Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чармасть (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ тӗмӗ ҫинчен пӑрҫа хутаҫҫи пекки татса ҫӑварпа шӑхӑрттарма та, тахшин ҫӗре ӳкерсе хӑварнӑ ылтӑн укҫана илме те никам та чармасть.

Сорвать с куста зеленый стручок — пищик — и попищать, поднять с земли золотую копейку, которую кто-то потерял.

Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Купӑста кучанӗ пек ҫирӗп йӑваш лаша ачасене хӑйпе выляма, хырӑмӗ айне кӗрсе кайма чармасть, вӗсен ывӑҫ тупанӗсем ҫинчи тутлӑ япаласене тутипе хыпашласа илет.

Крепкий, как кочан, смирный, с густым чубом на лбу, копь позволял детям баловаться с ним, лазить под живот и аккуратно подбирал губами лакомства с их ладоней.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Синьора Болла пире туртма чармасть пуль?

Я знаю, что синьора Болла ничего не имеет против курения.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Вӗсене никам та чармасть.

Никто не останавливает юношей.

LXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Никам та сире тата сире хирӗҫ тӑракан ҫынна та пӗр-пӗрне вӗлерме чармасть, хӑвӑр кӑмӑла каять пулсан.

Никто не запрещает вам и вашему противнику убить друг друга, если это вам нравится.

XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Шухӑшлама пулать, — тенӗ ашшӗ, — шухӑшлама пире никам та чармасть.

— Думать можно, — сказал отец, — это нам не возбраняется.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Сана эпир пӗтӗм звенопах ӑсатса яратпӑр, Гриша чармасть.

Мы тебя проводим всем звеном, нам Гриша позволит.

«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Тракторсене пиҫсе ҫитмен участокран пиҫсе ҫитнине куҫарма никам та чармасть.

 — Никто не запретит переброску тракторов с несозревшего участка на созревший.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ усал сӑмахсем калама та пӑрахнӑччӗ, мӗншӗн тесен тӑлӑх арӑм ун пеккине юратмастчӗ, халӗ каллех тытӑнтӑм, атте ҫакна пачах чармасть те.

Я бросил было ругаться, потому что вдова этого не любила, а теперь опять начал, раз мой старик ничего против не имел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кӗперсене хурал тӑраҫҫӗ пулин те, каҫса ҫӳреме никам та чармасть.

А мосты через Москву-реку, хотя и охранялись, свободно пропускали пешеходов и транспорт.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапах та вӑл мана каҫхи апат валли пӗрер татӑк какай ашӗ пулсан, ытлашши пулмӗччӗ тесе калама чармасть.

Но это не мешает мне утверждать, что кусок дичи к ужину не был бы лишним!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах тинӗс ҫинче этикетран кӑшт пӑрӑнса кайсассӑн та чармасть.

Но в море можно позволить себе несколько уклониться от этикета.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӑйне чуптума чармасть вӗт.

Ведь позволяет она себя целовать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чармасть вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Кӑштах чармасть.

— Немножко можно.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, вӑт, тӳрлетех, никам та чармасть сана, — ҫавӑнпа райкомра та, эсӗ…

— Ну и исправляй, кто тебе мешает, — на то ты и в райкоме состоишь…

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чармасть штолӗ?..

— Дозволил, что ль?..

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Господасенчен хӑшӗ те пулин сунара ҫӳрес тет пулсан, пӑшалпа аппаланса пӑхас тет пулсан, пирӗн хуҫа чармасть.

А ежели которые господа желают охотиться, ружьем побаловаться, то наш хозяин не прекословит.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Вара офицер ку района никама та кӗртме юрамасть пулин те, хӑракан икӗ ачана иртсе кайма чармасть:

Обыкновенно офицер, не имевший права никого пропускать в подозрительный район, делал исключение для двух испуганных детишек.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Пӳрнене хӗсмест, йӑтма йывӑр мар, ӗҫлеме чармасть, сӑмса шӑнкарма анчах пӑртак кансӗрлет пулмалла, — тенӗ вӑл, ҫӗррине вӑта пӳрни ҫине тӑхӑнса.

— Пальца он не жмет, носить его не тяжело, работать мне он не мешает, разве только вот сморкаться несподручно, — сказал он, надев кольцо на указательный палец.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех