Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑн сăмах пирĕн базăра пур.
сӑн (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑк каҫа Культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Ҫӑлкуҫ» художество пултарулӑх коллективӗ (сӑн ӳкерчӗкре) уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Паянхи сӑмахӑм Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗнчи Сосновкӑра пурӑнакан тата 18 ҫул Чкалов ячӗ хисӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче бухгалтерта ӗҫлекен Вера Никифорова пирки (сӑн ӳкерчӗкре).

Куҫарса пулӑш

Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

Ҫакӑн хыҫҫӑн мистер Доббинсӑн ҫара пуҫ чашкийӗ тавра сасартӑк ҫап-ҫутӑ сӑн ӳкрӗ, мӗншӗн тесен живописец ывӑлӗ унӑн кукша пуҫне ылтӑнласа лартнӑ пулнӑ-мӗн!..

А лысая голова учителя засверкала под лампой ослепительным блеском — ученик живописца позолотил ее!

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пирӗн ентешӗн палӑкӗ умӗнче халӗ Шупашкарта пурӑнакансемпе тӗп хула хӑнисем сӑн ӳкерттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗн палӑкне уҫнӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Ҫынсем хӑйсен кӑкӑрӗсем умӗнче мӑн асаттесен сӑн ӳкерчӗкӗсене тытнине сӑнатӑн та, куҫӑмран куҫҫуль тухать.

Смотришь как люди перед грудью держат изображения дедов, и из глаз текут слёзы.

Полкри салтаксен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр // А.СИЛИВЕСТРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/polkri-saltaksen-pattarlaxe-vilemser.html

Ҫак юхӑма хутшӑнакансем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех хула, ял урамӗсем тӑрӑх хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен, тӑванӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене йӑтса утаҫҫӗ.

Участники этого движения каждый год в день Победы проходят по улицам городов и деревень, проносят изображения близких людей, родственников.

Полкри салтаксен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр // А.СИЛИВЕСТРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/polkri-saltaksen-pattarlaxe-vilemser.html

Мероприятие Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ В. Семенов, республикӑри «Пограничное братство» общество правленийӗн председателӗ А. Шорников (сӑн ӳкерчӗкре ҫамрӑк кадетсене саламлать), район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Куданова, кадет класӗнче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ, пурте ҫамрӑк туссене ҫирӗп вӑй-халлӑ, пултаруллӑ, кӑтартуллӑ кадетсем пулса ҫитӗнме ырӑ сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

Хӑш-пӗр чӑваш прозаикӗсен йӑлӑхтармӑш йӑла пур: персонажсене вӗсем, тӗк тӑратса, тумӗнчен пуҫласа куҫӗпе ҫӳҫӗ мӗн тӗслине кӑтартиччен йӑлт «сӑнласа» параҫҫӗ, вара чӗрӗ сӑнар вырӑнне турӑш ҫинчи евӗр сӑн пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Тӗслӗхрен, культура ҫурчӗн фойинчех уява килекенсене юмахри персонажсем кӗтсе илчӗҫ, кунтах тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗксен, кӗнекесен, тӗрлӗ халӑх тумтирӗсен выставкисене хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Вӑл вун-вун ҫул ӗнтӗ мӑн асаттесемпе мӑн асаннесен ташшисене шыраса тупать, ҫырса кӑтартать, тӗпчет, сӑн кӗртет, сцена ҫине кӑларать.

Он уже десятки лет находит танцы прадедушек и прабабушек, записывает, разузнает, приводит в порядок, выводит на сцену.

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Самара чӑвашӗсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе сӑн ӳкерчӗкӗсем урлӑ пичетре паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Самар ен журналисчӗн сӑн ӳкерчӗкӗсем Болгари хаҫат-журналӗнче те вырӑн тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

«Объективра – Киев» темӑпа тӑратнӑ сӑн ӳкерчӗкӗсене пысӑка хурса хакланӑ (Самара хули).

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Сӑн ӳкерчӗкӗсем тӑрӑх хуҫи пултарулӑх ӗҫне чунтан парӑннине туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

В.И. Максимовӑн «Мӗн тери аван эс, Шӑмӑршӑ...» ятпа тухнӑ уйрӑм томсене сӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Н.А. Синелев Чӑваш ен ҫинчен те манмасть: тӑван районта иртекен сумлӑ мероприятисене (сӑмахран, акатуя, юланутҫӑсен ӑмӑртӑвне...) сӑн ӳкерчӗксем урлӑ ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

«Пурпӗрех илсе пӑрахмастӑп ӑна. Ҫак кунсенчех сӑрласа сӑн кӗртӗп», — парӑнасшӑн мар Тимофей Самуилов.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

«Красноармейский район: люди и судьбы» кӗнекен 24-мӗш страницинчи сӑн ӳкерчӗксенчен пӗринчен пирӗн ҫине милици полковникӗ пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Н. В. Федоров хӑтлӑ витере пулчӗ, Васильевсем ҫӗкленӗ капмар ҫурта кӗрсе курчӗ, сӗтел хушшине вӗри чей ӗҫме ларас умӗн ӗҫчен ҫемьене парне пачӗ, вӗсемпе пӗрле сӑн ӳкерттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Уява пухӑннисене йывӑҫ сулхӑнӗнче вырнаҫтарнӑ сӑн ӳкерчӗксем умӗнче вӑрахччен тӑнине сӑнама тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех