Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнни (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа мана эс хӑрушсӑрлӑхра пурӑнни савӑнтарать ҫеҫ.

И я рада, что ты в безопасности.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫырма ҫеҫ мар, килте манӑн тимӗршапа, виҫӗ пысӑк калта, чӗрӗп тата шурӑ шӑшисем пурӑнни ҫинчен те калама вӑтанакан пултӑм.

Не только не писал, но и стеснялся признаться кому-нибудь, что дома у меня есть живая черепаха, три ящерицы, ежик и белые мыши.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл манран эпӗ ӑҫта пурӑнни ҫинчен ыйтрӗ те, эпӗ ӑна, сых ятне тесе, ҫывӑхра пурӑнатӑп пулсан та, инҫетре тесе суйрӑм.

Она спросила, где я живу, и я соврал на всякий случай, что далеко, хотя жил совсем рядом.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ашшӗ ӑҫта пурӑнни ҫинчен кам каласа парӗ вӗсене?!

Кто скажет им, где их отец?!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Грант капитан ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа паратӑр-и эсир? — тет татах Гленарван.

— Скажете ли вы мне, где находится капитан Грант? — продолжал Гленарван.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Павел ӑна ҫак уйӑхсенче хӑй мӗнле шухӑшсемпе пурӑнни ҫинчен тата хула хыҫӗнчи паркра шухӑшланисем ҫинчен нумайччен каласа пачӗ.

Павел рассказал ей о всем пережитом за последние месяцы и многое из продуманного в загородном парке.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун куҫ умӗнче хӑйӗн пӗтӗм пурӑнӑҫӗ, мӗн ачаран пуҫласа юлашки куна ҫитиччен пурӑнни иртсе пырать.

Перед его глазами пробежала вся его жизнь, с детства и до последних дней.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Мартӑпа унӑн юлташӗ Надя Петерсон патӗнче вунтӑхӑр кун пурӑнни нимӗн сисмесӗрех иртсе кайрӗ.

Незаметно пробежали девятнадцать дней, прожитых им на квартире Марты и ее подруги Нади Петерсон.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павел Альбинӑна хӑйсен — Корчагинсен ҫемьин пурӑнӑҫӗ ҫинчен мӗн-мӗн пӗлнисене пӗтӗмпех каласа пачӗ, калаҫнӑ май хӑй те вӗсем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйткаласа пӗлчӗ.

Павел терпеливо рассказывал Альбине все, что он знал из семейной хроники Корчагиных, попутно сам расспрашивал о житье-бытье.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Карчӑк ҫырӑвӗнче Евпатори ҫывӑхӗнчи портлӑ хулара хӑйӗн ӗлӗкхи тусӗ Альбина Кюцам пурӑнни ҫинчен, ӑна вӑл вунпилӗк ҫул хушши курманни ҫинчен пӗлтерсе ывӑлне Кюцамсем патне кӗрсе тухма ыйтать.

Старушка писала, что недалеко от Евпатории, в портовом городе, живет ее давнишняя подруга, Альбина Кюцам, с которой мать не виделась уже пятнадцать лет, и что она очень просит сына заехать к ней.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Токарев, Клавичёк ятлӑ чех тӗнчере пурӑнни ҫинчен ҫак арсенал ҫынни мӗн пирки аса илнин чӑн-чӑн сӑлтавне пӗлмесӗрех, ӑна строительствӑна илсе килмешкӗн приказ пачӗ.

Токарев отдал этот приказ, не подозревая истинной причины, побудившей арсенальца вспомнить о существовании чеха Клавичека.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унпа туслӑ пурӑнни пирӗншӗн пуриншӗн те мӗн тери паха пулнине эпӗ халь тин тавҫӑрса илетӗп.

Только теперь понимаю, каким богатством была для всех нас дружба с ним.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Туземецсем пӗр айӑпсӑр асапланса пурӑнни курӑнсах тӑрать.

Туземцы, видно, впали в отчаянную нужду.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах та Паганель ӑна дикарьсем кунти вырӑнсенчен ҫӗршер миль хӗвел тухӑҫнерех, Мёррей улӑхӗсенче пурӑнни ҫинчен каласа парса лӑплантарчӗ.

Но Паганель успокоил его, сообщив, что дикари живут в сотне миль к востоку от этих мест, в долине Мёррея.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Никам пурӑнни те туйӑнмасть.

Местность казалась совершенно пустынной.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Крушени ҫинчен калаҫнине эпӗ унтан унччен те илтнӗ, дикарьсем патӗнче пурӑнни ҫинчен те калаҫатчӗ.

Я и раньше слыхал от него о крушении и жизни в плену у дикарей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пирӗн епле пулсан та ҫак йывӑҫ ҫинче тискер кайӑксем пулманнипе килӗшес пулать — вӗсем пурӑнни этемлӗхшӗн кирлӗ-и, е наукӑшӑн анчах пулсан та, пурпӗрех.

— Нам придётся примириться с отсутствием диких зверей на этом дереве, независимо от того, желательно ли с научной или общечеловеческой точки зрения их существование.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кайӑксем пек пурӑнни

Птичий образ жизни

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ялта пӗтӗмпех Францинчен килнӗ баскссемпе Итали колонисӗсем пурӑнни ҫинчен каласа хӑвармалла пулать.

Заслуживает внимания то, что всё население этой деревни состоит из французских басков и итальянских колонистов.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хамӑр, рабочисем, пӗрне-пӗри шанса пурӑнни пулӑшсан, эпир пӗтӗм тӗнчипе халӑхсен тӑванла пурӑнӑҫне туса хурӑпӑр!

И если наше рабочее доверие поможет, то организуем братство всех народов во всем мире!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех