Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Полкри салтаксен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр

Автор: А.СИЛИВЕСТРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/polkri-saltaksen-pattarlaxe-vilemser.html

Хушнӑ: 2019.05.20 12:28

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 243

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Ҫар

«Вилӗмсӗр полк» - Совет салтакӗсене халалланӑ пӗтӗм ҫӗршыври общество юхӑмӗ. Ҫак юхӑма хутшӑнакансем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех хула, ял урамӗсем тӑрӑх хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен, тӑванӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене йӑтса утаҫҫӗ.

«Вилӗмсӗр полк» - нихӑҫан та «вилмӗ». Паттӑр салтаксен хӑюлӑхӗ, вӗсем пире ырӑ малашлӑх туса пани нихӑҫан та манӑҫмӗ. Вӑрҫӑ паттӑрӗсене эпир ӗмӗр-ӗмӗр хисеплесе пурӑнӑпӑр. Ҫакна ҫулсеренех «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнакансен шучӗ ӳснипе ӗнентерме пулать. Малашне те ҫаплах пултӑрччӗ.

Ҫӗнтерӳ кунне кашни ҫулах районта анлӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Район администрацийӗн ҫулсеренех ҫак кун халӑхпа лӑк! тулса ларать. Ҫӗнтерӳ кунӗн юррисемпе уяв колонни патваррӑн утса иртрӗ. Кунта районти кашни организаципе учрежденин ӗҫ коллективӗсем, шкулта вӗренекенсем, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ. Уяв колоннине чӗрӗ коридор ытти ҫулхисем пекех асӑннӑ лапам патне ҫитиех ӑсатрӗ. Ачасен аллинче тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем, унта та кунта ялавсем вӗлкӗшни, район ҫыннисем ҫар тумӗпе утни уяв сӗмне ытларах палӑртма пулӑшрӗ. Ҫӳл тӳпери хӗвел те ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхать. Халӑхпа пӗрле ҫанталӑк та Ҫӗнтерӳ тунишӗн савӑнать тейӗн. Анчах та миллион-миллион совет салтакӗн пурнӑҫӗ юнлӑ вӑрҫӑ хирӗнче татӑлни чӗрере ниепле те вырнаҫаймасть. «Вилӗмсӗр полк» вӑхӑтӗнче утнӑ чухне те, палӑк умне чечек кӑшӑлӗсем хунӑ самантра та чун йӗмеллипех йӗрет. Ҫынсем хӑйсен кӑкӑрӗсем умӗнче мӑн асаттесен сӑн ӳкерчӗкӗсене тытнине сӑнатӑн та, куҫӑмран куҫҫуль тухать. Параппанҫӑсем ҫапнӑ кашни сасси вӑрҫӑра бомба ҫӗр ҫине ӳксе сирпӗннӗ пек. Мӗнле хӑрушӑ ӳкерчӗк ҫав хушӑрах куҫ умне тухать. Ҫавӑнпа та пирӗн малашне те ҫак «Вилӗмсӗр полк» акцие ытларах та ытларах хутшӑнма тӑрӑшмалла. Тискер тӑшмана ҫӗнтерессишӗн паттӑрлӑх кӑтартса пурнӑҫӗсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ салтаксем ҫинчен кашни ӑрӑвах каласа памалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех