оттенок.

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Анчах ҫак сӑн ӑна калама ҫук вырӑнлӑ пулчӗ: каччӑ ҫамрӑкла тунӑ ҫылӑхӗсене чӑнах та ӳкӗнет, тесе шутларӗ Лозневой.

Но этот его вид как нельзя лучше сделал свое дело: Лозневой счел, что парень действительно страдает от искреннего раскаяния за грех своей молодости.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Аялта шыв шӑнкӑртатать, икӗ ватӑ вӗрене ҫулҫисем ҫумне кӑнтӑрла ҫыпӑҫнӑ тусана шӑлса пӑрахасшӑн тата уҫӑ сывлӑшпа сывласшӑн пулнӑ пек, шыв ҫинелле усӑнса аннӑ; вӗсен ҫӑра тураттисем шыв ҫине пӗлӗт пек хура сӑн ӳкереҫҫӗ…

Внизу плескалась вода, и к ней, как бы желая стряхнуть с листьев дневную пыль и подышать свежестью, склонялись два старых клена; косматые их ветви, как тучки, темнели над рекой…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Службӑсӑр пуҫне унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ, килти пурнӑҫ пур — кунта пӗтӗмпех сӑн пулӑшӑву кирлӗ.

Помимо службы есть у него жизнь личная, домашняя, и тут ты ему во всем опора.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӗвелтухӑҫӗ хӗрелмен-ха, тӳпене те тӗксӗм ҫутӑ сӑн ӳкмен; ҫӗрлехи пекех, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ-ха, ирхи сывлӑм ҫӗре тӗксӗм кӑвак тӗтре евӗр хупласа илнӗ — ҫул хӗрринчи курӑкпа хупах ҫулҫи тата тӗмесем ҫуттӑн ялтӑртатмаҫҫӗ, мӗлке пек тӗксӗмӗн курӑнаҫҫӗ; автансем те халь анчах ӑмӑртса авӑтма пуҫларӗҫ-ха; теплерен пӗр-пӗр ҫуртӑн мӑрйинче кӑна тӗтӗм мӑкӑрланать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмака умӗнче хӗвӗшет, пӗр сӑмахпа каласан, кун аран ҫеҫ ҫуралать пулсан та, Рощенски урамӗнче ӗнтӗ тачанка урӑм-сурӑм кӗмсӗртеттерет.

Еще и восток не пылал багрянцем, и купол неба не окрасился в светло-серые тона; еще по-ночному гуляли звезды и на землю сизым туманом ложилась роса — трава, листья лопуха, кустарники при дороге не отливали блеском, а были матово-темные; еще только-только разыгралась крикливая спевка зоревых петухов; еще редко в какой хате дымилась труба и хлопотала у печи хозяйка, — словом, день еле-еле нарождался, а по улице Рощенской уже разудало гремела тачанка.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Уйӗсенче тӗллӗн-тӗллӗн кӗрхи калча лаптӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ, вӑрманӗсенче вара, ӑҫта пӑхнӑ унтах, тӑкӑннӑ ҫулҫӑ ҫӗрсе выртать, ҫӗрекен ҫулҫӑсене витӗрех кӗрхи кӑвак сӑн ҫапнӑ.

Поля были кое-где прикрытые полосами озимей, лесочки завалены опавшей загнивающей листвой и насквозь пропитанные густой осенней синью.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Майӗпен ҫеҫ кӗрхи сӑн кӗрет вӗсене!

И осенний облик входит в них постепенно.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ольховкӑра, ту ҫинче халӗ те-ха ҫутӑ, пурте илемлӗ: хурӑнсене те, тӑвайккинчи тӗмесене те, пӳрт тӑррисене те, чӳрече кантӑкӗсене те — пурне те хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ.

А в Ольховке, на взгорье, было еще совсем светло и нарядно: и березы, и кустарники на склонах, и крыши домов, и стекла окон все было в багрянце.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Таврана каҫхи сӑн ҫапрӗ, Вэй-фу чӳречерен пӑхрӗ, унтан тепӗр черкке пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ те, темиҫе хутчен пирус тӗтӗмне ҫине-ҫине ҫӑтса, хӑйӗн калавне малалла каларӗ:

Надвигались сумерки, Люй посмотрел в окно, осушил чарку и опять, несколько раз затянувшись, продолжал:

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Унӑн ырханланнӑ питне темӗнле хӑратакан ют сӑн ҫапрӗ.

Что-то пугающее и чужое появилось уже в его осунувшемся лице.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Гипсран тунӑ пысӑк арӑслансем кичем пирки анасласа ҫӑварӗсене карса пӑрахнӑн туйӑнаҫҫӗ, вӗсен ҫумне тӑрса Керчь ҫыннисем сӑн ӳкерттерме юратаҫҫӗ.

И большие гипсовые львы, возле которых любили фотографироваться керчане, оскалили пасти, словно раздираемые зевотой от скуки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫакнашкал тӗрлӗ япаласене, калӑпӑр, ашшӗн хӗрлӗ флот тумӗ тӑхӑннӑ «Незаможник» тесе ҫырнӑ кӑсыруксӑр картузлӑ, сарӑхнӑ сӑн ӳкерчӗкӗпе ача садӗнчи ҫап-ҫута градуснике ҫыхӑнтарма Володьӑна ку таранччен те тӗл килмен.

До этого ему как-то не приходилось связывать в одно такие не похожие друг на друга вещи, как, например, выцветший, пожелтевший портрет отца в форме краснофлотца с надписью «Незаможник» на бескозырке и блестящий градусник в детском саду.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Юлашки вӑхӑтра кӑна Кӗҫӗн Таяпари, Лаш Таяпари, маларах Вырӑскассинчи культура ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӑн «ҫапрӗ».

В последнее время, лишь не давно, в Малай Таябе, Лащ-Таябе, чуть раньше в Полевых Буртасах дома культуры приобрели новый «облик».

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Елчӗкри халӑх музейӗн ӗҫченӗсен сӑн ӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ куравне тишкермесӗр иртме ҫуках.

Не обошлось и без анализа выставки, организованной из фотографий сотрудников Яльчиковского народного музея.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Ҫак хӗрлӗ ҫӳҫлӗ чеченецсенчен кашниех ҫын пулнӑ, кашнинех пичӗ ҫинче хӑйне расна сӑн.

Каждый из этих рыжих чеченцев был человек, у каждого было свое особенное выражение.

XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех