Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

фантази сăмах пирĕн базăра пур.
фантази (тĕпĕ: фантази) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн тесен кунта йӗри-таврах тайга, тайгара упа нумай, — терӗ мӑнтӑр хӗрача Женя, кун вара фантази тени пӗртте ҫук, ҫапах вӑл кирек мӗнӗн сӑлтавне те часах тупма пултарать.

— Потому что кругом тайга, а в тайге водится много медведей, — ответила толстая девочка Женя, у которой не было никакой фантазии, но которая всему умела находить верную причину.

I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Тепӗр чухне вӑл ман ҫине темле сӑнаса пӑхать — тен, ку манӑн фантази кӑна пулӗ?

Иногда он глядит на меня какими-то испытующими глазами… или это одна моя фантазия?

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Фантази — тӗлӗнмелле япала вӑл!

Фантазия — великая вещь!

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Савнӑ Паганель, — терӗ Элен, — сире каллех хӑвӑрӑн вылякан шухӑшӑрсем фантази хупӑрлавӗнче хуплаҫҫӗ.

— Милый Паганель, — сказала Элен, — снова ваше воображение уносит вас в область фантазии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Анчах, яланхи пек, арпашса ан ӳкӗр, Паганель, сирӗн пуҫӑра Австрали чӗлхипе калаҫас фантази килсе кӗрсен, ӑна Китай грамматикипе вӗренесрен сыхланӑр.

— Только берегитесь своей обычной рассеянности, Паганель, и если вам придёт в голову фантазия овладеть австралийским языком, не пытайтесь изучать его по китайской грамматике.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ун ҫинчен каласа пама питех те йывӑр, — терӗ Паганель, — мӗншӗн тесен индеецсем широтапа долготасен градусӗсем ҫинчен нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ, документсемпе пулнӑ истори Талькава фантази пек анчах туйӑнчӗ.

— Это будет чрезвычайно трудно, — сказал Паганель, — потому что индейцы ничего не понимают в градусах широты и долготы, а история с документом покажется Талькаву совершенно фантастической.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Фантази! — кулса ячӗ кукка.

— Фантазия! — усмехнулся дядя.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Сирӗн пуҫӑра ман ҫинче хӑвӑрӑн рыцарьла вӑй-хавалӑра сӑнаса пӑхас фантази килсе кӗнӗ.

Вам пришла фантазия испытать на мне свой рыцарский дух.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ку мӗнле фантази тата!

— Это что за фантазия!

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Мӗнле фантази килсе кӗчӗ сасартӑк сирӗн пуҫӑра?

И что за фантазия пришла вам вдруг в голову?

XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Кӑна ӑспа кӑна ҫырнӑ, ӑна ҫырнӑ ҫӗре фантази нимӗн чухлӗ те хутшӑнман.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Усть-Невински станицинче ҫӗр ҫинчех рай туса хума шут тытнӑ, кама кирлӗ ун пек фантази?

Задумал сотворить в Усть-Невинской земной рай, а кому нужна эта фантазия?

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ухмахла фантази!

Абсурдная фантазия!

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑнах та, ҫакнашкал хӑрушӑ та хирӗҫле ҫӗр айӗнчи, авалхи ҫӗр хӑвӑлӗнчи тӗттӗмре, ХХ-мӗш ӗмӗрти вӑрҫӑ техникипе усӑ курса ҫапӑҫнине темӗнле тӑвӑллӑ фантази те шухӑшласа кӑларас ҫук.

Да, самая исступленная фантазия не породила бы ничего более жестокого и противоречивого, чем эта битва под землей, в допотопной пещерной тьме, с применением новейшей военной техники XX века.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Назанский, ӗмӗт ку, фантази ку!

— Назанский, это мечты, это фантазии!

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Яланхи, лӑпланма пӗлмен фантази, ялтӑр-ҫутӑ ӳкерчӗксемпе эрешлесе те чечеклесе, ҫав шухӑшӑн мӗнпур тискерлӗхне пӗтӗмпех ирсе, ирӗлтерсе ячӗ.

Обычная, неугомонная фантазия растворила весь ужас этой мысли, украсив и расцветив ее яркими картинами.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Аслӑ революционер ҫав «теорисене» хирӗҫ тухнӑ, вӗсем наукӑшӑн киревсӗр япала, ниме тӑман фантази пулса тӑраҫҫӗ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

— Мӗнле фантази килсе кӗчӗ ман пуҫа, — терӗ Никитин, — шӑпах унпа мӑшӑр пулмалла.

— Какая фантазия пришла мне в голову, — сказал Никитин, — вот бы пара с нею.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кунта ӑшӑ пӗтӗм кӑкӑра кӗрсе тулать: ку вара фантази хускатса янӑ чӗре таппи кӑна мар, ҫук, вӑл вӑхӑтра пӗтӗм кӑкӑра уҫӑ, ҫӑмӑл пек туйӑнать; ку вӑл этем сывласа пурӑнакан атмосфера улшӑннӑ чухнехи пек, сывлӑш чылай таса пек, унта кислород питӗ нумайланса кайнӑ пек туйӑнать; ку вӑл хӗвеллӗ ӑшӑ кунта пулакан туйӑм евӗрлӗ, ку вӑл хӗвел питӗнче хӗртӗннӗ чухнехи туйӑм пек; анчах пысӑк уйрӑмлӑх пур, вӑл — сулхӑнпа ӑшӑ нервсенче хӑйсенче аталанни, нервсем хӑйсен пулӑшакан элеменчӗсемпе вӗсен ачашлакан вӑйӗсене пӗр салатмасӑр йышӑнни».

Тут теплота проникает всю грудь: это уж не одно биение сердца, которое возбуждается фантазиею, нет, вся грудь чувствует чрезвычайную свежесть и легкость; это похоже на то, как будто изменяется атмосфера, которою дышит человек, будто воздух стал гораздо чище и богаче кислородом, это ощущение вроде того, какое доставляется теплым солнечным днем, это похоже на то, что чувствуешь, греясь на солнце, но разница огромная в том, что свежесть и теплота развиваются в самых нервах, прямо воспринимаются ими, без всякого ослабления своей ласкающей силы посредствующими элементами».

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Виҫерен иртнине чӗре мар, пушӑ фантази ҫеҫ пӗлет, чӗрӗ, вӗресе тӑракан пурнӑҫпа пурӑнакан ҫын мар, ӗмӗтпе пурӑнакан, пурнӑҫран ӗмӗте куҫса кайнӑ ҫын ҫеҫ пӗлет!

«Пресыщение знает только пустая фантазия, а не сердце, не живой действительный человек, а испорченный мечтатель, ушедший из жизни в мечту».

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех