Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтрӗм (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫав тери лайӑх илтрӗм, ку ҫын хампа юнашарах тӑрать тейӗн.

Я слышал это так ясно, как будто человек стоял со мной рядом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫав кун шӑпах суйлавччӗ, эпӗ хам та сасӑлама каяс тенӗччӗ, ытларах ӗҫсе пӑрахни чӑрмантарчӗ, анчах пирӗн Америкӑра ҫав негра сасӑлама ирӗк паракан штат пур тенине илтрӗм те сасӑлама каймарӑм.

Как раз был день выборов, я и сам хотел идти голосовать, если б не хлебнул лишнего, а когда узнал, что есть у нас в Америке такой штат, где этому негру позволят голосовать, я взял да и не пошел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кун пирки эпӗ юханшыв тӑрӑх анаталла кайсан та илтрӗм, ҫавӑнпа килтӗм те.

И ниже по реке я тоже про это слыхал, потому и приехал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Нумаях пулмасть хуларан вуникӗ миля тӑварах ӑна шывран туртса кӑларнӑ пулать — кун ҫинчен эпӗ ҫынсенчен илтрӗм.

Так вот, в это самое время его выловили из реки, милях в двенадцати выше города, — я слыхал это от людей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Часах эпӗ тӗттӗмри йывӑҫсем айӗнче турат шатӑрт! тунине илтрӗм — такам уткалать унта.

Скоро я услышал, как в темноте под деревьями треснула ветка, — что-то там двигалось.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Мӗншӗн тесен, вӗсем эпӗ пӗлмен чӗлхепе калаҫрӗҫ, анчах славянла калаҫнине эпӗ илтрӗм

— А потому, что, сколько я мог расслышать, они говорили с ним на языке, мне не известном, но славянском…

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Илтрӗм, — терӗ Елена: — эсир ӑна мӗнле чӗннине те илтрӗм.

— Слышала, — отвечала она, — и слышала, как вы его назвали.

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шӑв-шавра, хӗвӗшӳре эпӗ хам ята илтрӗм.

В шуме и сутолоке я услышал свою фамилию.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Темскер шӑхӑрчӗ, эп илтрӗм.

Я слышал, что-то свистнуло.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Офицерсем патне таврӑннӑ чух эп вӗсен калаҫӑвне илтрӗм.

Когда я возвратился к офицерам, услышал их разговор.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Илтрӗм, илтрӗм, анчах кирлӗ мара ан калаҫ! — килӗшмерӗ Соколов, йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрса.

— Слышу, но не говори чепухи! — отмахнулся Соколов, еле переводя дух.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пит хытӑ пачӗ вӗт мур илесшӗ — шофера та, пирӗнпе пӗрле ларса пынӑ салтака та санбата йӑтса ҫитереймерӗҫ, — илтрӗм эпӗ юнашар наҫилкке ҫинче выртакан салтакӑн уҫӑмсӑртарах сассине, вара эп каллех, айванла тӗлӗк курнӑ чухнехи пек, хамӑн шухӑшсемпе пӑтранса кайрӑм.

А садануло здорово — ни шофера, ни попутчика нашего и до санбата не донесли, — услышал я глухой голос с соседних носилок и опять куда-то провалился с мыслью, что все это — глупый сон.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сасартӑк эпӗ унӑн чӗри епле тапнине илтрӗм.

Я вдруг услышал, как стучало ее сердце.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ирхине эп радио итлеймерӗм, типографине ҫитсен тин хыпарсем илтрӗм.

Утром я не слышал радио, но когда пришел в типографию, сразу же узнал новости.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сасартӑк эпӗ, хальхинче Вадя мар, кантӑк патӗнче ларнӑ май, Мускав енчен ҫывхарса килекен поездӑн шавне илтрӗм:

Вдруг уже не Вадя, а я, оказавшийся возле окна, опять услышал шум приближающегося поезда со стороны Москвы.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Унӑн сассинех илтрӗм ҫав!

— Мог ли я не узнать его?

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сире калатӑп, эпӗ аттен сассине илтрӗм!..

— Я говорю вам, что слышала голос отца!..

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эпӗ унӑн сассине илтрӗм!..

— Я слышал его голос!..

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Илтрӗм, — терӗ лешӗ.

— Да, — ответил тот.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл чӗрӗ юлма пултарнине эпӗ сиртен кӑна илтрӗм.

Только от вас я услышал, что он, может быть, ещё жив.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех