Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта

Автор: Юрий Михайлов

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2015.06.16

Хушнӑ: 2019.10.22 19:31

Пуплевӗш: 25; Сӑмах: 253

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

М.Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисен пӗр ушкӑнне патшалӑх наградисене, ҫамрӑксене Раҫҫей гражданинӗн паспортне пачӗ. Уява хутшӑннисем ҫӗршыв гимне юрларӗҫ.

Куславккана ҫитсе район Акатуйне хутшӑнчӗ. Раҫҫейӗн Литература тата Чӑваш Енӗн К.В.Иванов ҫулталӑкне халалланӑ литература картишне кӗрсе курчӗ. Пӗр экспозицире хулари ӗлӗкхи типографирен юлнӑ ӗҫ хатӗрӗсене кӑтартрӗҫ. Вӗсемпе усӑ курса районӑн «Ялав» хаҫатне пичете хатӗрленӗ. «Ӑна пӗр вӑхӑтра «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗ Николай Мранькка редакциленӗ, — терӗ район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Валентин Константинов. — Редакцире паллӑ ҫыравҫӑсем Николай Стуриков, Герман Желтухин, ытти автор вӑй хунӑ».

Ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем вырӑнти ҫыравҫӑсен пурнӑҫӗпе, вӗсен илемлӗ произведенийӗсемпе паллаштаракан экспозицисем хатӗрленӗ. Районта Чӑваш халӑх писателӗ Петр Осипов, Трубина Мархви, Мария Ухсай, Гаврил Кореньков, Анатолий Смолин ҫуралса ӳснӗ.

Кунтан Макар Хури, Маркиян Удалов, Иван Иртышов, Николай Маклаков, Сергей Утемов, Николай Зайцев, Михаил Андреев, Людмила Васильева, Анатолий Уткин ҫыравҫӑсем тухнӑ. М.Игнатьев кашни экспозицие пахаларӗ. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене ачасем пӑхмасӑр каларӗҫ.

Уяв сцени — анлӑ Атӑл хӗрринче. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб ҫуракине пӗтӗмлетрӗ. «Ҫурхи культурӑсене пӗлтӗрхинчен 6% пысӑкрах лаптӑкра акнӑ, — терӗ. — Малтан усӑ курман ҫӗрӗн пӗр пайне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртрӗмӗр. Кӑҫалхи 5 уйӑхра ялхуҫалӑх техники иртнӗ ҫулсенчипе танлаштарсан нумайрах туянтӑмӑр».

М.Игнатьев Куславккара пуҫтарӑннисене те Раҫҫей кунӗпе саламларӗ. «Вӑл Раҫҫей гражданӗсемшӗн — уйрӑм пӗлтерӗшлӗ уяв, — терӗ. — Эпир ҫӗршыва юрататпӑр, унӑн нумай ӗмӗрлӗ историйӗпе, культурипе мухтанатпӑр, ӑслӑ йӑхташӑмӑрсен еткерне тирпейлӗн упратпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех аталанӑва, ҫӗнӗлӗхе анлӑ ҫул паратпӑр».

Куславккасен тӗштырӑ культурисем кӑҫал пӗлтӗрхинчен лайӑхрах ҫитӗннине палӑртрӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсене акана вӑхӑтра ирттернӗшӗн тав турӗ. Районта пурӑнакансен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисене, Раҫҫей хыснинчен пурӑнмалли пӳрт тума уйӑракан укҫа свидетельствине, хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелемелли грант сертификачӗсене, ӗҫ ветеранӗн удостоверенийӗсене, Раҫҫей гражданинӗн паспорчӗсене пачӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех