Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвна уйӑх ҫути ваннисене кирлӗ чухлӗ кӗме паманшӑн тавӑр вӗсене!

Расквитайся с ними за то, что они тебе курс лунных ванн не дали закончить.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мӗн чухлӗ шаккаса хутӑмӑр ӗнте вӗсене!

и сколько уже его набили.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тинех вӑл хӑй Акулинӑна тем пекех юратнине туйса илнӗ; хресчен хӗрне илсе ӗҫпе пурӑнас романтикла шухӑш ун пуҫне пырса кӗнӗ, ун ҫинчен мӗн чул нумайрах шухӑшланӑ, ҫав шухӑш ҫавӑн чухлӗ юрӑхлӑ пек туйӑнса пынӑ.

В первый раз видел он ясно, что он в Акулину страстно влюблен; романическая мысль жениться на крестьянке и жить своими трудами пришла ему в голову, и чем более думал он о сем решительном поступке, тем более находил в нем благоразумия.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл алхасакан ҫамрӑк хӗр ҫине вутлӑ-хӗмлӗ пӑхнӑ, анчах лешӗ, ун пирки калаҫассине урӑх вӑхӑта хӑварса, мисс Жаксон ҫилленнине нимӗн чухлӗ те асӑрхаман пек пулса тӑнӑ.

Она бросала пламенные взгляды на молодую проказницу, которая, отлагая до другого времени всякие объяснения, притворялась, будто их не замечает.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Григорий Иванович, хӑй сӑмах панине аса илсе, хӑй тем тӗрлӗ тӗлӗнсе кайнӑ пулин те, тӗлӗннине нимӗн чухлӗ те палӑртас мар тесе тӑрӑшнӑ; анчах хӗре тем хӑтланни ӑна кулӑшла пек туйӑннӑ, вӑл ахӑлтатса кулса ярасран аран-аран ҫеҫ чӑтса тӑнӑ.

Григорий Иванович вспомнил свое обещание и старался не показать и виду удивления; но шалость его дочери казалась ему так забавна, что он едва мог удержаться.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Ҫук, атте, хуть мӗн тусан та, темӗн чухлӗ ылтӑн парсан та, эпӗ Берестовсен куҫӗ умне тухмастӑп», — тенӗ Лиза.

«Нет, папа, ни за что на свете, ни за какие сокровища не явлюсь я перед Берестовыми».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Алекҫей хӑй мӗн чухлӗ пултарнӑ таран витӗмлӗ каласа, Акулинӑн шухӑшӗсене урӑхла майлӑ ҫавӑрса яма тӑрӑшнӑ; ӑна вӑл хӑйӗн ӗмӗтӗнче нимӗнле усал шухӑш ҫукки ҫинчен, хӑй енчен Акулинӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнӗҫлӗ пулма сӑлтав пулас ҫукки ҫинчен, вӑл хӑй унӑн сӑмахӗнчен нихӑҫан та тухас ҫукки ҫинчен каласа ӗнентерме тӑрӑшнӑ, хӑйне пӗр савӑнӑҫ ҫеҫ пама — унпа улах вырӑнта хуть кун сиктерсе, хуть эрнере икӗ хутчен куҫа-куҫӑн курнӑҫса тӑма йӑлӑннӑ.

Он употребил всё свое красноречие, дабы отвратить Акулину от ее намерения; уверял ее в невинности своих желаний, обещал никогда не подать ей повода к раскаянию, повиноваться ей во всем, заклинал ее не лишать его одной отрады: видаться с нею наедине, хотя бы через день, хотя бы дважды в неделю.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тӗрӗс каланӑ-и нимӗҫ, е хӑй мӗн пулассине малтанах курса тӑнипе мухтанасшӑн пулнӑ-и, анчах мӗскӗн чирлӗ ҫынна вӑл нимӗн чухлӗ те лӑплантарайман.

Правду ли говорил немец, или только желал похвастаться дальновидностию, но он нимало тем не утешил бедного больного.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ хам та, ватӑ ухмах, тӑранайми пӑхаттӑм, тӑранайми хӗпӗртеттӗм; мӗн тери юратман-ши эпӗ хамӑн Дуньӑна; мӗн чухлӗ ачашламан-ши хамӑн хӗрӗме; мӗн тери лайӑхчӗ унӑн пурӑнӑҫӗ!

А я-то, старый дурак, не нагляжусь, бывало, не нарадуюсь; уж я ли не любил моей Дуни, я ль не лелеял моего дитяти; уж ей ли не было житье?

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ ӑна мӗн чухлӗ ыйтнӑ таран тӳлӗттӗм, — тенӗ Владимир.

Я заплачу, сколько ему будет угодно».

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл лашине ҫапнӑ; мӗскӗн выльӑх малтан юртӑпа кайнӑ, анчах часах ывӑнса ҫитнӗ, чӗрӗк сехетрен мӗскӗн Владимир мӗн чухлӗ хӑваланӑ пулсан та, утӑпа анчах кая пуҫланӑ.

Он ударил по лошади; бедное животное пошло было рысью, но скоро стало приставать и через четверть часа пошло шагом, несмотря на все усилия несчастного Владимира.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах вӑл темӗн чухлӗ кайсан та, Жадрино ҫапах курӑнман; ращин те вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.

Но он ехал, ехал, а Жадрина было не видать; роще не было конца.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Владимир пӗрмаях малалла пынӑ, анчах темӗн чухлӗ кайсан та, хирӗн вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.

Владимир ехал, ехал, а полю не было конца.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Граф ӑна манпа паллаштарчӗ; манӑн нимӗн именмесӗр калаҫас килсе кайрӗ, анчах хама хам ирӗксӗрлемен пек тытма мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, хам ытларан та ытларах пӑлхана пуҫларӑм.

Граф представил меня; я хотел казаться развязным, но чем больше старался взять на себя вид непринужденности, тем более чувствовал себя неловким.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Мӗн усси-ха мана ун пурӑнӑҫне пӗтерме, вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗшӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмасть пулсан? — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ.

Что пользы мне, подумал я, лишить его жизни, когда он ею вовсе не дорожит?

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Никам та унӑн мӗн чухлӗ пурлӑх пуррине, вӑл мӗн таран тупӑш илсе тӑнине пӗлмен, тата вӗсем ҫинчен ыйтма та хӑйман.

Никто не знал ни его состояния, ни его доходов, и никто не осмеливался о том его спрашивать.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫак айван карчӑк нихӑҫан та ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх хут укҫана аллӑ тенкӗлӗххинчен уйӑрса илме пӗлеймен; вӑл ялта кашни хресченпех куммаллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа лешсем унтан нимӗн чухлӗ те хӑраман; хресченсем суйласа лартнӑ ҫӗнӗ староста, вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ ултавлӑ ӗҫсем туса, хресченсене ҫав тери пӑсса пӑрахнӑ; вара Иван Петровичӑн барщина вырӑнне оброк ҫеҫ хӑвармалла пулчӗ, анчах кунта та хресченсем, ун ҫемҫелӗхне кура, пирвайхи ҫулӗнче ҫӑмӑллӑх ыйтса илчӗҫ, ытти ҫулӗсенче оброкӑн виҫӗ пайӗнчен икӗ пайне мӑйӑрпа, кӗтмелпе тата ытти ҫавӑн пек япалапа тӳлекелесе тӑчӗҫ; апла пулин те тӳлесе татманнисем чылай пулнӑ.

Сия глупая старуха не умела никогда различить двадцатипятирублевой ассигнации от пятидесятирублевой; крестьяне, коим она всем была кума, ее вовсе не боялись; ими выбранный староста до того им потворствовал, плутуя заодно, что Иван Петрович принужден был отменить барщину и учредить весьма умеренный оброк; но и тут крестьяне, пользуясь его слабостию, на первый год выпросили себе нарочитую льготу, а в следующие более двух третей оброка платили орехами, брусникою и тому подобным; и тут были недоимки.

Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тума хушнӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑвайманшӑн е ӑнсӑртран тытса илнӗ ҫырушӑн мӗн чухлӗ коридорнӑй пуҫӗсене ҫухатнӑ пуль!

Сколько коридорных поплатилось здесь жизнью из-за неудачно выполненного поручения или перехваченной записки!

Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Тата мӗн чухлӗ тытӑнса тӑма хатӗрленеҫҫӗ-ха вӗсем?

Сколько же времени они собираются еще продержаться?

«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӑл ҫырса панӑ донесенисенче тӗрӗсси мӗн чухлӗ пулнине кам тӗрӗслетӗр-ха ӗнтӗ кунта?

А кто станет здесь проверять, сколько истины в его доносах?

«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех