Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пантелей ҫавнашкал ытти пулни-иртнисем ҫинчен те каласа пачӗ, унӑн кашни калавӗнчех «вӑрӑм ҫӗҫӗллӗ» ҫынсем пулчӗҫ тата кашнинчех вӗсене вӑл пуҫран шухӑшласа кӑларни сисӗнчӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пыр тӗпӗнчен темле хӑйне майлӑ йӗкӗлтевлӗ-ҫӗнтерӳллӗ сасӑсем кӑларса, вӑл пӗр пӑлханмасӑр лашасем ҫинчи шӑна-пӑвана ҫапа-ҫапа ҫӳрерӗ, тӗл тивертеймесен кашнинчех ӳкӗнӗҫлӗн эхлете-эхлете илчӗ, вилӗмрен хӑтӑлса чӗрӗ юлнӑ телейлӗ кашни шӑна-пӑванах сывлӑшра чылайччен пӑхса ӑсата-ӑсата ячӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӗтмен ҫӗртен вӑраннипе манӑҫа юлнӑ тӗлӗк пек пӑтрашӑнчӗ унӑн сӑнарӗ, пӑтрашӑнчӗ те йӑлтах ҫухалчӗ; куҫ умӗнчи карӑм сирӗлсе анчӗ, тинех ӑна мӗн курмалли пит лайӑх палӑрса тӑрать, мӗн пурри пӗтӗмпе ӑнланмалла пек, кулленхи кашни пулӑм та кашни пусӑм ӑна интереслентерме тытӑнчӗ.
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл кашни хура кӗпеллӗ хӗрарӑма асӑрхаса пӑхрӗ, кашни илемлӗ сӑна курчӗ, Рада ҫук та ҫук…Взгляд его задерживался на каждом черном платье, на каждом красивом лице, но Рады не находил…
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн кӗрӳшӗ хула хыҫне кашни ир тенӗ пекех пырать, кашни кун тенӗ пекех, упӑшкипе пӗрле, хӗрӗ пырать.Зять почти каждый день поутру приезжал на завод, почти каждый день приезжала с мужем дочь.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тен, ҫакӑн ҫинчен каласа хӑвармалла пулӗ: Вера Павловна каҫӗсем Васильевски утрав ҫинче Кирсановпа ҫӗнӗрен паллашнӑ хыҫҫӑн халӗ пачах улшӑнчӗҫ, халӗ Кирсановсем нумай-нумай ҫемьепе, хӑйсем пекех килӗштерсе те телейлӗ пурӑнакан, пурнӑҫ ҫине хӑйсем пекех пӑхакан ҫемьесемпе ҫыхӑннӑ; музыка та юрӑ, опера та поэзи, тӗрлӗрен уҫӑлса ҫӳрессисем те ташӑсем — акӑ мӗнсем пулаҫҫӗ ҫак ҫемьесемшӗн кашниншӗнех ӗҫрен пушӑ каҫсенче, мӗншӗн тесен вӗсем кашни каҫах кам патне те пулин пухӑнаҫҫех, е тата, ҫынсен кӑмӑлне шута илсе, урӑхла вечерсем туса ирттереҫҫӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн тата ҫакна калас пулать: Васильевскинчи пекех, Вера Павловна кашни кунах: ирлӗ-каҫлӗ чей ӗҫет, кӑнтӑрла апат ҫиет; ҫапла, поэтсем хӑйсен сӑввисенче нихҫан та мухтаса юрламан ҫак уйрӑмлӑха — кашни кунах апатланассине те икӗ хутчен чей ӗҫессине — вӑл пӑрахмарӗ, тата ӑна вӑл кӑмӑллӑ япала вырӑнне хучӗ, тепӗр тесен, вӑл чечен мар, хитре мар, начар пек туйӑнакан енӗсене пурне те сыхласа хӑварчӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ытти ҫынсем пурнӑҫра эпӗ каласа кӑтартнӑ пек мар, урӑхла йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернӗ пулччӑр; упӑшкисемпе арӑмӗсем пурте уйрӑлас пулсан, кунта ӗнтӗ нимӗн ытлашши пӑсӑкки те, нимӗн лайӑххи те ҫук, кашни йӗркеллӗ хӗрарӑмах хӑйӗн упӑшкин юлташне юратса пӑрахса асапланмасть вӗт, унсӑр пуҫне виҫӗ ҫул хушши асапланмасть ӗнтӗ, кашниех кӗпер ҫинче перӗнсе вилмест е (витӗр курса вулакан каланӑ тӑрӑх) гостиницӑран ҫухалмасть ӗнтӗ, — ӑҫта ҫӗтни те паллӑ мар.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ҫынсене пурнӑҫпа туллин киленме хушатпӑр, — пирӗн хамӑр пурнӑҫпа ҫакна кӑтартса памалла: кӑна эпир кашнин харпӑр хӑйӗн туйӑмӗсене тивӗҫтерме мар, кашни харпӑр хӑйшӗн мар, пӗтӗмпе илсен, ҫыншӑн ҫапла тума хушатпӑр, эпир хамӑршӑн тӑрӑшса мар, принцип тӑрӑх, хамӑра кирлӗрен мар, хамӑр ҫапла тумаллине шанса панӑ пирки ҫеҫ калатпӑр».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫине тӑрсах гимнастика тума пуҫланӑ; вӑл лайӑх ӗнтӗ, анчах гимнастика вӑл мӗн пуррине ҫеҫ лайӑхлатма пулӑшать-ҫке, вӑй пухас пулать, вӑл вара пӗр вӑхӑт хушши гимнастикӑпа икӗ хут нумайрах хӑтланнӑ, кунне темиҫе сехетлӗхе вӑй хумалли ӗҫсем тунӑ: шыв турттарнӑ, вутӑ йӑтнӑ, вутӑ ҫурнӑ, йывӑҫ каснӑ, чум чутланӑ, ҫӗр чавнӑ, тимӗр туптанӑ; вӑл нумай тӗрлӗ ӗҫ туса ҫӳренӗ, час-часах улӑштарнӑ вӗсене, мӗншӗн тесен кашни ҫӗнӗ ӗҫре, кашни улшӑнура мӗнле те пулин мускӑлсем тата лайӑхрах хытаҫҫӗ-ҫке-ха.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та, Крюкова савӑнчӗ; госпитальпе Академире пулнисӗр пуҫне Кирсанов ун патӗнчен пӗр минутлӑха та хӑпмарӗ; ҫапла вӑл пӗр уйӑха яхӑн пуранса ирттерчӗ, вӗсем яланах пӗрле пулчӗҫ, уйрӑм пурӑннӑ чухне кашни мӗн-мӗн курни ҫинчен темӗн чухлӗ каласа кӑтартрӗҫ, ӗлӗк, пӗрле пурӑнни ҫинчен татах та нумайрах аса илчӗҫ, савӑнмалли сахал пулмарӗ вӗсен: вӗсем пӗрле уҫӑлса ҫӳрерӗҫ, Кирсанов кӳме тытрӗ те, вӗсем кашни кунах каҫпа Петербург таврашӗнчи вырӑнсенче киленсе ҫӳрерӗҫ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ кӑна, хулӑнрах бумажникне, савнӑ аннем, эпӗ сире парнелеместӗп, мӗншӗн тесен унта хут укҫасем ҫук, унта пӗтӗмпех банк билечӗсемпе вексельсем ҫеҫ, тата кашни билечӗпе кашни вексель, савнӑ аннем, Марья Алексевна, эпӗ сире парнеленӗ бумажникрен чылай хаклӑрах тӑрать!»
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах историксемпе психологсем: пӗтӗмӗшле сӑлтав кашни вырӑн, вӑхӑт, йӑх тата харпӑр хӑй элеменчӗсемпе (вӗсем каланӑ тӑрӑх) «хӑйне евӗр» пулса тӑрать тата шӑпах ӗнтӗ вӗсем, ӑрасна элементсем, кирлӗ пулса тӑраҫҫӗ, теҫҫӗ, — урӑхла каласан пур кашӑк та кашӑк ӗнтӗ, анчах кашниех шӳрпене е купӑста яшкине шӑпах хӑйӗн кашӑкӗпе, шӑпах хӑйӗн алинчи кашӑкпа ӑсса сыпать, ҫавӑнпа вара шӑпах ҫав кашӑка сӑнаса пӑхмалла та, теҫҫӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ кашни сӑмаха тӗплӗн шухӑшласа каларӑм, кашни сӑмахах вӑл хӗре сӑнаса пӑхнипе каларӑм.Каждое мое слово было взвешено; каждое — основано на наблюдении над нею.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсенчен кашниех хӑйӗн вӑхӑтне тӗрлӗ майпа ирттерет: Половцев сӗтел хушшинче сехечӗ-сехечӗпе вараланса пӗтнӗ хулӑн картсене платна пӳрнисемпе сара-сара хурать, Лятьевский, вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑр, кашни сӑмаха ҫӑвар тулли каласа, хӑй аллинчи пӗртен-пӗр кӗнекине — Сенкевичӑн «Камо грядеши?» кӗнекине — ҫирӗммӗш хут вулать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов ҫине кунсӑр пуҫне те тем чухлӗ пысӑк е пӗчӗк ӗҫ тиенчӗ, кашни ӗҫшӗн вара хыпса ҫунмалла, кашнине тимлесе тумалла.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кашни хӗрлӗармеецпа калаҫать, кашниншӗнех унӑн ырӑ сӑмах тупӑнать.С каждым красноармейцем поговорит, для каждого у него ласковое слово найдется.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эрнере ултӑ кун хушши пурнӑҫ хӑй тӗллӗн йӗркеленсе пырать, эрне — вӑл тем пысӑкӑш машина, ҫынсем — ун пайӗсем, унта кашни хӑй вырӑнне пӗлет, кашниех ҫав машинӑн вараланчӑк та суккӑр пит-куҫне паллатӑп та пӗлетӗп, тесе шухӑшлать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Кашни босякӑн тенӗ пекех хӑйсен иртнӗ кунӗсенче пӗр-пӗр «купца майри» е «таса йӑхран тухнӑ улпут майри» пур, кашни босякӑнах ҫав купца арӑмӗ е улпут майри, ун ҫинчен темиҫе тӗрлӗ каласа панипе, тӗрлӗрен пӳ-силлӗ, тӗрлӗрен туйӑм-кӑмӑллӑ туса кӑтартнипе, юмахри сӑн-сӑпат пек пулса тухать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.