Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карланкине (тĕпĕ: карланкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чун ыратни карланкине пӑвать, никам нимӗнле пулӑшу пама пултарайманни, сехри хӑпни хӗре пӗтӗмпех ҫавӑрса илет.

Тупая боль сжимает горло, беспомощное отчаяние, страх захлестнули ее.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юс тӑмана карланкине кышласа татрӗ.

Горностай сове зубами горло перервал.

Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.

Карланкине капланнӑ кумккана ҫӑтасшӑн пулчӗ, ҫаплах ҫӑтса яраймарӗ.

Глотала комок, подступивший к горлу, и не могла проглотить.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Мур карланкине лакса лартӑр вӑл, ак ҫак хура шуйттан!..

Будь он трижды, анафема, проклят!..

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Казак, ура ҫине сиксе тӑрса, пӗшкӗне-пӗшкӗне хӗвелҫаврӑнӑш тӑрӑх чупса кайсан, Прохор карланкине ҫурас пек ахӑлтатса кулса ячӗ, хыҫран хӑвалама тесе, лашине те ун хыҫӗнчен тытнӑччӗ, — Григорий чарчӗ:

Когда казак вскочил и, пригибаясь, побежал по подсолнухам, Прохор захохотал во все горло, тронул было коня, чтобы скакать вдогонку, но Григорий остановил его:

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрлӗармеец ирӗклӗн тӑрать: тӳмине вӗҫертсе янӑ аялти кӗпе ҫухипе шӑрт пек хытӑ хура сухал пусса илнӗ карланкине юнӑхса пӗтнӗ чӗрнеллӗ хулӑн хура пӳрнисемпе тӗрткелесе илет.

Красноармеец стоял вольно, черными толстыми пальцами с засохшей на, ногтях кровью трогал расстегнутый ворот нательной рубахи и острый, в черной щетине, кадык.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫакӑн пек хӑрушӑ шӑпа патне ҫывхарса ҫитнине малтанах… — генерал карланкине сиктеркелесе тӗтӗме ҫӑтса ячӗ.

— С какой роковой предопределенностью шло к этому… — генерал, дрогнув кадыком, глотнул дым.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Крючков юлхавлӑн ҫӗкленчӗ, шафран пек хӑмӑр карланкине тӑсса, тӗве евӗр пӗкӗрӗлчӗ те, чӗн пиҫиххине салтса, айӑпа кӗнӗ казак патне утса пычӗ.

Крючков лениво подымался, шел к проштрафившемуся, по-верблюжьи сутулясь, вытягивая кадыкастую шафранно-смуглую шею, на ходу снимал пояс.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чунӗ тулашнипе, хӑй те асӑрхамарӗ вӑл, карланкине, пӑвӑннӑ чухнехи пек ыраттарса, Матвей Юргина Ольховка патӗнчи пӗр-пӗччен ларакан хурӑн айӗнче панӑ ыйтӑвах тепӗр хут каларӗ:

И сам не заметил, как в большом внутреннем напряжении, с болью в горле, повторил вопрос, какой задавал Матвею Юргину еще перед Ольховкой, у одинокой молодой березы:

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юрлаканни юрлать, кӑшкӑраканни кӑшкӑрать, пӗри чышкипе ҫапса сӗтеле кисретет, тепри карланкине эрех ӳпӗнтерет.

Кто пел, кто кричал, кто стучал кулаком по столу, кто лил себе в глотку вино.

Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

— Панкратов сан патӑнта эрнешер пурӑннӑ вӑхӑтсем те пулнӑ, анчах халӗ вӑл хама акӑ мӗнле кирлӗ, — вара Головачев карланкине пӳрнипе сӑтӑрса илчӗ.

— Было время — жил Панкратов у тебя по неделям, а теперь он мне самому вот как нужен, — и Головачев провел пальцем по кадыку.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл, хӑйӗн хӑватлӑ карланкине шанса, нихӑҫан та шӑнкӑравпа усӑ курмасть.

Он никогда не употреблял в дело звонка, полагаясь на свое необыкновенное горло.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

«Халӗ мана, тӑванӑм, пусма патне ҫитиччен ӑсатса яр-ха», — тенӗ Кирсанов, каллех Nikolas еннелле ҫаврӑнса, — вара Nikolasа паҫӑрхи пекех ыталаса, малти пӳлӗме тухнӑ та пусма тӑрӑх аннӑ, голиафсем ун ҫине инҫетрен тӗлӗнсе пӑхса юлнӑ, юлашки картлашки ҫине ҫитсен Nikolas карланкине алӑран вӗҫертсе, тӗртсе янӑ та хӑй вара Nikolas аллинче юлнӑ картуз вырӑнне урӑх картуз туянма лавккана кайнӑ.

«Теперь проводи-ка, брат, меня до лестницы!» — сказал Кирсанов, опять обратясь к Nicolas, и, продолжая по-прежнему обнимать Nicolas, вышел в переднюю и сошел с лестницы, издали напутствуемый умиленными взорами голиафов, и на последней ступеньке отпустил горло Nicolas, отпихнул самого Nicolas и пошел в лавку покупать фуражку вместо той, которая осталась добычею Nicolas.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Куҫ хупса иличчен хӗрарӑм ҫари! ҫухӑрса ярать те ҫавӑнтах тӑнсӑр пулса персе анать, Nikolas хӑйӗн аллисене сиккелентерме те пултарайманнине туять, вӗсене Кирсановӑн сылтӑм алли, тимӗр пиҫиххипе ҫыхса лартнӑ пек, аякӗ ҫумне хӗстерсе лартнӑ, Кирсановӑн сулахай алли, ӑна малтан ҫӳҫрен сӗтӗрнӗскер, халӗ карланкӑран ярса тытнӑ, Кирсанов ӑна: «пӑх-ха, епле ҫӑмӑл пӑвса вӗлерме пултаратӑп эпӗ сана», — тенӗ те карланкӑран чӑмӑртанӑ; Nikolas хӑйне пӑвса вӗлерме, чӑнах та, ҫӑмӑллине ӑнланса илнӗ, Кирсанов алли ун карланкине хытах чӑмӑртаман ӗнтӗ, сывлама пулнӑ, анчах ҫапах та карланкӑран тытса тӑнӑ.

Во мгновение ока дама взвизгнула и упала в обморок, а Nicolas постиг, что не может пошевельнуть руками, которые притиснуты к его бокам, как железным поясом, и что притиснуты они правою рукою Кирсанова, и постиг, что левая рука Кирсанова, дернувши его за вихор, уже держит его за горло и что Кирсанов говорит: «Посмотри, как легко мне тебя задушить», — и давнул горло; и Nicolas постиг, что задушить, точно, легко, и рука уже отпустила горло, можно дышать, только все держится за горло.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лешӗ ҫинҫе сассипе мӗскӗннӗн нӑйклатать иккен, вӑл пур ҫавна ҫаплипех карланкине пӗтӗрсе чикет.

Она жалобно пишшит, а он знай ее в горловину пропихивает.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпланать, унтан каллех ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене ҫемҫен пускаласа утса ҫӳреме тытӑнать, пӳрнисемпе ҫан-ҫурӑмне кӑтӑртаттарни, яланхи хӑнӑхупа кӑкрине хыҫкалани илтӗнет, вара каллех уҫӑмсӑр сассипе: — Касса вакламалла! Касса вакламалла!.. — тесе тулашкалать те, ҫавӑнтах йӑвашраххӑн, карланкине уҫӑмсӑррӑн лӑкӑртаттарса, тархаслама тытӑнать:

Умолкнет, снова пойдет, мягко ставя ступни обутых в валенки ног, слышно, как он скребет пальцами тело, чешет по привычке грудь и снова — глухо: — Рубить! Рубить!.. — И мягче, с глухим клекотом в гортани:

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хур ами тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те шӑпах пулчӗ, — Демка унӑн карланкине пӑвӑнтарса лартрӗ пулмалла, — анчах хӑй ҫаплах чарӑна пӗлмесӗр, урса кайнӑ пек, хӑвӑрттӑн ҫунаттисемпе ҫатӑлтатать.

Гусыня, вначале взревевшая дурным голосом, замолкла, — видно, Демка перехватил ей дыхание, — но продолжала с бешеной быстротой выбрасывать крылья.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сулхӑн ҫил ун питне касать, сивӗ хӑлхине чӗпӗтет, ҫӑварӗпе карланкине сивӗ сывлӑш питӗрет, чӗри вара савӑнӑҫпа хыпса илет — вӑл ыткӑнса чупать, ӑҫтан кӑна урисем ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, хӑй вара ҫухӑрать те, ахӑлтатать те.

Свежий ветер так и режет ему лицо, за уши щиплет мороз, в рот и горло пахнуло холодом, а грудь охватило радостью — он мчится, откуда ноги взялись, сам и визжит и хохочет.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран 15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; 16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.

в истине спасения Твоего 15. извлеки меня из тины, чтобы не погрязнуть мне; да избавлюсь от ненавидящих меня и от глубоких вод; 16. да не увлечет меня стремление вод, да не поглотит меня пучина, да не затворит надо мною пропасть зева своего.

Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех