Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Франсуаза

Автор: Василий Алагер

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

Хушнӑ: 2020.01.21 00:07

Пуплевӗш: 173; Сӑмах: 1388

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫуллахи ӑшӑ каҫ. Марсель тӗрлӗ ҫутӑпа йӑлкӑшать, урамра кухня шӑрши кӗрет, унтан та кунтан калаҫни, урапасем шӑлтӑртатни, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрашни илтӗнсе тӑрать.

«Богородица Ветров» ятлӑ карап ҫинчи матроссем тӑватӑ уйӑха яхӑн типӗре пулса курман, ҫавӑнпа та халь ӗнтӗ вӗсем типпе тухнӑ та, икшерӗн-икшерӗн, хула пурнӑҫӗнчен писнӗ ют ҫынсем пек, хӑюсӑртараххӑн хула урамӗсем тӑрӑх утса пыраҫҫӗ. Ун-кун ҫаврӑнкаласа пӑхаҫҫӗ вӗсем, пристань ҫывӑхнерехри урамсенче, темскер шыранӑн, шӑршлакаласа пыраҫҫӗ. Тӑватӑ уйӑх хушши хӗрарӑм курман ӗнтӗ вӗсем… ҫав асаплантарать вӗсене. Чи малта Селестин Дюкло пырать, вӑл питӗ маттур та йӑлттам йӗкӗт. Типпе-мӗне тухсан вӑл, кирек хӑҫан та, юлташӗсене хӑй хыҫҫӑн ертсе ҫӳрет.

Чылайччен уткаласа ҫӳрерӗҫ вӗсем тӗттӗм урамсем тӑрӑх; урамӗсем пурте, шыв юхтармалли валек пек, тинӗс хӗрринелле анаҫҫӗ, вӗсенче подвалсемпе чӑлансенчен тухакан йывӑр шӑршӑ кӗрсе тӑрать. Селестин юлашкинчен пӗр ансӑр тӑкӑрлӑка суйласа илчӗ, тӑкӑрлӑкри ҫурт алӑкӗ ҫинче чӑмӑркка хунарсем ҫуталаҫҫӗ, вара вӑл ҫав тӑкӑрлакалла пӑрӑнса кӗчӗ. Матроссем шӑл йӗркелесе, юрлакаласа ун хыҫӗнчен утрӗҫ.

Матроссем трактирти пысӑк залра лараҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех хӑйне валли мӑшӑр суйласа илнӗ те, хӑйӗн вӑхӑтне ҫӗр каҫичченех унпа ирттерет ӗнтӗ: йӑли ҫавнашкал трактирте. Вӗсем, виҫӗ сӗтеле пӗр ҫӗре лартса, малтан хӗрарӑмсемпе пӗрле ӗҫрӗҫ, унтан, сӗтел хушшинчен тухса, хӗрарӑмсемпе пӗрле ҫӳлти хута улӑхрӗҫ. Ҫирӗп урана тӑхӑнса янӑ хулӑн тӗплӗ пушмаксем йывӑҫ пусма картлашкисем ҫинче чылайччен каптӑртатрӗҫ; ансӑр алӑкран хӗсӗнсе кӗрсе уйрӑм пӳлӗмсене кӗре-кӗре саланса пӗтичченех илтӗнсе тӑчӗҫ ку сасӑсем. Ҫывӑрмалли пӳлӗмсенчен туха-туха, вӗсем каллех аялти хута эрех ӗҫме анчӗҫ, унтан каллех улӑхрӗҫ, каллех, каллех…

Ӗҫкӗ-ҫикӗ калама ҫук вӑйлӑ пырать. Ҫур ҫул хушшинче ӗҫлесе илнӗ укҫа тӑватӑ сехет хушшинчех юхса тухрӗ, вунпӗр сехет тӗлнелле вӗсем пурте ӳсӗрӗлсе ҫитрӗҫ, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсемпе пӑхкаласа, темскер ӑнланмалла мар сӑмахсемпе кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ, хӑйсем мӗн кӑшкӑрашнине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ. Юрлаканни юрлать, кӑшкӑраканни кӑшкӑрать, пӗри чышкипе ҫапса сӗтеле кисретет, тепри карланкине эрех ӳпӗнтерет. Селестин Дюкло юлташӗсем хушшинче ларать. Унпа юнашар пӗр маттур, мӑнтӑркка хӗрлӗ питлӗ хӗр ларать. Селестин та ыттисенчен каях ӗҫмен ӗнтӗ, анчах вӑл пӗлмиех ӳсӗр мар-ха; унӑн пуҫӗнче темӗнле шухӑшсем ҫаврӑнкалаҫҫӗ. Вӑл ачашланса кайнӑ та, хӑйпе пӗрле ларакан хӗрпе мӗн те пулин калаҫас тесе, сӑмах шыраса ларать. Анчах шухӑшӗсем ун пӗр килеҫҫӗ те пӗр каяҫҫӗ, ниепле те ярса илсе каласа параймасть вӑл вӗсене.

Вӑл кула-кула калаҫать:

— Ҫапла, ҫапла та-ха… ҫапли ҫапла… нумайранпа-и эсӗ кунта?

— Ултӑ уйӑх ӗнтӗ, — тет хӗр.

Вӑл пуҫне сулса илчӗ, хӗре ырларӗ пулас.

— Ну, мӗнле пек, аван пек-и сана?

Хӗр шухӑшласа илчӗ.

— Хӑнӑхнӑ та, — терӗ вӑл. — Пурӑнмалла-ҫке-ха мӗнле те пулин. Прислугӑра е прачкӑра пурӑнниех мар ӗнтӗ, лайӑхрах.

Селестин ӑна куншӑн та ырларӗ пулас, пуҫне кӑмӑллӑн сулса илчӗ.

— Кунтисемех- и эсӗ?

Хӗр пуҫне пӑркаласа хӑй кунтисем маррине палӑртрӗ.

— Инҫетрисем-и?

Хӗр каллех пуҫне сулчӗ.

— Ӑҫтисем?

Вӑл шухӑша кайрӗ, хӑй ӑҫтисем иккенне астуса иленҫи пулчӗ.

— Перпеньянӑсем эпӗ, — терӗ вӑл.

— Апла, апла, — терӗ те Селестин шӑпланчӗ.

— Эсӗ мӗн, моряк-им? — хальхинче ӗнтӗ хӗр хӑй ыйтрӗ.

— Ҫапла, моряксем эпир.

— Пит инҫетре пултӑр-и?

— Ҫывӑхрах мар, Пурне те курма тӳр килчӗ.

— Тӗнче тавра та ишсе ҫаврӑнтӑр пулӗ-ха?

— Пӗрре кӑна мар, пӗр-икӗ хутчен те ишсе ҫаврӑнма ӗлкӗртӗмӗр пуль.

Хӗр темскер аса илме тӑрӑшрӗ, самаях шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн сӑмах хушрӗ:

— Чылай карапсене тӗл пулма тӳр килнӗ пулӗ-ха? — терӗ вӑл.

— Тӗл пулмасӑр, унсӑрӑн пулать-и…

— «Богородица Ветров» ятлӑ карапа тӗл пулмарӑр-и? Ҫавӑн пек карап пур.

Хӗр хӑйсен карапне асӑнни ӑна тӗлӗнтерсех ячӗ, ҫавӑнпа вӑл шӳт тума шут тытрӗ:

— Чӑнах-и, чӑн калатӑн-и? — тесе ыйтрӗ те вӑл шурса кайрӗ.

— Чӑнах.

— Суймастӑн-и?

— Туршӑн та, — турра асӑнчӗ вӑл.

— Апла пулсан… Селестин Дюкло текен ҫынна курмарӑн-и эсӗ унта? — ыйтрӗ хӗр.

— Селестин Дюкло? — терӗ вӑл, хӗр каланӑ ята тепӗр хут асӑнса, унтан, тӗлӗнсе, хӑраса кайрӗ. Ӑҫтан пӗлме пултарнӑ-ха вӑл унӑн ятне?

— Эсӗ ӑна паллатӑн-им? — ыйтрӗ Селестин.

Хӗр хӑй те темрен хӑраса ӳкрӗ.

— Ҫук, эпӗ мар, пӗр хӗрарӑм пур пирӗн кунта, ҫав паллать ӑна.

— Мӗнле хӗрарӑм? Ҫак ҫуртрах пурӑнать-и?

— Ҫук, кунтан инҫе мар, ҫывӑхрах вӑл.

— Ӑҫта вара вӑл ҫывӑхрах?

— Инҫе мар терӗм-ҫке.

— Кам вӑл?

— Хӗрарӑм ара, ман пек хӗрарӑмах.

— Мӗн тума кирлӗ вара вӑл ӑна?

— Ӑҫтан пӗлем эпӗ. Тен, пӗр енчисем вӗсем.

Селестинпе хӗр пӗр-пӗрин куҫӗнчен сӑнаса пӑхрӗҫ.

— Вӑл хӗрарӑма курасчӗ те ман, — терӗ вӑл.

— Мӗн тума? Мӗн те пулин каламалли пур-им?

— Каламалли…

— Мӗн калас тен?

— Селестин Дюкло ятлӑ ҫынна куртӑм тесшӗн эпӗ ӑна.

— Эсӗ ӑна курнӑ, эппин? Мӗнле, сывах-и вӑл?

— Сывах. Мӗн тӑватӑн вара эсӗ унпа?

— Курсан кала эсӗ ӑна… ҫук кирлӗ мар.

— Мӗн тес?

— Ҫук, нимӗн те ан кала.

Унӑн, хӗр ҫине пӑхса ларнӑҫем, ӑшчикӗ ытларах та ытларах вӑркама пуҫларӗ.

— Эсӗ та паллатни ӑна? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, палламастӑп.

— Апла пулсан мӗне кирлӗ вӑл сана?

Хӗр чӗнмерӗ, сасартӑк сиксе тӑрса хозяйка ларнӑ ҫӗре, конторка патне чупса пырса лимон илчӗ те, ӑна ҫурмаран касса, сӗткенне стакан ҫине сӑрхӑнтарса кӑларчӗ, унтан, кӑштах шыв хушса, стаканне Селестина тыттарчӗ.

— Ме, ӗҫ-ха, — терӗ вӑл, хӑй, унчченхи пекех, ун чӗрҫийӗ ҫине пырса ларчӗ.

— Ку тата мӗншӗн? — ыйтрӗ вӑл, хӗр аллинчи стакана илсе.

— Ӗҫни иртсе кайтӑр. Кайран калӑп. Ӗҫ.

Вӑл ӗҫрӗ те ҫанӑ вӗҫӗпе тутисене шӑлкаласа илчӗ.

— Халь кала ӗнтӗ, итлетӗп.

— Эсӗ ӑна мана курни ҫинчен каласа памӑн-и? Эпӗ каланӑ сӑмахсене камран илтнине каласа памӑн-и?

— Юрӗ-ҫке, каламӑп эппин.

— Сӑхсӑх. Вӑл сӑхсӑхрӗ.

— Туршӑн та-и?

— Туршӑн та.

— Апла пулсан кала эсӗ ӑна, аҫупа аннӳ вилнӗ сан те, шӑллу та вилнӗ те. Вӗри чирпе чирлерӗҫ. Виҫҫӗш те кӗр уйӑх хушшинче вилсе кайрӗҫ.

Дюкло хӑйӗн чӗри патне юн пырса тӑвӑннине сисрӗ. Темиҫе минут хушши вӑл, ним калама аптраса, чӗнмесӗр ларчӗ, унтан вара тин сӑмах хушрӗ:

— Эсӗ чӑнласах пӗлетӗн-и?

— Чӑнах.

— Кам каларӗ?..

Хӗр аллисене ун хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӗ:

— Сӑхсӑх никама та каламастӑп тесе.

— Сӑхсӑхрӑм акӑ. Туршӑн та.

— Эпӗ… ун йӑмӑкӗ пулатӑп.

— Франсуаза! — кӑшкӑрса ячӗ Селестин.

Хӗр ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, сасӑ кӑларманпа пӗрех, тутисене хуллен-хуллен кӑна хускаткаласа, сӑмах хушрӗ:

— Эсӗ эппин вӑл — Селестин?

Вӗсем хускалмарӗҫ, мӗнле пулнӑ ҫаплипех, пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса ларчӗҫ.

Ыттисем пурте ӳсӗр сассисемпе кӑшкӑрашаҫҫӗ. Стакансем чӑнклатни, ывӑҫ тупанӗсемпе сӗтел ҫине ҫапни, ура кӗлисемпе каптӑртаттарни, хӗрарӑмсем ҫинҫе сасӑпа ҫуйхашни илтӗнсе тӑрать, ҫак сасӑсем йӑлтах юрӑ кӗввипе пӗтӗҫсе хутшӑнса каяҫҫӗ.

— Мӗнле-ха капла? — хуллен, ҫав тери хуллен сӑмах хушрӗ Селестин, вӑл мӗн каланине Франсуаза та аран-аран тавҫӑрса илчӗ.

Франсуаза куҫӗсем сасартӑк куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

— Ҫапла ҫав, вилчӗҫ. Виҫҫӗш те пӗр уйӑхра, — хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл. — Мӗн тумаллаччӗ-ха ӗнтӗ ман? Тӑр пӗччен тӑрса юлтӑм. Аптекӑна кайма та, тухтӑр валли те… виҫҫӗшне пытарнӑшӑн та… мӗн пур пек япаласене сутса пӗтерсе тӳлесе татрӑм та ҫири кӗпепе ҫеҫ тӑрса юлтӑм. Кашо улпут патне прислугӑна кӗтӗм, — астӑватӑн пулӗ-ха эсӗ ӑна, уксахскере? Эпӗ вунпилӗк тултарса вунулттӑ ҫине ҫеҫ пуснӑччӗ ун чух; эсӗ кайнӑ чухне вунтӑваттӑра ҫеҫчӗ вӗт-ха эпӗ. Унпа ҫыпҫӑнса ҫылӑха кӗтӗм… Ухмах вӗт-ха эпир. Унтан нотариус патне нянькӑна кӗтӗм, — вӑл та ҫавах пулчӗ. Малтан вӑл мана хӑй шучӗпе усрама илчӗ, ун патӗнче хваттерте пурӑнтӑм. Анчах нумай пурӑнаймарӑм. Пӑрахрӗ вӑл мана, виҫӗ кун хушши ҫимесӗр пурӑнтӑм вара, никам та ӗҫе илмест; юлашкинчен, ыттисем пекех, ҫакӑнта килсе кӗтӗм, — терӗ те вӑл унӑн куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса анчӗ, питҫӑмартийӗсене йӗпетрӗ, ҫӑварне юхса кӗчӗ.

— Мӗн туса хутӑмӑр-ха ӗнтӗ эпир? — мӑкӑртатса илчӗ Дюкло.

— Эпӗ… эсӗ те вилнӗ пуль тесе, — терӗ Франсуаза куҫҫулӗ витӗр. — Эпӗ айӑплӑ-им кунта, — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл.

— Мӗнле палласа илеймерӗн-ха эсӗ мана? — ҫав-ҫавах пӑшӑлтатса ыйтрӗ Дюкло.

— Пӗлместӗп, эпӗ айӑплӑ мар, — хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсрӗ Франсуаза. Ҫапла каларӗ те пушшех хытӑ макӑрма тытӑнчӗ.

— Ӑҫтан паллама пултарнӑ-ха эпӗ сана? Эпӗ килтен тухса кайнӑ чухне кун пек пулнӑ-им эсӗ? Эсӗ ху тата мӗнле паллаймарӑн?

Франсуаза, ним тума аптранипе, аллине сулчӗ.

— Ах! Питӗ нумай куратӑп вӗт эпӗ вӑл арҫынсене, маншӑн пулсан вӗсем пурте пӗр сӑнлӑ.

Селестинӑн чӗри ҫав тери хытӑ ыратса кайрӗ, унӑн, патак ҫиекен пӗчӗк ача пек, кӑшкӑра-кӑшкӑра ҫухӑрса ярас килчӗ.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ. Франсуазӑна кӑшт аяккарах сирчӗ те, хӑйӗн пысӑк аллисемпе ӑна пуҫӗнчен тытса, ун ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.

Майӗпен-майӗпенех вӑл хӗре палласа илчӗ, хӑй килтен тухса кайнӑ чухне вӑл ҫинҫешке, савӑнӑҫлӑ хӗрачаччӗ, ҫак хӗрача ӗнтӗ ашшӗ-амӑшне, пиччӗшне те ҫӗре чикнӗ.

— Ҫапла, Франсуаза ҫав эсӗ, йӑмӑк, — терӗ вӑл. Сасартӑк ун пырне темскер капланса хӑпарчӗ, вӑл вара, ӳсӗр ҫын иксӳлетнӗ евӗр, хыттӑн ӗсӗклесе макӑрса яма тӑчӗ. Франсуазӑна тек пуҫӗнчен тытса тӑмарӗ вӑл, сӗтеле чышрӗ, хытӑ чышнипе сӗтел ҫинчи стакансем сирпӗнсе кайса чӑнкӑртатрӗҫ, чышрӗ те тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ.

Юлташсем тӗлӗннипе ун ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ: «Халӗ, епле кӳпсе тултарнӑ», терӗ пӗри. «Ҫитӗ ӗнтӗ кӑшкӑрма», терӗ тепри. «Эй, Дюкло! Мӗн кӑшкӑратӑн? Атя ҫӳлти хута улӑхатпӑр», терӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Дюкло сасартӑк чӗмсӗрленчӗ, сывлама чарӑнса, юлташӗсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Унтан вара темле ҫапӑҫма хатӗрленнӗ чухнехи пек сӑн-питпе, тайӑлкаласа, пӗр хӗре ыталаса апатланакан матрос патне пычӗ те иккӗшне пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла чышкипе ҫапрӗ.

— Сирӗл! Курмастӑн-им, йӑмӑку вӗт вӑл сан. Пурте йӑмӑксем вӗсем. Ак ку вӑт Франсуаза, ман йӑмӑк. Ха-ха-ха-ха… — ахӑлтатса кулнӑ евӗр, ӗсӗклесе макӑрса ячӗ вӑл, ҫав хушӑрах тайӑлса-тайӑлса кайрӗ, аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ҫӗре хаплатса ӳпне ӳкрӗ. Унтан, вилекен ҫын пек хӑрӑлтатса, урайӗнче йӑваланма, алли-урипе тапаланма тытӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех