Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет

Автор: А.НИКОЛАЕВА

Ҫӑлкуҫ: http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Хушнӑ: 2019.12.21 00:14

Пуплевӗш: 23; Сӑмах: 347

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Патшалӑхӑн укҫа-тенкин куҫӑмӗпе пӗлсе те тӗрӗс усӑ курасси тӳрремӗнех Раҫҫей Федераллӑ казначействинчен килет, мӗншӗн тесен Федераллӑ казначейство бюджет укҫи-тенкин куҫӑмне сӑнаса тӑрать. Ҫавӑн пекех патшалӑх бюджечӗн ҫирӗплӗхне те вӗсемех йӗркелесе пыраҫҫӗ. Ахальтен каламан ӗнтӗ: «Патшалӑх пуянлӑхӗ — патшалӑх хыснинчен килет», - тесе.

Казначействӑна туса хуни тата унӑн аталанӑвӗ те патшалӑх хыснине ҫирӗп тытса пырса туллин усӑ курассипе ҫыхӑннӑ. Авал ҫырса хӑварнисенчен казначей профессийӗ питех те хисеплӗ, пысӑк чинлӑ пулни палӑрать. Ӑна ҫирӗп те шанчӑклӑ ҫынсене кӑна шаннӑ. 17-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче казначейсем хуҫалӑх кӗнекисене тытса пынӑ, пошлинӑсем пуҫтарса ӑна шута илнӗ, тӳлеменнисене суда пама та пултарнӑ. Каярахпа казначейсен чылай ӗҫӗ суд приставӗсем ҫине куҫнӑ.

Хальхи вӑхӑтра казначейсем федераллӑ тата вырӑнти бюджетсенчи укҫа-тенкӗне йӗркере тытакансен тата вӗсене илекенсен кӑтартӑвӗсене сӑнаса тӑраҫҫӗ, ҫавӑн пекех федераллӑ бюджет касси мӗнле пурнӑҫланса пынине шута илсе тата укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ытти тӗрлӗ енлӗ операцисене ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ. «Электронный бюджет» мелӗпе те ӗҫлесе реестрсене, килсе кӗнӗ тупӑша тата расхута йӗркелесе тытса пыраҫҫӗ тата ытти те. 2017 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа федераллӑ казначейство органӗсем патшалӑх заказчикӗсен пӗрлехи информаци системинче сутӑн илмелли сферӑра вырнаҫтарнӑ информаци тӗрӗслӗхне те тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӗсен ӗҫӗнчи тӗп никӗс – патшалӑх органӗсенчи тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсенчи, патшалӑх тата муниципаллӑ учрежденисенчи ӗҫ-хӗле уҫҫӑн тата тӗрӗс тытса пырасси пулса тӑрать. Кун пек система - Федераллӑ казначействӑн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн 14 номерлӗ пайӗ - пирӗн районта 1995-мӗш ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл Федераллӑ Казначействӑн Чӑваш Республикинчи функцийӗсене Вӑрмар тата Куславкка районӗсемпе пӗрле пурнӑҫласа патшалӑх финанс ресурсӗсене контрольлесе тытса пырать. Пӗчӗк коллектив пысӑк ӗҫ тӑвать тесен пӗрре те йӑнӑшмастӑп пулӗ: кунта пай начальникӗ И.Никонорова, ертсе пыракан специалист-эксперт И.Федорова, аслӑ казначей О.Димитриева, 1 разрядлӑ специалистсем Е.Александрова, А.Алиева, А.Волкова ӗҫлеҫҫӗ. Тепӗр 4 специалисчӗ Куславккари ӗҫ вырӑнӗнче вӑй хураҫҫӗ. Ҫӳлерех палӑртнӑ ӗҫсене вӗсем пӗтӗмпех тытса пыраҫҫӗ. Пай начальникӗ И.Никонорова палӑртнӑ тӑрӑх, коллектив хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлассишӗн туслӑн тӑрӑшать. Вӗсене ҫак ӗҫ вӑрттӑнлӑхне, кӑткӑслӑхне ку системӑра нумай ӗҫленӗ В.Петров пай начальникӗ, А.Васильева тӗп казначей, А.Павлова тӗп бухгалтер-тӗп казначей, Т.Димитриева аслӑ казначей, Л.Короткова секретарь-машинистка хӑнӑхтарса вӗрентсе хӑварнӑ. Халӗ ӗҫлекен специалистсем ӗҫ ветеранӗсене ырӑпа аса илсе калаҫҫӗ, вӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртаҫҫӗ.

Декабрӗн 8-мӗшӗнче казначейсен профессиллӗ уявӗ. 1992 ҫултанпа кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ ӑна. Ҫак кун финанспа пӗлсе усӑ куракан специалистсене уйрӑмах хисеплеҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех