Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районта (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районта вӑл горски текен ҫӗнӗ йӑхлӑ лаша ӳстерсе ҫитӗнтернипе чапа тухнӑ, ӑна вӑл «Кнышев урхамахӗ» тесе ят панӑ.

Был он знаменит в районе тем, что вырастил новую породу горской лошади, дав ей имя «Кнышевский скакун».

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кун пек система - Федераллӑ казначействӑн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн 14 номерлӗ пайӗ - пирӗн районта 1995-мӗш ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Тин кӑна уҫӑлнисемпе пӗрле халӗ районта пурӗ ҫӗнӗ йышши 8 ФАП пулнине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Пӗрлехи информаци кунӗ районта пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуянланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Уйӑхсерен республикӑра, ҫав шутра пирӗн районта та, Пӗрлехи информаци кунӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Районта ҫулсеренех «Юмах патӗнче хӑнара», «Театр тӗнчинче» конкурссем иртеҫҫӗ.

В районе ежегодно проходят конкурсы «В гостях у сказки», «В мире театра».

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Районта культура отраслӗ ҫине яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ тата уйӑраҫҫӗ те.

В районе всегда уделяли особое внимание на отрасль культуры, да и сейчас уделяют.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Иртнӗ эрнекун районта Театр ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

В минувшую пятницу в районе торжественно открыли Год театра.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Пирӗн агентсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл таҫта сирӗн районта пытанса пурӑнать.

По нашим агентурным сведениям, скрывается где-то в вашем районе.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Районта, станицӑра, урӑхла каласан, вырӑнсенче ӗҫлекен пикесем вырсарникунсенче пичӗсене сӑрласа, пудра сапса, кунӗ-кунӗпе урам тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, каҫсенче ташӑ ташлаҫҫӗ, кино курма ҫӳреҫҫӗ, пирӗн арӑмсемпе хӗрсен вара вырсарникунсенче те тарпа ҫӑвӑнмалла-и?

— Почему в районе, в станице то есть, служащие барышни по воскресеньям морды намажут, напудрят и гуляют по улицам день-деньской, по вечерам танцы танцуют, кино ходят глядеть, а наши бабы и девки должны и по воскресеньям потом умываться?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Майӑн 15-мӗшӗ тӗлне районта тӗштырӑсене, пӗтӗмӗшпе илсен, акса пӗтерчӗҫ.

К 15 мая по району сев колосовых в основном был закончен.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Районта, вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫӗр типсе ҫитнӗ пулин те, акма пуҫламан-ха; хӑшпӗр ял Совечӗсенче вӑрлӑх фондне пухса ҫитереймен, Войсковой ял Советӗнче те малтан колхозник пулнӑ хресченсем вӑрлӑхлӑх тырра пӗтӗмпех килӗсене илсе кайса пӗтернӗ, Ольховатскинче колхоз правленийӗ вӑрлӑха колхозран тухнисене хӑех салатса панӑ.

Местами по району еще не начинали сеять, несмотря на то, что почва была уже готова; в некоторых сельсоветах семенной фонд не был собран целиком, в Войсковом сельсовете бывшие колхозники разобрали почти весь семенной хлеб, в Ольховатском правление колхоза само роздало выходцам семена.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хам эпӗ Тацински районта ҫуралнӑ, пирӗн пӗррехинче, мӑнкун каҫхине, чиркӳре пӗр тамаша пулса иртрӗ.

— Я родом из Тацинского района, и был у нас под Пасху один раз такой случай в церкви.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн районта пирӗн майлӑ шухӑшлакансем нумай.

В нашем районе много сочувствующих нам.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна эсӗ коллективизаци вунтӑватӑ процента ҫеҫ ҫитнӗ районта, вӑтам хресчен колхоза кӗмешкӗн тин хатӗрленекен районта, тӑвасшӑн иккен.

Это — в районе, где только четырнадцать процентов коллективизации, где середняк пока только собирается идти в колхоз.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Районта пурӑнакансен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисене, Раҫҫей хыснинчен пурӑнмалли пӳрт тума уйӑракан укҫа свидетельствине, хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелемелли грант сертификачӗсене, ӗҫ ветеранӗн удостоверенийӗсене, Раҫҫей гражданинӗн паспорчӗсене пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

Районта Чӑваш халӑх писателӗ Петр Осипов, Трубина Мархви, Мария Ухсай, Гаврил Кореньков, Анатолий Смолин ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

Кашни районта хӑйсен вырӑнти калаҫӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html

Уявра районта иртнӗ «Василий Алентее вулатпӑр» вулавҫӑсен конкурсне те пӗтӗмлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Эпӗ сана, Захар Митрич, татах та савӑнтарма пултаратӑп, — терӗ учитель: — эпӗ унта, районта, хамӑрӑн «Коншаковкӑна» кӑтартрӑм.

— И еще порадую, Захар Митрич, — сказал учитель: — я там, в районе, «коншаковку» нашу показывал.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех