Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Тӑнӑҫлӑха пӗлтерекенӗн, савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар сараканӑн, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентекенӗн, Сиона: «санӑн Турру патшана ларчӗ!» теекен ырӑ хыпарҫӑн ури ту ҫинче еплерех кӗрнеклӗ!
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп; 2. Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп; 3. Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне патшана Асардан, унӑн ывӑлӗ, ларнӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисенчен патшана лартма юрӑхли пӗр никам та юлмӗ, улпучӗсем те ниме тӑман ҫынсем пулса кайӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санӑн куҫу Патшана илемлӗн те чаплӑн курӗ, Эсӗ аякри ҫӗре те курӑн.17. Глаза твои увидят Царя в красоте Его, узрят землю отдаленную;
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион тӑвӗ ҫинче, Иерусалимра патшана ларсассӑн, аслӑ ҫынсем умӗнче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫуталса кайсассӑн уйӑх та вӑтанса хӗрелӗ, хӗвел те намӑсланӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сири, Ефрем тата Ремалия ывӑлӗ сана хирӗҫ каварлашса ҫапла калаҫҫӗ: 6. Иудейӑна каяр, пӑлхатар ӑна, ярса илер, унта Тавеил ывӑлне патшана лартар, теҫҫӗ, те.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп, — куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ, терӗм.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Исаия кунӗсенче хӗвел каялла чакнӑ, патшана вӑл кунҫул хушса панӑ.26. В его дни солнце отступило назад, и он прибавил жизни царю.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кайран Иеровоам — Нават ывӑлӗ — патшана ларнӑ, ку ӗнтӗ Израиле ҫылӑха кӗртсе пӗтернӗ, Ефрема ҫылӑх ҫулне кӑтартнӑ.29. и Иеровоама, сына Наватова, который ввел в грех Израиля и Ефрему указал путь греха.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл, вилсессӗн те, малашне мӗн пуласси ҫинчен пророкла пӗлтернӗ, вӑл патшана вилессине систернӗ, халӑх йӗркесӗрлӗхӗ тӗп пуласса пӗлтерсе, ҫӗр айӗнчен сасӑ ҫитернӗ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӑшкӑл-асап тӳсекенӗ патшана ларнӑ, ҫынсен асӗнче те пулманскерӗ патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑннӑ.5. Многие из властелинов сидели на земле, тот же, о ком не думали, носил венец.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑ вара ҫынсене илӗртнӗ: вӗсем, е ӑнсӑртлӑха, е хаяр патшана пӑхӑнса, пӗлтерме юраман Ята чулсемпе йывӑҫсем ҫине куҫарнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӳнерҫӗ тӑрӑшни те халиччен ҫавна пӗлмен ҫынсене кӗлеткене пуҫҫапма хавхалантарнӑ: 19. вӑл, тен, патшана юрас тесе, унӑн ӗренкине хитререх тума тимленӗ; 20. халӑх вара, ҫак илеме ытараймасӑр, тин кӑна ҫын тесе хисепленӗскере халӗ турӑ вырӑнне хума тытӑнать.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑста ӳнерҫӗ алли тунӑ мӑя пек санӑн чӑмӑркка пӗҫҫӳсем; 3. хырӑму — ҫавра алтӑр, техӗмлӗ эрех унта нихӑҫан иксӗлмест; санӑн вару — тулӑ кӑшӑлӗ, кӑшӑлӗ тавра лили лартса тухнӑ; 4. икӗ чӗччӳ — икӗ путек, ту качакин йӗкӗрешӗ; 5. мӑю — сӑлан шӑмминчен тунӑ юпа; куҫусем — Батраббим хапхи ҫумӗнчи Есевон кӳллисем; сӑмсу — Дамаск енне пӑхакан Ливан пашниех; 6. пуҫу Кармил тӑвӗ евӗр мӑнаҫлӑ, ҫӳҫӳ йӗпкӗн хӗрлӗ; кӑтрусен илемӗ патшана пӑхӑнтарнӑ.
Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Сион хӗрӗсем, кайса курӑр пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ Соломон патшана, мӑшӑрланнӑ кун, чун-чӗришӗн савӑклӑ кун, амӑшӗ ӑна тӑхӑнтартнӑ пуҫкӑшӑль.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патшана ӑшӑнта та ан хурла, пуяна ҫывӑрмалли пӳлӗмӳнте те ан сивле: вӗҫен кайӑк сан сӑмахна урӑх ҫӗре ҫитерме пултарать, вӑл, ҫунатлӑскер, эсӗ мӗн каланине каласа кӑтартма пултарать.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чухӑн, анчах ӑслӑ яш ача — ӑс панине итлеме пӗлмен ватӑ та ӑссӑр патшаран лайӑхрах; 14. вӑл, хӑйӗн патшалӑхӗнче чухӑнлӑхра ҫуралнӑ пулин те, тӗрмерен тухса патшана ларӗ.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Виҫҫӗшне пула ҫӗр чӗтрет, вӑл тӑваттӑмӗшне те чӑтаймасть: 22. патшана ларнӑ чурана; тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиекен ухмаха; 23. качча тухнӑ намӑссӑр хӗрарӑма, хуҫа арӑмӗн вырӑнне йышӑнакан хӑрхӑма.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чун тасалӑхне юратакан, кӑмӑллӑ калаҫакан патшана ҫывӑх пулӗ.11. Кто любит чистоту сердца, у того приятность на устах, тому царь - друг.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.